Кăрми

From Wikipedia, the free encyclopedia

Кăрмиmap
Remove ads

Кăрми (вырăс. Нижний Курмей) — Ăренпур облаçĕн Абдулино районĕнчи ял. Чăвашсем пурăнаççĕ. Кăрми ятлă юханшыв çинче, Абдулино хулинчен (район центрĕ) кăнтăр-хĕвелтухăçнерех, вырнаçнă.

Краткие факты
Remove ads

Истори

Электронла чăваш энциклопедийĕнче çапла çырнă[1]:

<Куçару: Кăрми <...> 19-мĕш ĕмĕрте тата 20-мĕш ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Оренбург кĕпернин Бузулук уесĕче, унтан Самар кĕпернинче тăнă. Йыш — чăвашсем, 19-мĕш ĕмĕрĕн варринче, 20-мĕш ĕмĕрте çавăн пекех вырăссем те пулнă; 18-19-мĕш ĕмĕрсенче патшалăх хресченĕсем, ялхуçалахĕпе ĕçленĕ. 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче чиркÿ-приххут шкулĕ уçăлнă. Пурăнакансем: 1870 – 708 çын; 1889 – 843; 1902 – 842; 1910 – 1157; 1926 – 1042; 2002 – 467 çын.>

Хальхи вăхăтра Кăрмире çакăн пек вырăсла ятсемлĕ урамсем пур: ул. Дунайская, ул. Молодежная, ул. Новая, ул. Родниковая, ул. Царская, ул. Центральная[2]. Урамсен чăвашла ячĕсем епле пулни паллă мар.

Remove ads

Çутĕç

Чăвашлăх тĕлĕшпе ку ялта Абдулино районĕнчи ытти чăваш ялĕсенчен те йывăртарах. Чăваш чĕлхине вĕрентме вырăнти шкулта 1954-мĕш çултах пăрахнă; 1987-мĕш çулхи комплекслă экспедицие хутшăннă ăславçă çапла палăртнă[3]:

<Куçару: Кăрмире çамрăк ăру хăйсен хушшинче чăвашларан ытларах вырăсла калаçать.>

Remove ads

Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем

Кăсăклă фактсем

  • Кунта "Тăхăрьял" кĕнеке авторĕ Григорий Тимофеевич Тимофеев (1878-1937) пурăннă, вырăнти шкулта ĕçленĕ (1932-1937). Айăпласа арестленĕ, унтан персе вĕлернĕ. 1967-мĕш çулта реабилитациленĕ, таса ятне тавăрнă.
  • Кăрми ялĕнче Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнчи коллоборационистсен "Идель-Урал" легионĕ пирки асаилÿсем хăварнă Иван Николаевич Скобелев (1915-?) çуралса ÿснĕ[4].

Çавăн пекех пăхăр

Вуламалли

  • Матвеев Г.Б., Иванов В.П. Чуваши Оренбургские. — Электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья.
  • Иванов В. П., «Этническая география чувашского народа», Чебоксары, 2003, ISBN 5-7670-1404-3.
  • Жакмон А. Чуваши в Оренбург­ской губернии // Московские ведомости. 1890. №45, 70.
  • Чуваши Приуралья. Чебоксары, 1989.
  • Чуваши в Оренбургской области. Оренбург, 1998.
  • Иванов В.П., Михайлов Ю.Т. Чувашское население Оренбургского края: формирование этнотерриториальной группы, этнокультура, динамика численности // Чувашский гуманитарный вестник. 2007–2008. №3.
  • Ягафова Е.А. Чуваши Урало-Поволжья (история и традиционная культура этнотерриториальных групп). Ч., 2007.
Remove ads

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads