Татищево

Сарӑту облаҫӗнчи поселок From Wikipedia, the free encyclopedia

Татищево
Remove ads

ТатищевоСарӑту облаҫӗн (РФ) Татищево районӗн администрациллӗ центрӗ, хула евӗр поселок (1965 ҫултан). Пӗр ятлӑ Татищево хула тӑрӑхӗ, унӑн йышӗнчи пӗртен-пӗр пурӑнан вырӑн пек, йӗркелет[2].

Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Татищево (пӗлтерӗшсем) пӑхӑр.
Краткие факты
Remove ads

Географи

Поселок Сарӑтуран ҫурҫӗр-анӑҫала 40 ҫухрӑм Сарӑту облаҫӗн сылтӑм хӗрринче Идолга юханшывӗнче (Медведицӑн сулахай юппи) вырнаҫнӑ.

Истори

1890 ҫулта никӗсленӗ. 1965 ҫулта хула евӗр поселок статусне илнӗ.

Хальхи Татищево Мещановка[3] поселокӗнчен ӳсме пуҫланӑ. Вӑл XIX ӗмӗр варринче Сарӑту хула управин ҫӗрӗсенчи Сарӑту мещенӗсен ҫӗрӗсенче туса хунӑ. Сарӑту кӗпӗрнин 4-мӗш техникӑллӑ ҫӗр виҫекен районӗнчи Елшанка ҫӗр пӗрлӗхӗ ҫумӗнче мещенсем Сарӑту муниципалитетӗнчен Идолга юханшывӗн ейӗвӗнче ҫӗрне илнӗ тата Мещановкӑна никӗсленӗ. Пӗрремӗш 60 ҫуртсем Идолга айккипе пӗр урам пек тунӑ (халӗ ку Совет урамӗ).

XIX ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулсенче Кисан-Уральск чукун ҫулӗн тунине пула Мещановка ӳснӗ. Сарӑту пуллине тата Эльтонтан тата Баскунчакран кӑларнӑ тӑвара куҫса кайтарнишӗн купсасем акци (тенкӗ) панӑ. 1871 ҫулта Козлов-Сарӑту чукун ҫулӗн пайӗ тунӑ.

Thumb
Татищево Чукун çул вокзалĕ (2004)

Козлов-Сарӑту чукун ҫулӗн пайӗнче Мещановка ялӗ патӗнче Марииновка станцийӗ тунӑ. Ӑна Мускав вӗрентӳллӗ ҫурчӗн Мариинка тӑлӑх ачасен колонийӗ ячӗпе хисепленсе тӑнӑ, вӑл Николаевский Городокра (халӗ Октябрьский Городок) пулнӑ. Хальхи чукун ҫул вокзалӗн вырӑнне станцин икӗ хутлӑ ҫурчӗ пулнӑ. 1908—1910 ҫулсенче чукун ҫул вокзалӗ тунӑ (ӳкерчӗкре). Мариинкӑн пӗрремӗш пурӑнаканскерӗсем ку чукун ҫулӗн ӗсченӗсем (вӗсен ҫурчӗсем хальхи Лагерь тата Чукун Ҫулӗ урамӗсенче лартнӑ).

1905 ҫулта Донецк чукун ҫулӗнче пӗр ятлӑ станци пулнӑна пула станцие ҫӗнӗ ят панӑ — Татищев В.Н. ячӗллӗ (унтан ҫӑмӑл Татищево), вӑл Петр I-н вӑхӑтӗнчи ӑслӑлӑхҫӑ, кунҫулҫӑ, Аҫтӑрхан кӗпӗрнаттӑрӗ, патшалӑх ӗҫченӗ пулнӑ. Ҫав ҫулта унӑн вилнин ҫулӗнчен 155 ҫул иртнӗ.

Пуян Сарӑту хура тӑприне Смулен, Кисан, Мускав кӗпӗрнисенчен хресченӗсем пурӑнма килнӗ, ҫакран Марииновка станцийӗпе Мещановка поселокӗ ӳснӗ.

1920 ҫулта пушӑн 9-мӗшӗнче Мещановка ҫыннисем пухха тунӑ, унӑн хушупа Елшанка ҫӗр пӗрлӗхӗнчен Мещановка уйӑрса панӑ. Ҫав вӑхӑтра Мещановкӑра 67 ҫуртпа 396 ҫын пулнӑ.

1928 ҫулта Сарӑту тата Аткарск уесӗсенчен 4 пая уйӑрса Татищево районӗ туса хунӑ. Унӑн йышне Курдюм вуласӗнчен 15, Вязовка вуласӗнчен 8, Кологривовка вуласӗнчен 5, Ҫара Сӑрт вуласӗнчен 2 ял канашӗ кӗнӗ. Туса хуни хыҫҫӑн ҫӗнӗ районта 106,95 пин ҫӗр гектарӗ, 38 пин пурӑнан халӑх, 125 пурӑнан вырӑн, 42 шкул, 27 ял канашӗ, 22 колхоз, 4 арман, 5 хӗрлӗ вулавӑш, 5 вуламалли ҫурт, 10 халӑх ҫурчӗ (сов. нардом), 6 медицина ҫурчӗ, 3 амбулатори, 3 сывлӑх ҫурчӗ. 8-тан 50-ччен ҫуллӑ вулама-ҫырма пӗлмен ҫынсен йышӗ 10 пин ытла. Ака лаптӑк — 42,235 пин гектар. Районта ӗне выльӑх йышӗ — 11 пин, сурӑх — 50 пин, сысна — 2,8 пин, утар — 101. Телефон ҫыхӑнӑвӗ 5 ял канашӗнче кӑна пулнӑ — Кувыкӑра, Идолгӑра, Широкойӗре, Курдюмра, Татищевӑра. Ялта влаҫ ҫурчӗшӗн вырӑн ҫука пула райӗҫтӑвком Октябрьский Городокра икӗ ҫул вырнаҫрӗ.

Мещановкӑра Татищево чукун ҫул станцийӗ вырнаҫнине пула район центрӗ ялта пулнӑ. Кунччен (1928 ҫулччен) Мещановка 246 ҫуртпа 1359 ҫынлӑ пӗчӗк пурӑнан вырӑн пулнӑ. Ялӑн социаллӑ йышӗ: 997 вӑтам хресчен, 259 чухӑн хресчен, 85 пуян хресчен, 10 тарҫӑ.

Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫин вӑхӑтӗнче Хӗрлӗ ҫарта районтан 11 пин ытла Татищево ҫынни тухса кайнӑ. Мещановкӑпа Татищево станцийӗ вӑрҫӑн хыҫал енӗ пулнӑ, кунта фронта ямалли ҫар пайӗсем йӗркеленнӗ. Районта сӑнав полигонӗ, ҫар хуҫалӑхӗсем, ҫар базисемпе склачӗсем пулнӑ, Октябрьский Городокра тата Елховкӑра ҫар сывлӑх ҫурчӗ лартнӑ. 1941 ҫулта Татищево ҫар лагерӗсенче Андерс поляк ҫарӗн пайӗсем пулнӑ.

Сталинград ҫапӑҫӑвӗ хыҫҫӑн Татищевӑра 28-мӗш танк корпусӗ резерве янӑ, 1942 ҫулта авӑнӑн 18-мӗшӗнчен юпан 20-мӗшӗччен ӑна 4-мӗш механизациленӗ корпуса тепре тунӑ.

1943 ҫулта оккупациленӗ территорисенчен Татищево районне 3 пин ылта эвакуациленӗ ҫын килнӗ.

1955 ҫулта Мещановка элетрификациленнӗ.

1960 ҫулта кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче ССРП Мӑн Канашӗн хушӑвӗпе тата Татищево район канашӗн ӗҫтӑвкомӗн татса панипе станци пек Мещановка ялне Татищево поселокӗ ят панӑ, Мещановка ял канашне Татищево поселок канашӗ ят панӑ. Татищево поселок канашӗн йышӗнче 14 пурӑнан вырӑн пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра Татищевӑра 3997 ҫын пурӑннӑ. Хальхи Татищево муниципаллӑ йӗркеленӗвӗнче Татищево поселокӗ кӑна юлнӑ.

1965 ҫулта утӑн 27-мӗшӗнче Татищевӑна "ӗҫ поселокӗ" статус панӑ.

Remove ads

Халăх

Подробнее Халăх йышĕ ...

Климат

Континент йӗркеллӗ климат.

  • Ҫулталӑкри вӑтам сывлӑш температури +5,5 °C
  • Ҫулталӑкри вӑтам нӳрлӗх 73 %. Уйӑхри вӑтам нӳрлӗх ҫури 56 %-рен чӳкри 87 %-ччен.
  • Ҫулталӑкри вӑтам ҫил хӑвӑртлӑхӗ 3,8 м/с. Уйӑхри вӑтам ҫил хӑвӑртлӑхӗ ҫурлари 3,1 м/с-рен кӑрлачпа нарӑсри 4,3 м/с-ччен[22].

Экономика

Поселокра ял хуҫалӑхӗ — чи тӗп экономика отраслӗ, ку выльăх тата кайӑк-кӗшӗк ӗрчетни. Тӗп савутсем — кайӑк-кӗшӗк фабрикипе тимӗр-бетон конструкцийӗсен савучӗ.

Транспорт

Атӑл чукун ҫулӗн СарӑтуРтищево пайӗнче Татищево чукун ҫул станцийӗ вырнаҫнӑ.

Культура

Сарӑту облаҫӗнчи Татищево районӗн муниципаллӑ йӗркеленӗвӗн пичет органӗ — "Ял Пурнӑҫӗ" (выр. Сельская Жизнь) хаҫат. 1930 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗнчен пичетлесе кӑларать. Вӑл районта пур ӗҫсем ҫинчен, политика хыпарӗсенчен пуҫласа районти криминал ӗҫӗсем таран, ҫырать. Тапхӑрӑн, район архивӗнчен истори пӗлӗмӗсене публикацилет. Татищево районӗн литераторӗпе сӑвӑҫӗсен рубрики кӑларать. Интернетре хаҫатӑн хӑйӗн сайчӗ пур — «Сельская жизнь».

Вӑта культура ҫуртӗнче вокал тата театр студийӗсем, район халӑх ташӑ ансамблӗ, район пукане театрӗ пур.

Татищево ӑсталӑх шкулӗнче 200 яхӑн вӗренекен пур. Унта Татищевӑран, Октябрьский Городок поселокӗнчен, Вязовка салинчен, Курдюм станцинчен ачасем вӗренеҫҫӗ (юлашки виҫӗ пурӑнан вырӑнсенче ӑсталӑх шкулӗн филиалӗсем пур). Шкулта икӗ уйрӑм ӗҫлет: мусӑк уйрӑмӗ тата ӳнер уйрӑмӗ.

Remove ads

Герб

Thumb
Татищево гербӗ

Татищево гербӗнче Гамаюн ҫӑтмах кайӑкӗ ӳкернӗ.

Паллӑ ҫынсем

Асӑрхавсем

Вуламалли

Каҫӑсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads