Шахмат
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Ша́хмат — сĕтел вăййисем шутне кĕрет. 64 тăваткалтан тăракан ятарлă хăма çинче икĕ ен выляççĕ. Ку вăйăра ӳнер те, ăслăлăх та, спорт та пур. Вăйă ячĕ перс чĕлхинчен кĕнĕ - шах тата мат сăмахсенчен пулнă, куçарсан патша вилнĕ тенине пĕлтерет.

Шахматла хире-хирĕç иккĕн, ушкăнпа ушкăн, пĕр çынпа ушкăн выляма пултараççĕ. Шăхмат вăййин йĕркине тытса пыракан ятарлă йĕркесем пур, ăмăртусем ирттернĕ чухне ФИДЕн хушма йĕркисемпе те усă кураççĕ. Интернетпа, телефонпа, çыру çырса выляма та ятарлă йĕркесем пур.
Remove ads
Шахмат кун-çулĕ
Шахмат вăййине Ĕнчĕре VI ĕмĕрте шутласа кăларнă тесе ĕнентерççĕ. Унăн авалхи ячĕ - чатуранга. Арап çĕршывĕсенче, Европăпа Африкăра вăйă сăн-сăпачĕ улшăнса пырать. 15 ĕмĕр тĕлне унăн паянхи кӳлепи çирĕпленсе çитет, 19 ĕмĕрте шахматла вылямалли йĕркесене те çирĕплетеççĕ, çавăн чухнех ăмăртусем йĕркелеме пуçлаççĕ.
Çавăн пекех
- Дебют
- Миттельшпиль
- Эндшпиль
- Эндшпиль Налимов тапăлсем
- Тенчери шахмат кунĕ
- Шахмат олимпиади
- Шахмат варианчĕсем
Шахмат выляма компьютер программисем
- Rybka
- Fritz (программа)
- Fruit
- HIARCS
- Shredder
- Chessmaster
- GNU Chess
Вуламалли
- Верховский Л. С. Цугцванг. Кочиев А. В., Яковлев Н. Г. Преимущество двух слонов. — М.: ФиС, 1989. — 160 с. — 100000 экз. — (Б-чка шахматиста). — ISBN 5-278-00182-8
- Шахматы : энциклопедический словарь / тĕп ред. А. Е. Карпов. — М.: Советская энциклопедия, 1990. — 100 000 экз. — ISBN 5-85270-005-3
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads