Атырау

Анӑҫ Казахстанти Каспий тинӗсӗнче хула From Wikipedia, the free encyclopedia

Атырау
Remove ads

Атырау (каз. Атырау / Atyrau, 1992 ҫулччен — Гурьев ятлӑ) — Казахстанӑн Европа пайӗнчи хули, Атырау облаҫӗн администрациллӗ тӗпӗ. Патшалӑхӑн анӑҫ енче, Урал юханшывӗн хӗрринче вырнаҫнӑ. Анӑҫ Казахстанти чи пысӑк хуласенчен пӗри. Регионӑн пысӑк промышленноҫлӑ, экономикӑллӑ, ӑслӑлӑхлӑ-техникӑллӑ вырӑнӗ.

Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Атырау (пӗлтерӗшсем) пӑхӑр.
Подробнее Патшалăх:, Регион: ...
Remove ads

Кунҫул

1367 ҫулхи итальян ҫулҫӳревҫисен Пициганисен картти ҫинчи кунта хула кӑтартнӑ. 1640 ҫулта вырӑс улпучӗ Гурий Назаров Яик юханшывӗн вӗҫӗнче (ӑҫта вӑл Каспий тинӗсне юхать) йывӑҫлӑ острогне тунӑ. Унтан, унӑн ывӑлӗсем кунта пулӑ суту-илӗвне аталаннӑ.

Ҫав вӑхӑтра, политика енчен пӑхсан, ҫак ҫӗрсене Калмӑк ханлӑхӗ ертсе пынӑ. Гурьевсем ӑна куланай панӑ. Анчах, темле вӑхӑтран, вӗсен вӑйӗ ӳстернӗ тата вӗсем кунта Гурьев керменне тунӑ чух калмӑксене куланай пама чарнӑ. 1649 ҫулта кермене Кондырев атман, 1667 ҫулта Касимов хан ҫаратнӑ.

1668 ҫулта кунта Степан Разин килнӗ. 1752 ҫулта промышленниксен хули пек Гурьев пӑрахӑҫланӑ тата Яик касак ҫарӗн йышне кӗнӗ.

1774 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче Емельян Пугачёв ҫарӗсем хулана ҫапӑҫса илнӗ. 1775 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче "Пӑкачав вӑрҫи" ҫинчен ӑставӑмне катертес тесе Екатерина II Яик юханшывне "Урал" ят панӑ. XIX ӗмӗрте хулана Гурьев городком ятпа пулнӑ, унтан ҫӑмӑллатнӑ ятпа — Гурьев.

1810—1815 ҫулсенче хула керменӗ аркатнӑ. 1850 ҫулхи юпан 14-мӗшӗнче кунта украин ҫыравҫи Тарас Шевченко пулнӑ (кунта ӑна Мангышлака янӑ). 1865 ҫултан Уральск облаҫӗн Гурьев уесӗн тӗпӗ.

Раҫҫейри элтеш вӑрҫин ҫулӗсенче кунта акӑлчансем пулнӑ. 1920 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗнчен кунта совет влаҫӗ тӑратнӑ. 1925 ҫулхи утӑ—раштав уйӑхӗсенче хула "Чапаев" ятпа пулнӑ.

1938 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнчен Казах ССР-н Гурьев облаҫӗн тӗпӗ.

Малалла вӑхӑтра хула промышленноҫ тата инфраструктура енчен питӗ ӳснӗ. Нумай савутсемпе ӑшӑэлекто станцийӗсем тунӑ. Хулан анӑҫпа тухӑҫ енчи пурӑнан комплекссемпе вӗрентӗшсем тунӑ.

1970—1974 ҫулсенче холера эпидемине пула хулана хупнӑ. 1973 ҫулччен тата 1988—1990 ҫулсенче Атырау облаҫӗн тӗпӗ. Мангышлак ҫурутравӗнче промышленноҫ аталаннипе Гурьев облаҫӗн йышӗнчен Мангышлак облаҫӗ уйӑрса хунӑ.

1991 ҫулхи юпан 4-мӗшӗнче Гурьев халӑх депутатӗсен хула канашӗ Казахстан парламентне хулана "Атырау" ят пама чӗннипе ыйтнӑ. 1992 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Казахстан Республикин Аслӑ Канашӗн хучӗпе Гурьев хулине "Атырау" ят панӑ.

Remove ads

Ят

  • Мурзаев Э. М. Словарь народных географических терминов. 1984 ҫ.
« Разветвляющееся побережье большого озера или моря, на котором появились залив и острова, устья рек и мысы. Северо-восточное побережье Каспийского моря, включая его алып, местные жители до сих пор называют Атырау. »
  • А. Нурмаганбетов
« Слово атырау, ранее означающее «остров», также ухватывается за понятие слова сага — «устье реки», и это закономерно. Какая бы ни была река. На месте впадения в океан или в море устье её разветвляется, и между каждым ответвлением появляются сухие места. Мы думаем, что именно это является основной причиной совместного употребления атырау совместно с «устьем реки».[1] »
  • Экологический казахско-русский словарь. 2001 ҫ.
« Атырау — урочище, камышовая отмель в устье Урала. »
Remove ads

Тавралӑх

Климат
  • Ҫулталӑкри вӑтам температури: +10,4 C°
  • Ҫулталӑкри вӑтам ҫил хӑвӑртлӑхӗ: 4,1 м/с
  • Ҫулталӑкри вӑтам сывлӑш нӳрӗлӗхӗ: 64%

Халӑх

2023 ҫул пуҫламӑшӗнче, хулан пурӑнан халӑхӗ 317 897 ҫын пулнӑ[2].

2021 ҫул пуҫламӑшӗнче наци йышӗ[3]:

Пӗтӗмпех 401 669 ҫын.

Remove ads

Администрациллӗ пайлану

2022 ҫулхи юпара 6 ял округӗ пулнӑ.

  1. Алмалы ял округӗ (Алмалы, Береке)
  2. Атырау ял округӗ (Кызык балык, Жанаталап, Курмангазы)
  3. Дамба ял округӗ (Дамба, Амангельды)
  4. Еркинкала ял округӗ (Еркинкала, Ракуша)
  5. Каиршахта ял округӗ (Томарлы, Талкайран, Бесикты, Акжар, Аксай)
  6. Кенузек ял округӗ (Таскала)

Тӑван хуласем

Асӑрхавсем

Каҫӑсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads