Хустӑрма облаҫӗ

Раҫҫейӗн Европа пайӗнчи федераци субъекчӗ, облаҫ From Wikipedia, the free encyclopedia

Хустӑрма облаҫӗ
Remove ads

Хустӑрма облаҫӗ (Кострома облаҫӗ, выр. Костромская область) — Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗ, унӑн йышӗнче облаҫ. Вӑл Вӑта федераллӑ округӗпе Вӑта экономика районне кӗрет.

Краткие факты Администрациллӗ центр, Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе - шыв пайĕн %. ...

Администрациллӗ центрХустӑрма хули. Облаҫри ытти пысӑк хуласем — Шарья, Буй, Нерехта, Галич, Волгореченск, Мантурово.

Облаҫӑн лаптӑкӗ — 60 211 км² (ВФОра иккӗмӗш). Халӑх йышӗ — 566 266 ҫын (2024). Хулари халӑх йышӗ — 71,9% (2017). ВФОра вӑл халӑх йышӗ тӑрӑх чи пӗчӗк регион, географи вырӑнӗ тӑрӑх — чи ҫурҫӗр тата чи тухӑҫ облаҫ.

Remove ads

Физикӑллӑ-географиллӗ хаклани

Географи

Тĕп статья: Хустӑрма облаҫӗн географийӗ

Хустӑрма облаҫӗ Раҫҫейӗн Европа пайӗнче вырнаҫнӑ. Унӑн ҫурҫӗртен кӑнтӑра вӑрӑмӑшӗ — 260 ҫм, кӑнтӑр-анӑҫран ҫурҫӗр-тухӑҫа вӑрӑмӑшӗ — 420 ҫм. Облаҫ ҫурҫӗрте — Вологда облаҫӗпе, кӑнтӑрта — Ивановӑпа Чулхула облаҫӗсемпе, анӑҫра — Ярославль облаҫӗпе, тухӑҫра — Киров облаҫӗпе чикӗленет.

Климат

Климат — вӑхӑтлӑ континенталлӑ. Облаҫра сивӗ хӗлсемпе ӑшӑ ҫусем.

Кӑрлач уйӑхӗнчи вӑтам температура: кӑнтӑр-анӑҫра (Хустӑрма, Нерехта, Волгореченск, Атӑл-ҫинчи-Красное) −11,9°С-ран пуҫласа ҫурҫӗр-тухӑҫра (Павино, Боговарово, Вохма) −14,0°С таран; Утӑ уйӑхӗнчи вӑтам температура: ҫурҫӗр-анӑҫра (Солигалич) +17,0°С-ран пуҫласа кӑнтӑр-тухӑҫра (Островское, Кадый, Судиславль) +18,5°С таран; Ака уйӑхӗнчи вӑтам температура: +2,0°С-ран +3,5°С-а; Юпа уйӑхӗнчи вӑтам температура: +1,5°С-ран пуҫласа +3,0°С таран.

Температурӑн абсолютлӑ максимумӗ +37°С, абсолютлӑ минимумӗ −53°С (Солигалич). Нӳрӗк йышӗ ҫурҫӗр-тухӑҫра тата ҫурҫӗрте (Боговарово, Вохма, Солигалич) 530-тан мм/ҫул пуҫласа анӑҫра (Буй) 600 мм/ҫул таран. Ҫуллахи вӑхӑтра — максимум, хӗллехи — минимум. Нӳрӗк йышӗ пӑва нумайрах. Вегетаци вӑхӑчӗ — 110—140 кун. Вегетаци вӑхӑчӗн температурӑсен сумми — 1600°С-ран 1900°С таран. Сивӗсӗр вӑхӑт ҫурҫӗрте 100 кун, кӑнтӑрта 130 кун. Юр витӗмӗ 150—155 кун сыхланать. Юр витӗмӗ юпан вӗҫӗнче ҫуралать, акан варринче пӗтет. Юр витӗмӗн чи пысӑк тарӑнӑшӗ нарӑс-пуш уйӑхӗнче ҫитӗнет. Ҫулталӑкри хӗвеллӗ кунсен вӑтам йышӗ — 124. Ҫулла ҫил ҫурҫӗрелле-анӑҫалла, хӗлле кӑнтӑралла-анӑҫалла вӗрет. Ҫилӗн вӑтам хӑвӑртлӑхӗ 4,0 м/с.

Юханшывсенчи пӑр ларнин вӑхӑчӗ — юпан пуҫламӑшӗ, уҫӑлнин вӑхӑчӗ — пушӑн вӗҫӗ — акан пуҫламӑшӗ. Хӗлӗн вӗҫне пӑрӑн тарӑнӑшӗ 60 см. Пӑр ларни 3-6 кун иртет.

Рельеф

Облаҫ моренӑллӑ-сӑртлӑ, вырӑнлӑ епренчӗк тӳремлӗх. Анӑҫра — Хустӑрма айлӑмӗ, облаҫ варринче — Галич-Чухлома сӑртлӑхӗ (292 ҫм-ччен ҫӳллӗш). Унжа юханшывӗн айри юхни тӑрӑх — Унжа айлӑмӗ пур. Ҫурҫӗрте — Ҫурҫӗр Увал сӑртлӑхӗ.

Геологи тытӑмлӑхӗ

Хустӑрма облаҫӗн ҫӗрӗ Мускав синеклизин ҫурҫӗр-тухӑҫ пайӗнче вырнаҫнӑ.

Облаҫ чиккинче архей, протерозой, палеозой, мезозой тата кайнозой вӑхӑчӗн йӗркеленӗвӗсем пур. Геологиллӗ нӳрӗкӗн тарӑнӑшӗ 2200—2900 метр.

Шыв ресурсӗсем

Облаҫ ҫӗрӗнчи 10 ҫм-ччен вӑрӑмӑшлӑ 2632 юханшыв, 10 ҫм ытла вӑрӑмӑшлӑ 535 юханшыв, 100 ҫм ытла вӑрӑмӑшлӑ юханшыв пур. Регионӑн чи паллӑ юханшывсем — Атӑлпа унӑн юпӑсем (Хустӑрма, Унжа, Ветлуга). Атӑлӑн вӑрӑмӑшӗ — Горький шыв усравӗн пайӗнчи — 89 ҫм. Хустӑрма облаҫӗнчи чи пысӑк кӳлӗсем: Галичпе Чухлома. Ҫӗр ҫинчи шыв вырӑнӗсен ресурсӗсем — 50,7 км³.

Ҫӗр айӗнчи усӑллисем

Облаҫӑн унӑн кӑнтӑр чиккинчен Унжӑпа Межа юханшывӗсем таран варринче нумай тӑм, мергель, алеврит тата хӑйӑр пур. Унжа, Нея тата ытти те юханшывсен айрӑмӗсенче фосфорит, ҫунакан сланец, тӑм сарӑлнӑ. Текен Солигалич структури тӑрӑх (вӑл облаҫӑн кӑнтӑр-анӑҫран ҫурҫӗр-тухӑҫа вӑрӑмланать) доломитпе акшар чулӗ пур. Ҫак хывӑмсенче тӗрлӗ карбонат чул-тӑприсен вырӑнӗсем вырнаҫнӑ: Бединское, Заяцкое, Туровское вырӑнӗсем. Туни материалӗсемшӗн, минераллӑ ҫӗрмамӑкпа йывӑр керамика тунишӗн нумай тӑм пур. Хустӑрмапа Галич районӗсенчи сахал слюдаллӑ апт хучӗн хӑйӑрсем пур, вӗсем форфора тунишӗн кирлӗ.

Ӳсен-тӑранпа чӗрчун тӗнчи

Облаҫ ҫӗрӗн 62 % — вӑрмансем. Ҫурҫӗр тата ҫурҫӗр-тухӑҫ районсенче вӑрмансем нумайрах сарӑлнӑ. Нумайрахӑш йывӑҫсем — чӑрӑшпа хыр. Облаҫ вӑрманӗсенче лӑсӑллӑ йывӑҫсем — 49,5 %, ҫулҫӑллӑ йывӑҫсем — 50,5 %. Лӑсӑллӑ йывӑҫсен 27,2 % — чӑрӑшсем, 22,3 % — хырсем. Ҫулҫӑллӑ йывӑҫсен 41,4 % — хурӑнсем, 9,1 % — ӑвӑссем тата ытти те.

Хальхи Хустӑрма облаҫӗн флори — 1759 ӳсен-тӑран тӗсӗсем. 94 тӗс — интродуциллӗ тӗссем, 46 тӗс — инвазиллӗ тӗссем. Облаҫри 7 тӗс РФ-н Хӗрлӗ кӗнекине ҫырса кӗртнӗ: 6 тӗс — орхидлисем, 1 тӗс — лишайниксем.

Чӗрчунсен фаунинчи ҫурӑм шӑммиллисем — 366 тӗс, вӗсенчен: 56 тӗс — сӗтпе ӳстерекенсем, 41 тӗс — пулӑсем, 1 тӗс — ҫавра ҫӑварлисем, 11 тӗс — амфибисем, 6 тӗс — рептилисем. 3 пин тӗс яхӑн — хурт-кӑпшанкӑсем. Хустӑрма облаҫӗнчи РФ-н Хӗрлӗ кӗнекине кӗрекен ҫурӑм шӑммиллӗ чӗрчунсен йышӗ — 21 тӗс.

Аякри пӑнчӑсем

Чи айякри ҫурҫӗр пӑнчӑ Вохма районӗнче, Вологда облаҫӗпе юнашар вырнаҫнӑ. Вӑл Вӑта федераллӑ округӗн чи ҫурҫӗр пӑнчӑ та. Чи ҫурҫӗр пурӑнан вырӑн — Талица посёлокӗ. Пӑнчӑ координачӗ — 59°37'30" N, 46°47'45" E[1].

Чи айякри кӑнтӑр пӑнчӑ — Нерехта районӗнче, Иваново облаҫӗпе юнашар вырнаҫнӑ. Чи кӑнтӑр пурӑнан вырӑн — Морунина Слобода ялӗ, анчах чи кӑнтӑр пурӑнан вырӑн ӑҫта ҫынсем пурӑнаҫҫӗ — Поемичье сали. Пӑнчӑ координачӗ — 57°16'25" N, 40°28'13" E[1].

Чи айякри анӑҫ пӑнчӑ — Нерехта районӗнче, Ярославль облаҫӗпе юнашар вырнаҫнӑ. Чи анӑҫ пурӑнан вырӑн — Лепилово ялӗ. Пӑнчӑ координачӗ — 57°23'58" N, 40°23'33" E[1].

Чи айякри тухӑҫ пӑнчӑ — Октябрь районӗнче, Киров облаҫӗпе юнашар вырнаҫнӑ. Вӑл Вӑта федераллӑ округӗн чи тухӑҫ пӑнчӑ та. Чи тухӑҫ пурӑнан вырӑн — Стариковы ялӗ, анчах чи кӑнтӑр пурӑнан вырӑн ӑҫта ҫынсем пурӑнаҫҫӗ — Ильинское сали. Пӑнчӑ координачӗ — 58°55'01" N, 47°38'30" E[1].

Remove ads

Облаҫ символики

Тĕп статьясем: Хустӑрма облаҫӗн гербӗ, Хустӑрма облаҫӗн ялавӗ

Хустӑрма облаҫӗн официаллӑ геральдика паллисем — герб тата ялав. 2006 ҫулхи ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Хустӑрма облаҫ Думи Хустӑрма облаҫӗн № 13-4-ЗКО «О гербе Костромской области» саккун тӑрӑх Хустӑрма облаҫӗн гербӗ йышӑннӑ, № 14-4-ЗКО «О флаге Костромской области» саккун тӑрӑх Хустӑрма облаҫӗн ялавӗ йышӑннӑ.

Ялавпа герб никӗсӗнче — ылтӑн (сарӑ) тӗслӗ тура. Унӑн сӑмса пайӗнче ӑмӑрт пуҫӗпе ҫунатсем, 7 кӗсменҫӗ, карма ҫинчи элем, паруспа ялав, ялав ҫинче икӗ пуҫлӑ хура ӑмӑрт, ӑмӑрт ҫинчи икӗ императорлӑ корона, скипетр тата держава (Император Александр III тапхӑрӗнчи Раҫҫей империйӗн патшалӑх гербӗ). Карап ӳкерчӗкӗ 1878 ҫулхи Хустрӑма кӗпӗрнин гербӗпе евӗрлӗ.

Remove ads

Кунҫул

Тĕп статья: Хустӑрма облаҫӗн кунҫулӗ
Çавăн пекех пăхăр: Хустӑрма кӗпӗрни.

1929 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче кӗпӗрнисен пӑрахни хыҫҫӑнхи Хустӑрма кӗпӗрнин ҫӗрӗ Иваново промышленоҫлӑ облаҫне кӗртнӗ. 1944 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ССРП Аслӑ Канашӗн № 801/1 «Об образовании Костромской области в составе РСФСР» йышӑнӑвӗ тӑрӑх, Ярославль, Иваново, Горький, Вологда облаҫӗсенчен ҫӗрне уйӑрса Хустӑрма облаҫӗ йӗркеленӗ[2].

Чыслани

Халӑх

Тĕп статья: Хустӑрма облаҫӗн халӑх йышӗ

Росстат пӗлӗмӗ тӑрӑх, Хустӑрма облаҫӗнче 566 266 ҫын пурӑнать (2024). Халӑх йышлӑхӗ — 9,40 ҫын/ҫм² (2024). Хулари халӑх йышӗ — 75,33 % (2022)[3].

2011 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче облаҫри пур халӑх йышӗн 59,8 % ҫынсем — ӗҫлеме пултаракансем, вӗсенчен:

  • 15,7 % — ӗҫлеме пултаракан ҫул-ӳсӗме ҫамрӑкрах
  • 24,5 % — ӗҫлеме пултаракан ҫул-ӳсӗме ватӑрах.

Халӑх йышӗн вӑта ҫул-ӳсӗмӗ — 37,8 ҫул.

Халӑхсем

Хустӑрма облаҫӗнче 114 халӑхсем ытла пурӑнаҫҫӗ:

Подробнее 1959 ҫын, % ...
2020/2021 халӑх ҫырса тухӑвӗ тӑрӑх[10]
Подробнее Халӑх ячӗ, Халӑх йышӗ, ҫын ...
Remove ads

Влаҫ органӗсем

Çавăн пекех пăхăр: Хустӑрма облаҫ Думи тата Хустӑрма облаҫӗпе кӗпӗрнин пуҫлӑхӗсем.
Thumb
Хустӑрмари облаҫ администрацийӗн ҫурчӗ

Облаҫри влаҫ органӗсем Хустӑрма облаҫӗн Уставӗ тӑрӑх ӗҫлеҫҫӗ.

Облаҫ влаҫӗнчи чи ҫӳллӗ ҫынХустӑрма облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ (администраци пуҫлӑхӗ), вӑл Хустӑрма облаҫӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ. Облаҫ администрацийӗ — облаҫри чи ҫӳллӗ ӗҫ-тӑвакан орган. 1990—1996 ҫулсенче облаҫ администрацийӗн пуҫлӑхӗ — Валерий Арбузов пулнӑ. 1996 ҫулхи суйлавсенче хутшӑнса выляса яни хыҫҫӑн Хустӑрма ликёр-шурри савучӗн директорӗ пулса тӑнӑ.

1996 ҫулхи раштавра тата 2000 ҫулхи раштавра облаҫ кӗпӗрнаттӑрӗ (администраци пуҫлӑхӗ) Виктор Шершунов пулнӑ. 2005 ҫулхи акара РФ Президенчӗ В. В. Путин ӑна тепӗр хут кӗпӗрнаттӑр пулма сӗннӗ. 2005 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче унӑн инаугурацийӗ пулнӑ. 2007 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Мускав облаҫӗнчи машинӑпа кайса автоҫулти инкеке пула Виктор Шершунов вилчӗ. 2007 ҫулхи юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Хустӑрма облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Слюняев Игорь пулса тӑнӑ. 2012 ҫулхи ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнчен пуҫласа хальхи вӑхӑтччен Хустӑрма облҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Ситников пулса тӑнӑ.

Облаҫри саккун кӑларакан орган — Хустӑрма облаҫ Думи. Хальхи вӑхӑтра ӑна 35 депутат ларать. 1994—2000 ҫулсенчи Думӑн I тата II пуххисен ертӳҫи — Андрей Бычков. 2000 ҫулта Валерий Ижицкий (КПРФ) Дума ертӳҫи пулса тӑнӑ. 2005 тата 2010 ҫулсенче Думӑн III тата IV пуххисен ертӳҫӗ Бычков Андрей тепӗр хут пулнӑ. 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа хальхи вӑхӑтччен Хустӑрма облаҫ Думин ертӳҫи — Алексей Анохин пулса тӑнӑ.

Remove ads

Администрациллӗ-территориллӗ пайлану

Тĕп статья: Хустӑрма облаҫӗн администрациллӗ-территориллӗ пайланӑвӗ
Thumb
Хустӑрма облаҫӗн администрациллӗ картти

«Об административно-территориальном устройстве Костромской области» саккун тӑрӑх, РФ субъекчӗн йышне[12][13] — 24 район, 8 облаҫӗ пӗлтерӗшлӗ хула, 4 район пӗлтерӗшлӗ хула, 7 хула евӗрлӗ посёлок, 120 пурӑнмалли вырӑн тата ял пурӑнан вырӑнӗсем.

Муниципаллӑ тытӑмлӑх тӑрӑх, Хустӑрма облаҫӗн администарциллӗ-территориллӗ виҫисенчен 127 муниципаллӑ йӗркеленӳ туса хунӑ (2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пӗлӗм тӑрӑх)[14][15]:

  • 6 хула округӗ,
  • 6 муниципаллӑ округ,
  • 17 муницпаллӑ район, унӑн йышӗнче:
    • 9 хула тӑрӑхӗ,
    • 89 ял тӑрӑхӗ.
Муниципаллӑ районсем, муниципаллӑ тата хула округӗсем[16]
Подробнее №, Ят ...

Пурӑнан вырӑнсем

Хустӑрма облаҫӗнчи 5000 пин ҫын ытла халӑх йышлӑ пурӑнан вырӑнсем:

  • Хустӑрма хули - 267,5 пин пурӑнан ҫын
  • Буй хули - 20,6
  • Шарья хули - 20,4
  • Нерехта хули - 20,0
  • Волгореченск хули - 14,4
  • Мантурово хули - 13,0
  • Галич хули - 12,9
  • Ветлужский хеп - 9,5
  • Нея хули - 7,8
  • Красное-на-Волге хеп - 7,0
  • Караваево посёлокӗ - 6,9
  • Макарьев хули - 5,5
  • Солигалич хули - 5,5
Remove ads

Экономика

2015 ҫулта Хустӑрма облаҫӗнчи регион пӗтӗм продукчӗн пысӑкӑшӗ 157,7 млдр тенкӗ, ку кӑтарту тӑрӑх ВФОра облаҫ 18-мӗш вырӑнта. Облаҫ урлӑ РФ-н тӗп чукунҫуллӑ (Мускавран Владивостока ҫулне шутласа), шывлӑ, автоҫуллӑ магистралӗсем лартнӑ. Хустӑрма облаҫӗ вӑл промышленоҫ-аграрлӑ регион шутланать. Кунта: вӑрманпа ял хуҫалӑхӗ, электроэнергетика, машинӑна туни, тӗрлени аталаннӑ.

Вӗрентӳ

Çавăн пекех пăхăр: Хустӑрма облаҫӗнчи аслӑ вӗрентӳ шкулӗсем.

Хустӑрма хулинче облаҫӑн нумайрахӑш вӗрентӳ шкулӗсем вырнаҫнӑ: 3 патшалӑх элтеш аслӑ вӗрентӳ шкулӗ (АВШ), ҫар академийӗ, тӗн семинарийӗ, патшалӑх тата харпӑр АВШ-сен филиалӗсем, 8 вӑтам професси АВШ. Районсенче тӗрлӗрен аграрлӑ, экономикӑллӑ, медицина, ӳнерӳсен вӗрентӗшӗсемпе колледжӗсем пур.

Паллӑ ҫынсем

  • Кресс Виктор (1948 ҫур.) — раҫҫей политикӗ, Томск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ (1991—2012), Федераци Канашӗн пайташӗ (2012 ҫултан).
  • Олюнина Алевтина (1942 ҫур.) — совет йӗлтӗрҫи, олимп чемпионӗ (1972), 2 хутлӑ тӗнче чемпионӗ, 9 хутлӑ ССРП чемпионӗ, ССРП тава тивӗҫлӗ спорт ӑсти (1970)
  • Смирнов Дмитрий (1901—1975) — совет ҫар ҫынни, Генерал-лейтенант (1945 ҫул). Совет Пӗрлешӗвӗн Паттӑрӗ.
  • Шанцев Валерий (1947 ҫур.) — раҫҫей политикӗ, Чулхула облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ, Мускав вице-мэрӗ (1996—2005).
  • Ярцев Георгий (1948 - 2022) — совет футболҫи, совет тата раҫҫей футбол тренерӗ.
Remove ads

Ҫавӑн пек пӑхӑр

  • Хустӑрма кӗпӗрни
  • Хустӑрма облаҫӗн туризмӗ
  • Хустӑрма облаҫӗн кунҫулӗ
  • Хустӑрма облаҫӗн халӑх йышӗ

Асӑрхавсем

Вуламалли

Каҫӑсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads