Атăл
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Атăл (çармăсла Юл, тут. Идел, выр. Волга, ирҫ. Рав, вт.-слав. Вльга)— Европа пайĕннчи Раççейри юханшыв. Атăл дельтин пĕчĕк пайĕ Казахстан территорине кĕрет. Çĕр çинче чи пысăк юханшывсенчен пĕрри тата Европăра чи пысăкки.

Тăршшĕ — 3530 км (шыв усравĕсене тăвиччен — 3690 км), бассейнăн шыв пухав лаптăкĕ — 1 361 000 км².
Атăл çинче таватă миллионер-хула (пуçĕнчен вăррине çити): Чулхула, Хусан, Самар, Волгоград.
Remove ads
Тавралăхĕ
Валдай çӳллĕшĕнче пуçланса Каспи тинĕсне юхса кĕрет. Европăра чи пысăк юханшыв шутланать. Тăршшĕ 3 530 çухрăм (шывусравĕсем туса хуриччен 3 690 çухрăм). Шыв-çĕрĕн лаптăкĕ 1 360 пин çм² çитет.
Атăл юпписем

Атăла пурĕпе 200 пĕчĕкрех шыв юхса кĕрет. Чи пысăккисем Селижаровка, Тверца, Молога, Шексна, Унжа, Ока, Сăр, Ветлуга, Сĕве, Чулман Атăл, Самар, Мăн Иргиз, Еруслан, Ахтупа.
Шыв пуçламăшĕ
Вăтам Атăл
Анат Атăл
Remove ads
Юханшыв историйĕ
Атăл çинче нумай шывусрава пĕвелесе электроэнерги хăватлăхне кăларакан станцисем туса лартнă.
Вăтам ĕмĕрсенче юханшыва Итиль е Этель, ĕлĕххи чăвашсем, хасарсем «Атăл» (вĕсен тĕп хули те Атăл ятлă пулнă) тенĕ. Аваллăхра (хальхи эрăн I ĕмĕрĕсем) Ра тесе палăртнă.

Этимологи
Юханшывăн «Атăл» ячĕ авахи хун-пăлхарсен Атăл Юхан-шыв çырма тенине пĕлтерет. Вырăссем тата Европăра (тĕнчере те) юханшыва «Волга» теççĕ, çак сăмах вара çармăссен «çутă» тени пулать.
Пăлхар (болгар е булгар) этнонимĕпе çыхăннă географи палăртăвĕсем (топонимсемпе гидронимсем) Çĕр çинче чылай.
Юханшывпа çыхăннă хуçалăх ĕçĕсем
Юханшывпа çыхăннă ӳнер ĕçсем
- «Вид уездного города Романов-Борисоглебска с юго-восточной стороны» — И. М. Белоногов, (1838)
- «Крестный ход в Ярославле» — А. П. Боголюбов, (1863)
- «Бурлаки, идущие вброд» — И. Е. Репин, (1872)
- «Могила на Волге» — А. К. Саврасов, (1874)
- «На Волге» — А. Е. Архипов, (1889)
- «Ярославль. Стрелка» — Г. П. Сабанеев, (1904)
- «Гулянье на Волге» — Б. М. Кустодиев, (1909)
- «Степан Разин» — И. З. Суриков, 1910 тĕлн.
- «На Волге» — Б. М. Кустодиев, (1922)
Remove ads
Çав. пекех
- Атăл — хунсен çулпуçĕ.
- Тăван Атăл — чăвашсен литература, культура, ӳнер журналĕ.
Вуламалли
- Рыбаков Б. А. Геродотова Скифия. М., 1979.
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads