Максютов Сафиулла Тазетдинович
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Сафиулла Тазетдинович Максютов (тут. Сафиулла Таҗетдин улы Мәкъсүтов; 1858—?) — мулла, II чĕнĕвĕн Патшалăх думин Хусан кĕпĕрнин депутачĕ.
Remove ads
Биографи

Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ Хусан уесĕн Кукмор вулăсĕнчи Мăн Кульбаш ялĕнче, мулла килйышĕнче çуралнă. Тутар ывăлĕ, мăсăльман. 1883 çулта Хусанта «Кюльбуе» медресĕнче вĕренсе тухнă. Исламри турă сăмахлăхне анлăлатас-тарăнлатас тĕллевпе Туркестана тата Бухарана тухса кайнă.
1885 çултанпа Хусан кĕпĕрнинчи Большие Айбаши тата Кульбаши ялĕсенче мулла ĕçĕ-хĕлне туса пурăннă. 1891 çулта имам-хатып тата ахун пулса тăнă. Ăслă мулла шутланнă, ислам тĕнĕнчи, хальхи политикăри ыйтусене татса пама пултарнă.
«Иттифак аль-Муслимин» партинче тăнă, чи вăйлă тутар ораторĕсенчен пĕри шутланнă.
1907 çулхи нарăсăн 6-мĕшĕнче II чĕнĕвĕн Патшалăх думине Хусан кĕпĕрнин суйлав пухăвĕн суйлавçăсен мĕнпур йышĕнчен суйласа илнĕ. Мăсăльман фракцине кĕнĕ. Думăри комиссисене кĕмен, дума трибунинчен пренисене хутшăнман. Хăйĕн Думăри ĕçĕн депутат евичĕсене тата шухăшĕсене Хусанти «Юлдуз» хаçатра пичетленĕ.
Малашнехи шăпи пирки тата хăçан вилни пирки хыпар çук.
Remove ads
Литература
- Боиович М. М. Члены Государственной думы (Портреты и биографии). Второй созыв. М.: Тип. Товарищества И. Д. Сытина. 1907. С. 112.
- Усманова Д. М. МАКСЮТОВ Сафиулла Тазетдинович. // Государственная дума Российской империи: 1906—1917. Б. Ю. Иванов, А. А. Комзолова, И. С. Ряховская. Москва. РОССПЭН. 2008.(ĕçлемен каçă) C. 344.
- Татарский энциклопедический словарь. - Казань: Институт Татарской энциклопедии АН РТ, 1998 - 703 с.
Сĕннĕ çăлкуçсем
- Мусульманские депутаты Государственной думы России, 1906-1917 годы: Сборник документов и материалов. Уфа, 1998. С. 295;
- Усманова Д. М. Мусульманские представители в Российском парламенте, 1906-1917. Казань, 2005.
Архивсем
- Российский государственный исторический архив. Фонд 1278. Опись 1 (2-й созыв). Дело 260; Дело 551. Лист 9.
Remove ads
Асăрхавсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads
