Кĕмĕл

From Wikipedia, the free encyclopedia

Кĕмĕл
Remove ads
Подробнее Кĕмĕл / Argentum (Ag), Атом палăрăмĕсем ...
Remove ads

Истори

Этем кĕмĕлпе авалтанах паллашнă. Кĕмĕл, ылтăн пекех, çутçанталăкра хăйшăран тĕсĕпе тĕл пулать — ăна тăпраран шăратмасăрах тупнă. Çавăнпа ĕнтĕ кĕмĕл нумай халăх культурă йăлисенче ĕмĕрсем витĕр курăнать. Ассирипе Пайпăлта кĕмĕл таса металл вырăнĕнче пулса Уйăхăн символĕ шутланнă. Вăтам ĕмĕрсем тапхăрĕнче кĕмĕл тата унăн шăрантарнă хутăшĕсем алхимиксем таврашĕнче питĕ чыслă пулнă. XIII ĕмĕрĕн варринчен пуçласа кĕмĕл савăт-сапа тумалли йăлаллă материал пулса каять. Унсăр пуçне, кĕмĕлпе паянкуна çити те хыт укçа çапма усă кураççĕ.

Remove ads

Физикă-хими уйрăмлăхĕсем

Кĕмĕл, хими палли Ag, - шурă метал, çемçе те туптанакан. Кĕмĕлĕн çутă хирĕç хевтелĕхĕ 94%, шăрату температури — 964,5 Цельси градусĕ. Тачăлăхĕ — 10,5 г/см^3. Тап-таса кĕмĕле техникăра тата капăрлатакан ӳнерлĕхре çĕмçе пирки усă курмаççĕ. Савăт-сапа тата ювелир япалисене тунă чух халĕ кĕмĕлĕн пăхăрпа хутăш шăранăвĕ. Кĕмĕле хачăпа тата пăчкăпа касса ăсталама çăмăл, гравир тума ансат, тăсăлавлăхĕ çав тери мăнаç: металăн пĕр грамне 2 çухрăма туртса тăсма пулать. Кĕмĕл лаптакне 0.25 мм çинçелĕхчен туптанать. [2][3]

Remove ads

Изотопĕсем

Тĕп статья: Кĕмĕл изотопĕсем

Усă курни

Thumb
Кĕмĕл укçа
  • Хаклă металл вырăнĕнче ювелир ĕçĕнче усă курни
  • Вак укçа çапма усă курни (уйрăмах ĕлĕк)
  • Кĕмĕл галогенечĕсене тата кĕмĕл нитратне хăватлă çутă сисĕнлĕхне пула фотографире усă курни.
  • Пысăк электрохăвăртлăхне тата çирĕп йӳçĕклĕх хирĕçлĕхне пула усă курни:

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads