Тимĕр

From Wikipedia, the free encyclopedia

Тимĕр
Remove ads

ТимĕрЭлементсен периодикăллă системин хими элеменчĕ авăр хисепĕ 26, символĕ Fe (лат. Ferrum), шурă-кĕмĕл тĕслĕ. Тап-таса чух туптануллă куçăмлă металл, авалтанах çын унпа анлă усă курать.

Подробнее Тимĕр / Ferrum (Fe), Атом палăрăмĕсем ...
Fe 26
55,847
[Ar]3d64s2
Тимĕр
Remove ads

Кун-çулĕ

Пирĕн эрăччен IV пинçуллăхра авалхи тимĕртен тунă япаласене авалхи шумерсен тата Авалхи Икĕпат тĕнчин вырăнĕсенче археологи ĕçĕсемпе çĕр чавса тупнă. Çав тапхăрта тимĕртен тунă хатĕрсем — çĕмренсен тăррисем (вĕçĕсем) тата илемлĕ капăрлăхсем пулаççĕ. Вĕсене тунă чухне метеорит тимĕрĕпе, тĕплĕнрех, тимĕр-никĕл пĕрлĕ хутăш шăранчăкĕпе усă курнă.

Пирĕн эрăччен иккĕмĕшпе виççĕмĕш пинçуллахсем хушшинчи тапхăрта Месопотамире, Анатолире тата Икĕпатра тимĕртен шăратса тунă пĕрремĕш япала хатĕрĕсĕм (вĕсенче никкĕл çуккипе палăртаççĕ). Çапла пулсан та, этеплĕх япалисене хатерленĕ чухне тимĕрпе усă курнă. Çавăнпа ĕнтĕ, тимĕр çав чухне питĕ хаклă — ылтанран та пысăк пĕлтерĕшлĕ — шутланнă.

«Илиада» тапхăрĕнче хĕçпăшала бронзăран тунă, çапах та Гомер («Илиадăн» 23-мĕш юрринче) çапла çырать: лаптак çаврашкана (диск) инçе ывăтас ăмăрту çĕнтерӳçне — Ахилла — тимĕр диск парнине панă. Пирĕн эрăччен 16001200 çулсенче тимĕрçĕ ĕçĕ Çывăх Тухăçра та саралнă, анчах та бронзăна хуса çитеймен.

Пирĕн эрăчченхи XII-ре X ĕмĕрсем хушшинче Çывăх Тухăçра хатĕрпе хĕçпăшал тăвас ĕç-пăшлăх питĕ хăвăрт ӳссе пырать — кулленхи пурнăçа бронзăна тимĕр улăштарсах пырать. Ахăртнех, çакă хăвăрт улшăну бронзăна шăратса тумаллин пайĕ — тăхланĕ — çителĕксĕррипе пулнă. Тимĕрпе пур çĕрте те усă курма пуçланă тапхăра тимĕр ĕмĕрĕ теççĕ.

Авалхи саманара тимĕре чĕрĕ сывлăшпа вĕртерсе тунă. Çак мелпе тимĕр тăприпе йывăç кăмрăкĕн пĕтĕрĕнсе хутăшакан сийĕсем ятарлă курнăра шăранаççĕ. Тăпрана хĕртнĕ май чуста евĕр купккăллă тимĕр, çунăк каяшран туптаса тасатаççĕ. Пĕрремĕш курнари температура çав тери хĕрӳ пулман — чукунăн шăрату температуринчен сивĕрех, çапла тимĕр сахал углеродлă пулса тухнă пулнă. Çавăнпа та хăш чух тимĕр япалан çиелти сийĕсене углеродпа тачăлатса кăмрăкпа тепĕр хут хĕртсе çирĕплетнĕ. Çакăн пек тунă тимĕр хатĕрсем бронзăран шанчăклăрах пулнă.

Малашнелле тимĕр шăратма курнăсене лайăхрах ăсталанă (вырăсла домна тенĕ), вĕсен хĕрӳ температури тимĕре чукуна куçарма виçене çитнĕ. Пĕрмĕш чукуна сиен çум тупăçĕ вырăнне хунă (акăл. pig iron, вырăсла сысна тимĕрĕ, чушка (çак сăмахран, ĕнтĕ, «чукун» пулса тухать) тенĕ. Каярах, курнара сывлăшпа хытă вĕрсе тепĕр хут хĕртсе шăрантарсан чукунран паха тимĕр тулса тăрать. Çак икĕ хушă куçăмпа тимĕре шăратасси чи тупăçлă меслет шутланать. Çак мелпе тимĕре темиçе ĕмĕр шăратнă.

Метеорит тимĕрĕпе Китайра, Европăри пекех, пĕр вăхăталлах усă курма тытăннă. Тимĕр тăвас промăçлă, ахăртнех, унта п.э. VIII ĕмĕрте пуçланнă. Чукун тума п.э I ĕмĕрте тытăннă.

Пĕр шухăшпа, хурçăпа чукуна шăратас ĕçе Европăна монголсем Раççей урлă илсе çитернĕ. Тĕплĕнрех Тимĕр кун-çулĕ статьяна вулăр.

Remove ads

Тимĕр геохимийĕ

Thumb
Тимĕрлĕ шывлă гидротермал çăлкуçĕ. Тимĕр йӳçĕкленĕвĕсем шыва хăмăрлатаççĕ.

56Fe тимĕр изотопĕ тăнăç тĕшĕлли шутланнă:

Тимĕр минералĕсем

Тупăçлани

Промăçлăхра тимĕре тимĕр тăпринчен, ытларах гематитпа (Fe2O3) тата магнетитран (Fe3O4) тăваççĕ.

Тимĕр тăпринчен тимĕре çитерес темиçе меслет пур. Чи анлă усă курмалли домнăра шăратасси. Ӗç пулăмĕн пĕрремĕш пайĕ — тимĕре углеродпа 2000 °C температурăллă домна кăмакинче çĕнетни. Домна кăмакине кокс ăшĕнчи углерод, агломерат е окатышпа флюслă (тĕслĕх, акшар) тимĕр тăприне çӳлтен яраççĕ, аялтан вĕри сывлăша хăвалаççĕ.

Кăмакара кокс углерочĕ сывлăшри йӳçлĕкпе углеродăн монооксичĕ (сĕрĕм) пуличчен йӳçет:

2C + O2 → 2CO↑.

Хăй енчен, тимĕре тăпраран сĕрĕм те çĕнетет:

3CO + Fe2O3 → 2Fe + 3CO2↑.

Усă курни

Thumb
Тимĕрĕн чĕрĕ тăпри

Тимĕр — чи усă курмалли металл, тĕнче металлургинче 95 % яхăн ĕçе кĕрет.

  • Тимĕр — конструкциллĕ материалсен йышне кĕрекен хурçăпе чукунăн тĕп компоненчĕ.
  • Тимĕр хутăш шăранчăксене кĕрет — сăмахран, никĕллисене.
  • Тимĕрĕн магнитлă йӳçĕкĕ

Физика пахалăхĕсем

Изотопĕсем

Тĕп статья: Тимĕр изотопĕсем

Çавăн пекех пăхăр

  • Тимĕр оксичĕсем
  • Тимĕр гидроксичĕсем

Асăрхатарусем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads