Максимов Степан Максимович

From Wikipedia, the free encyclopedia

Максимов Степан Максимович
Remove ads

Степан Максимович Максимов (юпа, 18 (30 çĕнĕ стильпе), 1892, Енĕш Нăрваш, Тăвай вулăсĕ, Çĕрпӳ уесĕ, Хусан кĕпĕрни, халĕ Чăваш Республикин Тăвай районĕ — 1951, çурла, 26, Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР, СССРП) — чаплă чăваш композиторĕ, чăваш халăх юррисене пухаканĕ, тĕпчекенĕ, мусăк организаторĕ тата педагогĕ, Шупашкарти мусăк техникумне йĕркелекенĕ тата пĕрремĕш директорĕ (халĕ Шупашкарти Ф. П. Павлов ячĕллĕ мусăк вĕрентĕшĕ), чăваш профессиллĕ мусăк культурин никĕсне хуракансенчен пĕрри.

Максимов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Краткие факты Тĕп хыпар, Тулли ят ...
Remove ads

Биографи

Степан Максимов 1892 çулхи юпан 18-мĕшĕнче (кивĕ стильпе) Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ Çĕрпӳ уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Тăвай районĕ) Енӗш Нӑрваш ялĕнче, чухăн хресчен килйышĕнче çуралнă.

1907 çулта, ялта икĕ класс вĕреннĕ хыççăн Чĕмпĕрти чăваш вĕрентӳçисен шкулне пĕлĕве ӳстерме кĕрет. Çав çулсенчех унта Фёдор Павлов, каярах чăваш композиторĕ тата драматургĕ, С. М. Максимовăн çывăх тусĕ, вĕреннĕ.

1911 çулта, шкулта ăнăçлă вĕренсе тухсан, И. Я. Яковлев — шкул директорĕ, иккĕшне те çак шкулта мусăка пĕлӳ памашкăн хăварать, Степан Максимов Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн симфони оркестрĕн ертӳçи ĕçне туса пырать[1], юрă урокĕсене Ф. П. Павлов ирттерет.

1914 çулта Хусанта С. М. Максимов экстерн мелĕпе юрă педагогĕ пулмашкăн экзамена ăнăçлă тытать.

1919—1921 çулсенче вăл Чĕмпĕр уесĕнче ялти вĕрентӳç пулса ĕçлет, каярах Чĕмпĕр кĕпĕрнин халăх çӳтĕçĕнче тăрăшать.

ГУЛАГ витĕр тухнă.

1919 ҫулта вӑл ПРКП (б) йышне кӗрет. 1925 ҫулта Чӑваш АССР тӗп хулине Шупашкар хулине пурӑнма та ӗҫлеме куҫать. Пĕр çул хушши Степан Максимович Чăвашнацçутĕçĕнче ĕçлет, 1926 çулта Шупашкарти мусăк вĕрентĕвĕшне ертӳç вырăнĕнче ĕçлеме куçать.

1929 çулта вăл хистенипе мусăкй шкулĕн никĕсĕнче Шупашкарти мусăк техникумĕ уçăлать, ăна директор ĕçне шанса параççĕ.

1930 ҫулта С. М. Максимов Московской государственной консерватории; унта вӑл Р. Глиэр тата Ан. Александров профессорсен класĕнче ăсталăха туптанă.

В 1935 года, после окончания консерватории, С. М. Максимов возвращается в Чувашскую АССР и работает директором музыкального училища.

1935 ҫулта, консерваторире вӗренсе тухсан, С. М. Максимов Чӑваш Ене таврӑнать те мусăк вĕрентевĕшĕн директорӗ вырăнĕнче вӑй хурать, пысӑк пултарулӑх хастарлӑхне кӑтартса.

1937 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗнче ӑна арестенӗ, буржуази национализмĕ айĕнче пулнă («" Наци политики облаҫӗнче Совет влаҫӗ ирттерекен мероприятисене хирӗҫ кӗрешнӗ") тесе айӑпланӑ. 1937 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче Чӑваш АССР ШĔХК спецтройки айăпланипе РСФСР УК 5810 статйипе 10 ҫуллӑха ĕçре тӳрлетекен лагерьне («" ĔТЛ 10 ҫуллӑха хупнă, 18.12.1937 шутласа."). 1947 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗнче ирӗке кăларсан Шупашкара таврӑннӑ.

1948 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх филармониинче симфони оркестрӗн альтисчӗ пулса ӗҫленӗ.

1951 ҫулхи çурлан 26-мӗшӗнче С. М. Максимов вӑхӑтсӑр вилсе кайнă. Вилтăпри Шупашкарăн 1-мĕш çăвинче.

1955 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗнче, ӑна Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ ӳнер ĕçченӗ ятне панӑ.

Remove ads

Пултарулăхĕ

Еткерлĕхĕ

Публикациленĕ мусăк хайлавĕсем

  • «Чǎваш халǎх юррисем» — «Чувашские народные песни, гармонизированные С. М. Максимовым, преподавателем пения Симбирской чувашской учительской семинарии». Чĕмпĕр, 1918 ç. (15 юрă).
  • «Чăваш кěввисем. 1-мĕш пайĕ» — «Чувашские мелодии», I часть. г. Москва, Центральное издательство народов СССР, 1924 г. (84 юрăпа 28 ташă мелди).
  • «Чăваш кĕввисем. 2-мĕш пайĕ» — «Чувашские мелодии», II часть. г. Москва, Центральное издательство народов СССР, 1926 г. (38 песен).
  • «Улăхра кĕтӳ çӳрет-çке» — «На лугу пасется стадо». Сунтал, 1926 г., 11-мĕш №.
  • «Революци юррисем». Сборник революционных песен. г. Москва, Центральное издательство народов СССР, 1926 г.
  • «Çĕнĕ юрăсем» — «Новые песни». Авторсем - С. М. Максимов, Ф. П. Павлов, В. П. Воробьев. Изданы в ознаменование 10-летия Великой Октябрьской социалистической революции. г. Чебоксары, Чувашгосиздат, 1927 г. (7 юрă С. М. Максимовăн).
  • «Ĕç юрри» — «Трудовая». Сунтал, 1927 г., 2-мĕш №.
  • «Çăпата» — «Лапоть». Чăвашла календарь, 1928 г.
  • «Шкул юррисем» — «Школьные песни». г. Москва, 1928 г. (48 юрă).
  • «Ĕç юрри» — «Трудовая». Сунтал, 1930 г., 4-5-мĕш №.
  • «Ан авăн, шĕшкĕ» — «Не гнись, орешник». Сунтал, 1930 г., 7-8-мĕш №.
  • «Çěн сǎрнай». Хорпа юрламалли юрǎсем. — «Çĕнĕ сăрнай». Хор валли хайланисем. Авторсем — С. М. Максимов, Ф. П. Павлов, В. П. Воробьев. г. Чебоксары, Чăваш кĕнеки уйрăмĕ, 1931 г. В это издание вошло 14 песен С. М. Максимова.
  • «Юхмĕ, юхмĕ», «Колхозниксен ĕç юрри» — «Нет, не будет», «Колхозная трудовая». Сунтал, 1931 г., 9-мĕш №.
  • «Коллектив юрри» — «Песня о коллективе». Сунтал, 1931 г., 11-мĕш №.
  • «Çамрǎк строительсен юрри», «Субботник юрри» — «Песня молодых строителей», «Песня о субботнике». Хатěр пул, 1932 г., 10-мĕш №.
  • «Колхозниксен ĕç юрри» — «Колхозная трудовая». Шупашкар, Чувашгосиздат, 1932 г.
  • «Коллектив юрри» — «Песня о коллективе», Шупашкар, Чувашгосиздат, 1932 г.
  • «Октябрятсен юррисем» — «Песни октябрят». В. П. Воробьев редакциленĕ пухмач. Шупашкар, Чувашгосиздат, 1932 г. В это издание вошло 7 песен С. М. Максимова.
  • «Тури чǎвашсен юррисем» — «Песни верховых чувашей». Шупашкар, Чувашгосиздат, 1932 ç. (202 юрăна С. М. Максимов çырнă).
  • Сборник «Творчество советских композиторов нацреспублик СССР». г. Москва, Государственное музыкальное издательство, 1932 г. Сюда помещены 2 песни С. М. Максимова: «Комсомолка Урине» и «Чувашская пионерская».
  • «Эпĕр вǎйлǎ (физкультурниксен юрри)» — «Мы сильны (песня физкультурников)». Сунтал, 1932 г., 10-мĕш №.
  • «25 масǎллǎ юрǎ» — «25 массовых песен». Сборник, составленный И. В. Люблиным, В. М. Кривоносовым, Н. Т. Васянкой. Чебоксары, Чувашгосиздат, 1933 г. В это издание помещены 4 песни С. М. Максимова: «Колхозниксен ĕç юрри», «Коллектив юрри», «Юхмĕ, юхмĕ», «Çуллахи пек» — «Колхозная трудовая», «Песня о коллективе», «Нет, не будет», «Летний ветерок».
  • «Три детские чувашские песни» — «Чăваш ачисен юррисем». г. Москва, Государственное музыкальное издательство, 1933 г.
  • «Песня обороны» — «Сыхлăх юрри». Для двухголосного хора без сопровождения. г. Москва, Государственное музыкальное издательство, 1933 г.
  • «146 чувашских народных песен, записанных от Гаврила Федорова». Авторы — С. М. Максимов, Ф. П. Павлов, В. П. Воробьев, Т. П. Парамонов. Чебоксары — Москва, Чувашгосиздат — Музгиз, 1934 г. (103 песни записано С. М. Максимовым)
  • «Тĕне хирĕс частушкăсем», «Юхмĕ, юхмĕ» — «Антирелигиозные частушки», «Нет, не будет». Максимов и Филиппов. Три массовых чувашских песни для 2-голосного хора без сопровождения. г. Москва, Огиз—Музгиз, 1934 г. (Библиотека массовых песен народов СССР).
  • «Чǎваш халǎхĕн 13 çĕнĕ пурнǎç юрри». Для 1 и 2-голосного хора без сопровождения. г. Москва, Огиз—Музгиз, 1934 г.
  • «Чувашский марш». Оркестровка С. И. Габера. Партитура для духового оркестра. г. Чебоксары, 1934 г. (Серия партитур к 15-летию ЧАССР, № 1).
  • Чувашская народная песня «Çуллахи пек» — «Летний ветерок». Аранжировка С. И. Габера. Партитура для духового оркестра. Чебоксары, 1935 г. (Серия партитур к 15-летию ЧАССР, № 4).
  • «Çапата» — «Лапоть». Аранжировка С. И. Габера. Партитура для духового оркестра. Чебоксары, 1935 г. (Серия партитур к 15-летию ЧАССР, № 5).
  • «Йĕлтĕрçĕсен маршĕ» — «Марш лыжников». Канаш, 1936 г., Февраль, 4-мĕше.
  • Хоровое творчество народов СССР. Выпуск 1. Москва, Музгиз, 1936 г. В это издание вошли 2 песни С. М. Максимова: «Песня о сохе и плуге» и «Песня о зайце».
  • «Колхозниксен ĕç юрри» — «Колхозная трудовая». Для хора без сопровождения. г. Чебоксары, 1957 г.
  • «Ака-суха юрри», «Колхозниксен ĕç юрри», «Ан авǎн, шĕшкĕ» — «Песня сохи и плуга», «Колхозная трудовая», «Не гнись, орешник». Чăваш юррисен антологийĕ. г. Чебоксары, Чувашгосиздат, 1959 г.
  • С. М. Максимов. Хорпа тата пĕччен юрламалли юрăсем. Произведения для хора и солистов. Чебоксары, Чувашгосиздат, 1960 г. (36 песен).
  • С. М. Максимов. Чувашские народные песни. г. Москва, Издательство «Музыка», 1964 г. (320 песен).

Публикацилемен мусăк хайлавĕсем

  • «Чăваш увертюри», пысăк симфони оркестрĕ валли (1935)
  • «Чăваш сонатини», фортепиано валли (1935)
  • «Чăваш маршĕ», для духового оркестра (1930)
  • «Чăваш сюити», пысăк симфони оркестрĕ валли (1935)
  • «Фуга ми минор», сĕрме купас, альт, виолончель валли (1932—1935)
  • «Чăваш ялĕнчи туйра», хĕлĕхлĕ квартет валли пьеса (1932—1935)
  • «Пачăшкă сачĕ», хĕлĕхлĕ квартет валли пьеса (1935)
Remove ads

Асăнмалăх

  • Шупашкарти 1№ С. М. Максимов ячĕллĕ мусăк вĕрентĕшĕ [2].

С.М. Максимова асăнса ят панă урамсем:

Чыслани

  • Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1934)

Килйыш

Венчете тăни 1913-мĕш çулхи майăн 26-мĕшĕнче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн çумĕнчи Сăваплă Хакăл Апостолсем çине Аннин чиркĕвĕнче пулса иртнĕ.

    • Аслă хĕрĕ — Максимова Галина Степановна (10.02.1914 — 31.03.2004), чăвашсен чи малтанхи профессиллĕ пианисчĕсенчен пĕри, В. Фейгинăн арăмĕ[9].
    • Хĕрĕ — Максимова Вера Степановна
    • Хĕрĕ — Максимова Нина Степановна
    • Хĕрĕ — Максимова Зоя Степановна[10].
Remove ads

Асăрхавсем

Каçăсем

Вуламалли

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads