Украин чĕлхи

From Wikipedia, the free encyclopedia

Украин чĕлхи
Remove ads

Украин чĕлхи (тăван ят: українська мова), — Инди-Европа чĕлхисен тухăç славян ушкăнне кĕрекен чĕлхе. Çыруллăхĕ кириллица çинче никĕсленет.

Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Украин чĕлхи (пĕлтерĕшсем) пӑхӑр.
Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Украин (пĕлтерĕшсем) пӑхӑр.
Краткие факты Украин чĕлхи, Классификаци ...

ISO 639-1 тăрăх унăн кочĕ uk, ISO 639-1 тăрăх — ukr.

Украин чĕлхи
Remove ads

Истори

Истори тĕлĕшĕнчен, вырăспа белорус чĕлхисем пекех, украин чĕлхи авалхи вырăс чĕлхинчен пулса кайнă. Хăй чĕлхи XII—XIV ĕмĕрсенче никĕсленсе çитнĕ тесе шутлаççĕ.

Демографи

Украин чĕлхи çинчен калаçакансен йышĕ 41 млн. патнелле çитет тесе шутлаççĕ. Украинăн патшалăх чĕлхи шутланать.

Çавăн пекех вăл чĕлхе çинче калаçакансем Раççейре, Польшăра (1,5 млн. çын патнелле), Канадăра, Словакинче (100 пин патнелле), Белоруссире йышлă пурăнаççĕ.

Диалектсем

Украин чĕлхинче çак диалектсене уйăраççĕ:

  • Çурçĕр-анăçрисем (полесье диалекчĕсем, вĕсем çине беларус чĕлхи витĕм кӳрет);
  • Кăнтăр-анăçрисем (галич, карпат енчи, буковинлăрисем, словакпа поляк чĕлхисем витĕм кӳреççĕ);
  • Кăнтăр-тухăçрисем (Днепр çывăхĕнчисем)

Литература чĕлхи киев-полтава диалекчĕ çинче никĕсленет.

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads