Улатимĕр кĕпĕрни
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Улати́мĕр кĕпĕрни — Раççей империн тата РСФСР-н 1796—1929 çулсенчи администрациллĕ-территориллĕ виçи. Кĕпĕрне хули — Улатимĕр.
Тавралăхĕ

Улатимĕр кĕпĕрни çурçĕр енче Ярославль тата Кострома, тухăç енчен — Чулхула, анăç енчен — Мускав тата Тĕвер, кăнтăр енчен — Тамбов тата Кисан кĕпернисемпе чикĕ тытнă.
1918 çулчен кĕпĕрне 40 339 çухрăм² (45 910 км²), Стрельбицкин шутлавĕпе - 42 930,5 çухрăм², çав шутра кӳлĕсем патĕнче 99 çухрăма² яхăн. 1926 çулта кĕпернен лаптăкĕ 33 023 км² çитнĕ. Хĕвел тухăçĕнчен хĕвел анăçнелле чи нумай тăсăлăвĕ 325 çухрăм (347 километр), анлăшĕ çурçĕртен кăнтăралла 240 çухрăм (256 километр).
Remove ads
Кун-çулĕ
Администрациллĕ пайлану
Йĕркеленĕ саманта 1796 çулта кĕпернере 10 уес пулнă: Улатимĕр, Вязники, Гороховец, Меленки, Мурăм, Переславль, Пукрав, Суздаль, Шуя, Юрий.
1803 çулта тепĕр 3 уеса йĕркеленĕ: Александров, Ковров тата Судогода.
Çакăн пек администрациллĕ пайлану 1918 çулчен тытăнса тăнă. XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнче кĕпĕрне йышне 13 уес кĕнĕ, вĕсем 222 вулăсран тытăнса тăнă.
1918 çулта Шуя уесе çĕнĕ Иваново-Вознесени кĕпĕрнине куçарнă. 1920 çулта Кольчуга районне йĕркеленĕ (4 çул хушши пулнă). 1921 çулта Пукрав уесне пĕтьерсе унăн вырăнне Киржач уесне уса хунă. Тепĕр 3 çултан Гороховец, Киржач тата Суздаль уесĕсене йĕркеленĕ. 1925 çулта Поляк Юрий уесне Иваново-Вознесени кĕпĕрнине панă. Тепĕр çултан Меленкипе Судогода уесĕсене пăрахăçланă, вĕсен территоринче Гуç уесне туса хунă.
Çапла 1926 çулта Улатимĕр кĕпĕрнине 7 уес кĕнĕ:
1929 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче Улатимĕр кĕпĕрнине тата унăн мĕнпур уесне пăрахăçланă, весен çĕрĕсене Иваново Промăçлă тата Чулхула облаçĕсем хушшинче пайланă.
Remove ads
Пурăнан вырăнсем
XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнче кĕпĕрнере 15 хула, 1 посад (Гавриловский посад) тата 8 227 ытти пурăнан вырăн шутланнă. Чи пысăк хуласем: Иваново-Вознесенск (54 208 çын), Улатимĕр (28 479 çын) тата Шуя (19 583 çын)[1].
Пурăнан халăх
1886 çулта кĕпĕрнере 1 416 750 яхăн çын пурăннă. 1897 çулти халăх çыравĕпе кĕпернере 1 515 691 çын пурăннă[1] (690 312 арçынпа 825 379 хĕрарăм), вĕсенчен хулара 190 618 çын. Пĕтĕм Раççейри 1926 çулти халăх çыравĕпе кĕпĕрнере 1 321 140 çын шутланнă[2], вĕсенчен хула çынни - 263 942.
Наци йышĕ

Дворян ăрачĕсем
Изединовсем, Каблуковсем, Калакутскисем, Калачовсем, Карякинсем, Касаговсем.
Remove ads
Кĕпĕрнаттăрсем
- Рунич Павел Степанович 6.01.1797- 1802
- Долгоруков Иван Михайлович .02.1802-23.03.1812
- Супонев Авдей Николаевич 23.03.1812- 1817
- Юрлов Иван Иванович 1.02.1817-25.05.1820
- Кавелин Дмитрий Александрович 25.05.1820-1821
- Апраксин Пётр Иванович 15.06.1821-29.07.1827
- Курута Иван Эммануилович 12.08.1827-27.11.1832
- Ланской Сергей Степанович 27.11.1832-31.12.1834
- Паскевич Степан Федорович 13.01.1835-23.04.1836
- Курута Иван Эммануилович 23.04.1836-12.07.1842
- Донауров Петр Михайлович 14.07.1842- 8.04.1851
- Зарин Владимир Иванович 29.06.1851-28.02.1852
- Синельников Николай Петрович 28.02.1852- 9.12.1852
- Анненков Владимир Егорович 9.12.1852-14.06.1856
- Тиличеев Егор Сергеевич 15.06.1856-18.09.1861
- Самсонов Александр Петрович 18.10.1861- 1.01.1865
- Шахотин Платон Александрович 8.10.1865- 4.03.1866 (в.ĕ. 1.01.1865- 8.10.1865)
- Струков Владимир Николаевич 8.03.1866-12.12.1875
- Судиенко Иосиф Михайлович 30.08.1876- 5.12.1892 (в.ĕ. 2.01.1876-30.08.1876)
- Теренин Михаил Николаевич 22.01.1893-30.05.1898
- Цеймерн Николай Максимович 3.06.1898-16.10.1901
- Клингенберг Николай Михайлович 19.10.1901- 1.07.1902
- Леонтьев Иван Михайлович 6.07.1902-25.07.1906
- Сазонов Иван Николаевич 29.07.1906- 5.06.1914
- Крейтон Владимир Николаевич 9.06.1914- 3.03.1917
Remove ads
Промăçлăх
Транспорт
Чукун çул транспорчĕ
Шыв транспорчĕ
Символика
Ӳкерчĕк:StubSectionToBeWrittenByMithgol.png |
Çак статья пайне çырман-ха. Википедин пĕр хутшăнакан шухăшĕпе çак вырăнта пулмалла ятарлă пай. Эсир çак пая хатĕрлеме вăй хурсан проекта самай пулăшу кӳнĕ пулăттăр. |
Тĕн
Вуламалли
- Памятная книжка Владимирской губернии на 1848 год
- Списки населенных мест Владимирской губернии 1863, PDF 2013 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- Памятная книжка и адрес-календарь Владимирской губернии 1844-1917, PDF,DJVU(ĕçлемен каçă)
- Мазанов И. Библиография Владимирской губернии. Улатимĕр. 1905 ç.(ĕçлемен каçă)
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads