Карачай-Черкеси е Карачай-Черкес Республики, кĕске КЧР (карач.-балк. Къарачай-Черкес Республика, каб.-черк. Къэрэшей-Адыгэ Республикэ, абаз. Къарча-Черкес Республика, нух. Карашай-Шеркеш Республика, выр. Карачаево-Черкесская Республика), — Раççей Федерацин субъекчĕ, ун шутне республика (патшалăх)[2]. Çурçĕр-Кавказ федераци тăрăхне кĕрет, Çурçĕр-Кавказ экономика районĕн пайĕ[3].

Краткие факты Тĕп хули, Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе - шыв пайĕн %. ...

Карачай-Черкес Республики

Карачаево-Черкесская Республика

Thumb Thumb
Карачай-Черкес Республикин ялавĕ Карачай-Черкес Республикин гербĕ
Thumb
Тĕп хули Черкесск
Лаптăкĕ

- Пĕтĕмпе
- шыв пайĕн %.

78

14 277 км²
кăштах кăна

Халăх йышĕ

- Пĕтĕмпе
- Йышлăх

77

464 218[1] çын патнелле (2022)
32,52 çын/км² патнелле

Федераци тăрăхĕ Çурçĕр-Кавказ федераци тăрăхĕ
Экономика регионĕ Çурçĕр-Кавказ экономика районĕ
Регион номерĕ 09
Патшалăх чĕлхисем вырăс, нухай, карачай-балкар, кабарда-черкес, абаза
Пуçлăхĕ Темрезов Рашид
Премьер-министр Мурат Аргунов
Патшалăх Канашĕн Председателĕ Иванов Александр
Гимн Карачай-Черкеси гимнĕ
Вăхăт тăрăхĕ ГВ МСК, UTC+3
Закрыть

Тĕп хули — Черкесск.

Вăл хĕвеланăç енче — Краснодар крайĕ, çурçĕр енче — Ставрополь крайĕ, хĕвелтухăç енче — Кабарда-Балкари, кăнтăр енче — Тĕп Кавказ ту-сăрт хырçи хĕррипе — Грузи (унăн тĕнчери йышăннă территорисен пайĕнче — çурма йышăннă Абхаз Республикипе) чикĕленет.

1922 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче Карачай-Черкесс автономиллĕ облаçĕ пекех йышăннă, 1992 çулта республика пекех[4][5].

Патшалăх чĕлхисем: абазинле, карачай-балкарла, нухайла, кабарда-черкесле те вырăсла. КЧР конституципе, вырăсла та нацисен хушшинчи хутшăну тата официаллă ĕç туни валли чĕлхе[6].

Географи

Thumb
Физика-географиллĕ карттă

Карачай-Черкеси кавказăн çурçĕр-хĕвеланăç енчи сăрчĕсенче вырнаçнă.

Климат виçеллĕ ăшă, хĕл кĕске, çулла ăшă, нумайччен нӳрлĕ. Кăрлачăн вăтам температури −10,2 °С, утăн +22,6 °С, чи çӳллĕ температура +48 °С, аялти −32 °С.

Карачай-Черкес Республикин 86% яхăн пайĕ ту тăрăхĕнче вырнаçнă. Республика чиккисенче 3 зона: сăрт-ту таврашĕнчи тӳремлĕх, ту хысакĕ тата Кавказ тăвĕсем палăраççĕ. Çурçĕрте Пысăк Кавказăн малти ту хырçисем тăсăлаççĕ.

Республикăра шыв ресурсĕсем нумай: 132 яхăн çӳллĕ ту кӳллисем, ту шывсиккисем. 174 юханшыв юхса иртет, вĕсенчен чи пысăккисем — Кубань, Пысăккипе Кĕçĕн Зеленчук, Уруп, Лаба; Кубань водохранилищи пур. Республикăра ĕçлекен Пысăк Ставрополь каналĕн тытăмĕ Ставрополь Еншĕн шывпа тивĕçтермелли çăлкуçĕ пулса тăрать.

Çĕр айĕнче çутçанталăк чавнă çĕрсем пуян: чул кăмрăк, гранит, мрамор, тĕрлĕ рудасемпе тăм. Нумай сиплĕ минерал шывĕсем, термаллă çăлкуçсем пур.

Карачай-Черкеси ту çеçенхирĕсемпе сарлака çулçăллă вăрмансен зонине вырнаçнă. Республика территорийĕнче Тербердин заповедникĕ тата Кавказ заповедникĕн пĕр пайĕ пур.

Карачай-Черкеси Мускав сехет зонинче вырнаçнă (UTC+3:00).

Чикĕсем

КЧР виççĕ РФ субъекчĕсемпе тата пĕр патшалăхпа чикĕленет.

Кунçул

Thumb
Почта блокĕ - Карачай-Черкес Республикине 100 çул

Карачай-Черкессин ту-сăртлă пайĕ пирĕн эрăри пĕрремĕш пин çул вĕçĕнче алан патшалăхне кĕнĕ. XIX ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринчен (1828 çулта вырăс-турккă Адрианополь килĕшпе) Карачай-Черкес территорийĕ Кубань облаçĕнчи Раççей йышне кĕрет.

Граждан варçи

1918 çултан кунта Совет влаçĕ йĕркеленет. 1918 çулта Акăн, 1 çак территори Кубань Совет Республикин пайĕ, Пуш 28 1918 çултан — Кубань-Хуратинĕс Республикин пайĕ, Утă 5-рен - раштавччен 1918 çулта — Çурçĕр Кавказ Совет Республикин пайĕ пулнă. 1918 çулта раштавран 1920 çулта акаччен шуррисен контролĕнче пулнă. 1921 çулта Кăрлач 20-рен Тури Автономи Совет Социализм Республикин[7] пайĕ пулнă.

Совет периочĕ

1922 çулта Кăрлач 12 Кăнтăр-Хĕвелтухăç облаçĕнчи (1924 çултан - Çурçĕр Кавказ Ен) Карачай-Черкес автономи облаçĕ, Баталпашинская станицире тĕп хулипе йĕркеленĕ (ăна кайран Сулимов, Ежово-Черкесск, Черкесск ятсене илнĕ).

Ака 26, 1926 çулта, КЧАО[8] ВЦИК йышăнăвĕпе Карачай Автономи облаçне, Черкес Наци тăрăхне (Ака 30, 1928 — Автономи облаçĕ), Баталпашин тата Зеленчук районĕсене пайланă.

ССРП Аслă Совечĕн Президиумĕн указĕпе 1943 çулта Юпа 12, Карачай автономи облаçĕ пĕтернĕ, карачайсене Кавказ Çапăçĕ чухне нимĕç çарĕсене пулăшнăшăн айăпланă тата 1943 çулта Чӳк 2-мĕшĕнче Вăтам Азипе Казахстана депортланă. КАО ликвидаци хыççăн Карачайăн кăнтăр пайне Грузи ССРинче (Клухор районĕ пек), Пысăк Лаба бассейнĕнчи хăш пĕр халăх пурăнакан вырăнсене Краснодар Енче, чылай пайне Ставрополь Енче панă.

Карачайсен реабилитаци хыççăн, вĕсем тăван çĕршыва 1957 çултан, Кăрлачăн 12, Черкес Автономи облаçĕ (Карачай-Черкес Автономи облаçĕ), Ставрополь Ен тытăмĕнче кайса кайнă.

Раççей Федерацийĕнче

Thumb
Раççей Банкĕн манети — Карачай-Черкес Республикин йĕркеленĕвне 100 çул

1990, Чӳкĕн 30, Карачай-Черкес Автономи облаçĕнчи халăх депутачĕсем Ставрополь Енчен тухăм çинчен йышăну тунă. Хальхи территорипе Карачай-Черкес Республики 25 раштав 1993 çулта Раççей конституцийĕпе йышăнă.

Нарăс 26, 2011 çултан Карачай-Черкесин Пуçлăхĕ — Рашид Темрезов[9].

Халăх

Карачай-Черкеси ку нумай наци республики: унăн территорийĕнче 80 ытла халăхсем пурăнаççĕ. Республика халăх йышĕ Росстат пĕлтернĕпе 468 444 çын (2023)[1]. Халăх çирĕплĕхĕ - 32,81 çын/км2 (2023). Хула халăхĕ - 41,4 % (2022)[10].

Халăх йышĕ

Подробнее Халăх, Çынсем 2010 çулта (*) ...
ХалăхÇынсем 2010 çулта (*)Çынсем 2002 çулта (* 2011 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.)
Карачайсем194 324 (41,0 %)169 198 (38,5 %)
Вырăссем150 025 (31,6 %)147 878 (33,6 %)
Черкессем56 466 (11,9 %)49 591 (11,3 %)
Абазинсем36 919 (7,8 %)32 346 (7,4 %)
Нухайсем15 654 (3,3 %)14 873 (3,4 %)
Осетинсем31423333
Эрменсем27373197
Украинсем19903331
Тутарсем16962021
Грексем12761349
349988
Çынсем 1000 ытла йышĕпе кăтартнă
Закрыть

2020 çулхи Халăх çырăвĕпе юлашкинчен КЧР малалла хăлăхсем пурăнаççĕ (1% каярах нацилĕхсем урăхсем патне сноскăра пăхăр)[11]

Подробнее Халăх, Йыш, çын ...
ХалăхЙыш, çын %
Карачайсем205 60843,76 %
Вырăссем127 64327,17 %
Черкессем58 86712,53 %
Абазинсем37 6958,02 %
Нухайсем17 3793,70 %
Ыттисем[12]27 1755,78 %
Юлашкинчен469 865100,00 %
Закрыть

Пурăнан вырăнсем

Тĕп статья: Карачай-Черкесин пурăнан вырăнĕсем
Пурăнан вырăнсем 5 пин ытлă халăх йышĕпе
Черкесск112 789[13]
Усть-Джегута31 357[13]
Карачаевск23 728[13]
Зеленчукская20 009[14]
Учкекен15 702[13]
Сторожевая10 315[14]
Псыж8968[13]
Теберда8978[13]
Преградная7553[14]
Терезе6516[13]
Кардоникская7594[13]
Хабез6632[13]
Курджиново6013[14]
Первомайское6444[13]
Чапаевское5483[13]
Али-Бердуковский5418[13]
Кумыш5127[13]
Медногорский5549[13]


Администрациллĕ пайлану

Thumb
Карачай-Черкесин районĕсен картти

Карачай-Черкесире 10 муниципаллă район пур тата 2 республика пĕлтерĕшпе хула пур[15].

    • Черкесск хула тăрăхĕ - Черкесск хули
    • Карачаевск хула тăрăхĕ - Карачаевск хули
  • Абазин районĕ - Инжич-Чукун аулĕ
  • Адыге-Хабль районĕ - Адыге-Хабль аулĕ
  • Зеленчукская районĕ - Зеленчукская станици
  • Карачаевск районĕ - Карачаевск хули
  • Кубаньçум районĕ - Кавказский посёлокĕ
  • Кĕçĕн-Карачай районĕ - Учкекен ялĕ
  • Нухай районĕ - Эркен-Шахар пасёлокĕ
  • Уруп районĕ - Преградная станици
  • Усть-Джегута районĕ - Усть-Джегута хули
  • Хабез районĕ - Хабез аулĕ

Экономика

Карачай-Черкеси — промышленоç та ял-хуçалăх республики. Унăн территорие 2 енсенче пайлама пултарма. Çурçĕрте хими промышленоçĕ, машина туни, çемçе промышленоç пур. Кăнтăрта йывăç ĕçлени те выльăх-чĕрлĕх ĕçлени.

Регионшăн пысăк пĕлтерӳ ку туризм, альпинизм (республикăн кăнтăрĕ) те курорт ĕçлени (курортсем Домбай, Архыз, Теберда та ыттисем).

Thumb
Персик
Thumb
Груша
Thumb
Черешня

Вĕренӳ

Карачай-Черкесире икĕ аслă вĕренӳ заведенийĕ пур: Карачай-Черкес патшалăх университечĕ Карачаевскре те Çурçĕр-Кавказ патшалăх академийĕ Черкесскре. Татах та, ытти Раççей регионĕсен АВЗ-н филиалĕсем пур[16].

Политика тытăмĕ

Саккун тăвакан влаçĕн органĕ — Халăх пухăвĕ (Парламент), вăл пĕтĕм тивĕç-ирĕкпе суйланă. Кашни 5 çул 50 çынсем суйлаççĕ.

Ĕç тăвакан влаçĕн органĕ — Правительство. Ун тытăмĕнче Правительство Председателĕ, унăн 1-мĕш çумĕ, министрсем. Правительство Председателне Республика Пуçлăхĕ лартать Халăх Пухăвĕпе[17].

Ĕç тăвакан влаçĕн пĕр çынлă органĕ — Карачай-Черкес Республикин Пуçлăхĕ.

Çăвăн пекех пăхăр

Асăрхавсем

Каçăсем

Wikiwand in your browser!

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.

Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.