Пушкăрт Республики

From Wikipedia, the free encyclopedia

Пушкăрт Республики
Remove ads

Пушкӑртстан (пушк. Башҡортостан, вырăсла тата официаллă мар Башкирия[3][4][5][6]), ун тĕлне чăваш чĕлхинче Башкири пулать, çавăн пекех Пушкăрт Республики (Пушкăртстан Республики, пушк. Башҡортостан Республикаһы[7], кĕске РБ) — Раççей Федерацийĕн субъекчĕ, унăн йышĕнчи[8] республика (патшалăх)[9][10]. Атăлçи федераци округне кĕрет[11], Урал экономика районĕн пайĕ.

Краткие факты Тĕп хули, Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе - шыв пайĕн %. ...
Thumb

Пушкăрт Республикипе юнашар Тутарстан, Удмурти республикисем, Перĕм Ен, Свердловск, Ăренпур, тата Челепи облаçĕсем вырнаçнă.

Тĕп хулиӖпхӳ.

Республикăн патшалăх чĕлхисем: пушкăртла, вырăсла[2].

1917 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Пушкăрт вăта шурин (канашĕн) йышăнăвĕпе Башкурдистан автономийĕ пекех йышăннă. 1919 ҫулхи пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Пушкăрт Совет Автономийĕ çинчен Совет влаçĕпе Пушкăрт правительстви килĕшӳпе Пушкăрт Автономиллĕ Совет Социализм Республики Раççей тытăмĕнче пекех. Ку чи пĕрремĕш автономи Раççей тытăмĕнче тата пĕрремĕш те пĕрреллĕ автономи килĕшӳпе йышăннă[12][13][14][15][16][17].

Remove ads

Тавралӑхӗ

Республика Кăнтăр Уралăн хăяккинче тата Уралумĕнче вырнаçнă. Пушкăртстанăн чи çӳллĕ вырăнĕ — Ямантау (1640 метр) тăвĕ. Республика çурçĕртен кăнтăралла — 550 км, анăçран тухăçалла — 430 км тăсăлать.

Пысăк юханшывсем: Шур Атăл) (1430 км) тата унăн юпписем Нугуш (235 км), Сим (239 км), Ӗпхӳ) (918 км), Дёма (556 км), çаплах Сакмара (760 км), Урал тата Ик (571 км).

Истори

Ҫутҫанталӑк

Усӑллӑ минералсем

Республикăра нефть управĕсем (Арлан тата Чекмагуш, Ишимбай, Туймаçи, Шкап тата ур.), çутçанталăк газĕ (Кумертау, Янаул тата ур., хакласа хунă янтти 300 млрд м³ ытла).

Климат

Ӳсентăран тĕнчи

Ӳкерчĕк:IMG 0145.jpg
Инзер юханшывăн айлăмĕ.

Чĕрчун тĕнчи

Пурӑнан халӑх

2001 çулхи халăх çыравĕпе Пушкăрт Республикинче пурĕпе 4102.9 пин çын пурăнать. Вĕсенчен 36 % — вырăссем, 30 % — пушкăртсем, 24 % — тутарсем, 2,8 % — чăвашсем, 2,6 % — марисем, 1,3 % — украинсем, нимĕçсем. Пĕтĕм çынсем вырăсла пĕлеççĕ, 30% - тутарла, пушкăртла çав енченех илсессĕн 20% анчах пĕлеççĕ.

Халӑх йышӗ

Пĕтĕм Раççейре халăха çырнипе (2002), республикăра пурăнакан халăх çакăн пек вырнаçнă:

Подробнее Халăх, Йышĕ 2002 çулта, % ...

Пушкăртăстанра пурĕ 100 ытла наци пурăнать .

96,4 % халăхĕ вырăсла калаçать, пушкăртла 25,8 %, тутарла 34,0 % пуплеме пултарать.

Подробнее Çулсем, Пурĕпе ...

Thumb

Пурăнан вырансем

10 пин çын ытла йышлă пурăну вырăнĕсем
2008 çулхи кăрлач, 1 тĕлне
Ӗпхӳ 1021,5 Янаул 27,5
Çтерлĕ 268,3 Давлеканово 24,5
Салават 155,9 Чишмă 21,9
Нефтекамск 118,0 Приютово 20,9
Октябрьский 108,2 Раевский 19,4 (2006)
Белорецк 68,8 Агидель 19,0
Ишимпай 68,1 Паймак 16,9
Туймаçи 65,7 Межгорье 16,6
Сипай 65,2 Иглино 13,9 (2003)
Кумертау 62,4 Кандры 12,1 (2003)
Мелеуз 61,8 Красноусольский 11,8 (2003)
Пелепей 61,1 Чекмакăш 11,2 (2003)
Бирск 41,9 Кушнаренково 10,6 (2003)
Учала 39,3 Серафимовский 10,3 (2003)
Благовещенск 33,6 Тăлпаçи 10,2 (2003)
Тертӳли 31,2

Пушкăрт республикинчи чăвашсем

2002 çулхи Раççей халăх çыравĕпе Пушкăртстанра 117 317 чăваш пурăнать. 4 чăваш этеплĕх пĕрлешĕвĕ ĕçлет. Чăвшла виçĕ хаçат тухать: Пелепей районĕнчи «Урал сасси», Пишпӳлек районĕнчи «Çутă çул», Авăркас районĕнчи «Çĕршыв çулĕ» хаçатсем. Инçекуравра икĕ чăвашла кăларăмĕ пур: Пушкăртстанăн 1-мĕш радиоканалĕнчи çирĕм минутлă «Аван-и» тата Пушкăртстанăн 2-мĕш телеканалĕнчи Ентешсем çирĕм пилĕк минутлă кăларăмĕсем. Иккĕшĕ уйăхра икĕ хут тухаççĕ. 38 шкулта чăваш чĕлхипе вĕренме май пур. 77 шкулта чăваш чĕлхи предмет пек вĕрентеççĕ. Пелепей хулинче чăваш гимназийĕ, Ӗпхӳре чăваш вырсарни шкулĕ ĕçлет[18].

Remove ads

Транспорт

Чукун çулпа Ӗпхӳ Самарпа, Челепипе тата ытти хуласемпе çыхăннă. Карапсем ишме юрăхлă юханшывсем: Шур Атăл тата Ӗпхӳ.

Çавăн пекех распублика тăрăх пăрăх транспортне вырнаçтарнă.

Паллӑ ҫынсем

Ҫав. пекех

  • Ӗпхӳ кĕпĕрни
  • Ăренпур кĕпĕрни
  • Кĕçĕн Пушкăртстан
  • Пушкăрт АССР
  • Пушкăртстан конституцийĕ
  • Пушкăртстан Республикин курултайĕ

Вуламалли

  • Асфандияров А. З. Башкирия после вхождения в состав России (вторая половина XVI — первая половина XIX в). — Уфа: Китап, 2006. – 504 с.

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads