Радиохастар кил-йыш
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Радиохастар кил-йыш (рет) - пĕр-пĕри хыççăн иртекен радиохастар улшăнусен сăнчăрĕ.

3 çутçанталăкри тата 1 искуствăлла радиохастар кил-йыш уйăраççĕ. Çутçанталăк кил-йышĕсем:
Искуствăлла кил-йыш:
- нептуни кил-йышĕ. (4n + 1 Np-237)
Пĕр-пĕрин хыççăн иртекен альфа- тата бета-арканусем хыççăн кил-йышсем хура тăхланăн тĕрлĕ изотопĕсемпе вĕçленеççĕ.
Remove ads
Тори кил-йышĕ
Th-232 кĕрекен 4n рете Тори кил-йышĕ" теççĕ. Ку рет çак элементсенчен тăрать: Актини, Висмут, Хура тăхлан, Полони, Ради тата радон. Çак элементсем питĕ сахал виçĕпе торилĕ пĕтĕм япалара тĕл пулаççĕ: металл, руда, сплав.
Remove ads
Нептуни кил-йышĕ
Np-237 кĕрекен 4n + 1 рете "Нептуни кил-йышĕ" теççĕ. Ку кил-йышра висмутпа Талли çутçанталăкра тĕл пулаççĕ. Америци-241-ллĕ тĕтĕм детекторĕн ионизаци камери ăшĕнче виçме çителĕклĕ шайра Нептуни-237 пухăнать (америци-241 арканнă май пухăнса пырать); Нептуни арканнă май питĕ сахал çак элементсем пухăнаççĕ: Актини, Астат, висмут, Франци (элемент), Хура тăхлан, Протактини, Ради, Талли, Тори тата Уран (элемент). Çутçанталăкра пулманнипе ку ретри изотопсен историллĕ ячĕсем çук.
Remove ads
Уран (е Ради) кил-йышĕ

U-238 кĕрекен 4n+2 кил-йыша "Уран (е Ради) кил-йышĕ" теççĕ. Çутçанталăкри Уран-238-тан пуçласа çак рет çакăн пек элементсем кĕреççĕ: Астат, Висмут, Хура тăхлан, Полони, Протактини, Ради, Радон, Талли тата Тори. Çак элементсем питĕ сахал виçĕпе уранлă пĕтĕм япалара тĕл пулаççĕ: металл, руда, сплав.
Актини кил-йышĕ

U-235 кĕрекен 4n+3 рете "актини кил-йышĕ" теççĕ. Ку рете çак элементсем кĕреççĕ: Актини, Астат, Висмут, Франци, Хура тăхлан, Полони, Протоактини, Ради, Радон, Талли тата тори. Çак элементсем питĕ сахал виçĕпе уранлă пĕтĕм япалара тĕл пулаççĕ: металл, руда, сплав.
Remove ads
Уранпа плутони пайлансан пулнă изотпĕсен бета радиохастар кил-йышĕсем
Уранпа плутони нейтронпа пенĕ хыççăн пайлансан пулнă изотпсем радиохастар кил-йышĕсем йĕркелеççĕ. Актинидсен атом тĕшĕнче нейтронсен пайĕ пысăкрах, арканман изотоп пуличчен чарăниччен темиçĕ хут бета-аркану пулать. Малтанхи аркану вăхăтĕнче хăвачĕ пысăкрах, çурма аркану тапхăрĕ пĕчĕкрех. Юлашки арканусенче хăвачĕ пĕчĕкрех, çурма аркану тапхăрĕ пысăкрах пулать. Семахран, уран-235 изотопăн 92 протонпа 143 нейтрон. Атома пайлама пĕр нейтрон кирлĕ, ун хыççăн 2-36 ирĕклĕ нейтрон пулса юлать. Çак 92 протонпа 142 нейтронран икĕ атом пулать. Пĕр атом 99 массăлă пулать тесен (39 протонпа 60 нейтрон) - (иттри-99), тепри 135 массăлă, 53 протонпа 82 нейтрон - йод-135. Вара çакăн пек бета радиохастар кил-йышсем пулаçççĕ:
Remove ads
Вуламалли
- Гусев Н.Г., Дмитриев П.П. Радиоактивные цепочки: Справочник. М.:Энергоатомиздат, 1988, 111 с. (вырăсла)
- C.M. Lederer, J.M. Hollander, I. Perlman, Table of Isotopes, 6th ed., Wiley & Sons, New York 1968 (акăлчанла)
Каçăсем
- Радиохастар кил-йышсем (акăлчанла) 2015 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
- Уран-238 кил-йышĕ (акăлчанла) 2008 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.
- Government website listing isotopes and decay energies 2006 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads