Протактиний

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Протактини — 91 атом номерлĕ хими элеменчĕ. Атом масси 231; Pr тесе паллă тăваççĕ(лат. Protactinium), актиноидсен шутне кĕрет.

Pr 91
[231]
5f2 6d1 7s2
Протактини
Remove ads

Истори

1913-мĕш çулта Фаянс тата Гёринг уран арканнсан пулнă изотопсем хушшинче UX2 (234Pa)изотоп тупнă. Ун çурма аркану тапхăрĕ 1 мин пулнă, çавăнпа ăна "бреви" ят панă. Кайран Блек, Ган тата Мейтнер UX2 изотопăн пахалăхĕсеп тантал евĕрлĕ пулнине палăртнă.

1918 çулта Ганпа Мейтнер Уранинитра,тата вĕсенчен уйрăм Соддипе Кренстон, протактинин нумай çул пурăнакан изотопне тупнă.

Ячĕ пулни

Унтан актини пулнă май ăна протактини ят панă. (231Pa α-арканупа 227Ac пулать).

Пахалăхĕсем

Протактини — çутă сăрă металл, уран пекех хытă. 2oК теперетурăра сверхпроводимость пахалăхне кăтартать.

Сывлăшра çиелтен монооксид пленкипе витĕнет. Водордпа 250-300оС çăмăллăн реакцине кĕрет, PaH3 гидрид пулать. Йодпа вĕçекен тĕрлĕ хутăшлă çыхăнусем тăвать.

Изотопĕсем

Хăшпĕр изотопăсен радиохастар пахалăхĕсем:

Подробнее Атом виçи, Çурма аркану тапхăрĕ ...
Remove ads

Уйăрни

Çутçанталăкри уран смолкин каяшĕсенчен 231Pa уйăрма пулать. Унсăр пуçне, 231Pa 230Th изотопне хуллен нейтронсемпе персе тума пулать:

230Th(n,γ)231Th (β--аркану, T1/2 = 25.6 сех) → 231Pa

е 232Th изотопа хăвăрт нейтронсемпе персе

232Th(n, 2n)231Th (β--аркану, T1/2 = 25.6 сех) → 232Pa

233Pa изотопа торирен тăваççĕя:

232Th(n,γ)233Th (β--аркану, T1/2 = 23.5 мин.) → 233Pa

Протактини металлне 1400-1500оС вĕрире PaF4 бари е кальци пе хĕртсе тăваççĕ.

Remove ads

Усă курни

Çĕр хуппинче питĕ сайра пулнипе тата питĕ наркăмăшлă пулнипе атом топливине зутăштарнă çĕрте кăна усă кураççĕ. 1 тонна уранта 0,34 г протакини.

Биологи пахалăхĕсем

Thumb

Протактинипе ун пĕрлĕшĕвĕсем радиохастар тата наркăмăшлă. Танлаштарсан протактини 250 миллин хут синильный йӳçĕкрен наркăмăшлăрах.

Каçăсем

}

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads