Актиний
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Актини — 89 атом номерлĕ хими элеменчĕ. Ac тесе паллă тăваççĕ (лат. Actinium) , актиноидсен шутне кĕрет.
| ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Сĕлтĕлле металсем | Сĕлтĕлле-çĕрле металсем | Куçăмлă металсем | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Çăмăл металсем | Металлоидсем | Инертлă газсем | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
|
Ac | 89 |
227,0278 | |
6d17s2 | |
Актини |
Remove ads
Истори
1899 çулта А. Дебьерно уран смолкинчен полонипе ради кăларнă чухне пулнă каяшсенче тупнă. Çĕнĕ элемента актини ят панă. Нимĕç радиофизикĕ Ф. Гизель çавăн пекех уран смолкинчен, Дебьернтан уйрăм, радиохастар элемент кăларса ăна эмани ят панă. Каярах тунă тĕпчевсем икĕ элемент пĕрех пулнине кăтртнă. Тĕпчевçĕсем çав вăхăтра актинин шевлисене мар, унтан пулнă 227Th (радиоактини) и 230Th (иони) сăнанă..
Remove ads
Ячĕ пулса тухни
Латинла— Actinium, грекла «актис» — шевле сăмахран.
Çутçанталăкра тупăнни
Актини чи сайра тĕл пулакан радиохастар элементсен шутне кĕрет. Çĕр хуппинче вăл 2600 т сахалрах, çав вăхăтрах ради 40 млн т ытла. Çутçанталăкра актинин 3 изотопне тупнă: 225Ac, 227Ac, 228Ac.
Актини яланах уран тăпринче тĕл пулать. Молибденитсенче, халькопиритсенче, асситеритсенче, кварцсенче, пиролюзитсенче актинин шайĕ пысăкрах. Çутçанталăкра питĕ сахал куçма пултарать, уранран чылай майĕпенрех куçать.
Пахалăхĕсем
Актинин арканман изотопĕсем çук. 24 искуствăлла радиохастар изотопĕсем пур.
Актини - кĕмĕл-шурă тĕслĕ лантан евĕрлĕ металл. Радиохастар пулнипе тĕттĕмре хăйне евĕрлĕ кăвак тĕслĕ çутатать. Лантан евĕрлĕ, 2 критсалл форми пулма пултарать, анчах β-Ac формине кăна уйăрма май пулнă. Пĕчĕк температурăллă α-формине уйăрма май килмен.
Атом радиусĕ лантанăнничен кăштах пысăкрах, 1.88 А.
Хими пахалăхĕсемпе лантан евĕрлĕ. Хими пĕрлешĕвĕсенче +3 окислени шайне йышăнать (Ac2O3, AcCl3, Ac(OH)3). Реакцисене хастартарах хутшăнать.
Remove ads
Уйăрни
Уран тăпринчен уйăрни усăсăр, вĕсенче актини сахал пулнипе тата химилле пахалăхĕсем çайра çăр металлĕсемпе çывăхран.
Изотопĕсем
Актинин хăшпĕр изотопĕсен радиохастар пахалăхĕсем:
227Ac изотопа радие реакторта нейтронсемпе персе тăваççĕ. Малтанхи ради виçинчен 2.15% таран актини пулма пултарать. Çак реакципе актини виçи грамсемпе виçмелĕх пулать. 228Ac изотопа 227Ac нейтронсемпе персе тăваççĕ. Актиние радинчен, торинчен тата вĕсĕн арканăвĕсемпе пулнă изотпсенчен экстракципе е ион ылмаштарнипе уйăраççĕ.
Актини металне актини трифторидне лити пăсĕсемпе çыхăнтраса кăлараççĕ.
Remove ads
Усă курни
227Ac бериллипе хутăштарсан нейтронсен çăлкуçĕ пулать. Ac-Be-çăлкуçĕсем сахал гамма-квантсем тухнипе уйрăлса тăраççĕ. Вĕсене рудасенче Mn, Si, Al шайне виçмă активаци анализĕсенче усă кураççĕ.
225Ac 213Bi изотоп тума кирлĕ тата радио-иммунотерапи валли.
227Ac радиохастар хăват çăлкуçĕсенче усă курма юрать.
228Ac изотопа пысăк хăватлă β-пайăркасем пулнипе радиоиндикатор вырăнне усă кураççĕ.
228Ac тата 228Ra изотопсен хутăшне медицинăра γ-шевлесен хăватлă çăлкуçĕ пек усă кураççĕ.
Remove ads
Биологиле пахалăхĕсем
Актини хăрушă радиохастар пысăк α-хастарлăхлă наркăмăшсем шутне кĕрет. Вартан организăма сахал куçсан та вăл организăмра шăмăсен çиелти сиĕнче çирĕп çыхăнать. Малтанах вăл пĕверте пухăнать. Тата актини арканнă май радонăн изотопĕсем пулаççĕ, çавăнпа актинипе ăĕленĕ чухне питĕ сыхланмалла.
Асăрхавсем
Вуламалли
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads