Тĕмен облаçĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Тĕмен облаçĕ (выр. Тюменьская область) — Раççей Федерацин субъекчĕ, 1944 çулхи çурлан 14-мĕшĕнче никĕсленĕ. Тĕп хули — Тĕмен.
Remove ads
Географи
Тĕмен облаçĕн лаптăкĕ 1,4 млн çх² ытла, ку тĕлĕшĕпе вăл Раççейре 3-мĕш вырăн йышăнать.
- Тĕмен облаçĕн чиккисем
- Çурçĕр-анăç — Архангельск облаçĕ, Ненец автономиллĕ тăрăхĕ
- Анăç — Коми
- Кăнтăр-анăç — Свердловск облаçĕ, Курган облаçĕ
- Кăнтăр — Казахстан (Çурçĕр Казахстан облаçĕ)
- Кăнтăр-тухăç — Омск облаçĕ, Томск облаçĕ
- Тухăç — Красноярск Ен
Халăх йышĕ
Халăх шучĕпе Раççейре 11-мĕш вырăнта. 2006 çулта облаçре 3323,3 пин çын пурăннă. Халăх йышлăхĕ 2,3 çын/çм². Хулара 78,6 % халăх пурăнать.
Remove ads
Истори
Тĕмен чăвашĕсем
Тĕмен облаçĕнче 31 пин чăваш пурăнать. Кунта чăвашсен «Тăван» ассоциацийĕ общество пĕрлĕхĕ хастар ĕçлет. Вăл 1991 çулта чăмăртаннă.
Тĕмен тăрăхĕнче хальхи вăхăтра фольклор ушкăнĕсен шучĕ 20 яхăн. Вĕсенчен уйрăмах паллисем - Анат Тавтăри “Йăмра”, Канашри “Тантăш”, Тĕменри “Тăван”, Колесниково ялĕнчи “Чечек”...
Администрациллĕ-территориллĕ пайлану
Тĕмен облаçĕнче Хантă-Манси автономиллĕ тăрăхĕ — Югра та Ямал-Ненец автономиллĕ тăрăхĕ кĕреççĕ (тата вĕсем уйрăм Рф субъекчĕсем пекех). Анчах вĕсенчен Тĕмен облаçĕн тытăмĕнче 22 район тата 5 хула.
- Хуласем
- Тĕмен
- Заводоуковск
- Ишим
- Тобольск
- Ялуторовск
- Районсем
- Абат районĕ
- Армизон районĕ
- Аромаш районĕ
- Бердюжа районĕ
- Вагай районĕ
- Викулово районĕ
- Голышман районĕ
- Заводоуковски районĕ
- Исет районĕ
- Ишим районĕ
- Хусан районĕ
- Анат Тавда районĕ
- Омут районĕ
- Сладковски районĕ
- Сорокински районĕ
- Тобол районĕ
- Тĕмен районĕ
- Уват районĕ
- Упор районĕ
- Юрга районĕ
- Ялуторовски районĕ
- Ярковски
Remove ads
Асăрхавсем
Литература
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads