Етӗрне

Раççей хули From Wikipedia, the free encyclopedia

Етӗрнеmap
Remove ads

Етӗрне (выр. Ядрин, туçи мар. Йӓдӹрнӓ, çаран мари Ядырна) — Чӑваш Енри хула, Етӗрне районӗн тӗп хули. 2002-мӗш ҫулта пурӗ 11,1 пин ҫын пурӑннӑ. Хула Сӑр юхан шыв ҫинче ларать.

Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Етӗрне (пĕлтерĕшсем) пӑхӑр.
Краткие факты

Хула пуҫлăхĕ — Фоланин Викентий Иванович.

Remove ads

Этимологи

Йӗтӗрне сӑмахран вӑхӑт иртсен Етӗрне пулса каять. Йӗтӗр (выр. скатывать), йĕтĕрне (выр. скалка). Кимӗсене пӗренесем ҫине хурса ҫырма тари йӗтӗрнӗ, вырӑсла — волок, воложки.

Тавралӑхӗ

Халӑх йышӗ, хула тытӑмӗ

Кун-ҫулӗ

Етӗрне Турцинчи Эдирне хула ячӗпе пӗр пек илтӗнет. Унта Эдирне малтанах тӗп хула пулнӑ, ҫавӑнтах янычарсен (ҫӗнӗ ҫар) шкулӗсем пулнӑ. Васильсурска Хусан ҫӗрӗсен ҫывӑхӗнче никӗсленӗ хыҫҫӑнах ӑна хирӗҫ хан форпост хывать. Ячӗ Эдирне, хальхи чӑвашла Етӗрне пулать. Ҫав вӑхӑтрах тӑрӑха чӑваш ятлӑ ҫар ҫыннисем килсе тухаҫҫӗ. Чӑваш тени вӑл вӑхӑтра «ертсе пыракан ҫар ҫынни» пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Хусан ханлӑхӗн чиккине ҫирӗплетме хан тӑтӑшах ҫарсем ярса тӑнӑ. Ҫармӑс ялӗсем хушшинче ҫӗнӗрен форпостсем ҫӗкленме тытӑнаҫҫӗ — Етӗрне (Эдирне), Чурпай, Ачак, Чутай, Майтан, Крымсарайкасси тата ыттисем. 1551-мӗш ҫулта Курбский ҫырнӑ тӑрӑх «чӑвашсем пурӑнмалли вырӑнсем, ҫирӗплетнӗ кармансем ҫумӗнче вырнаҫнӑ». (Етӗрне вырӑнӗнче ӗмӗртен-авалтан чӑвашсем пурӑннӑ, кунта вӗсен ҫирӗплетнӗ пысӑк мар карман хула пулнă. В. Якимов 1927-мӗш ҫулта ҫырса илнӗ чӑнлавра Етӗрне ятлӑ-сумлӑ чӑваш ҫыннин ячӗ иккенни паллӑ. Унта ҫапла каланӑ: «Патша чӑваш ҫӗрӗ ҫине уес хули тума шутланӑ. Чӑвашсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем ҫакна пӗлеҫҫӗ т-е уес хулине хӑйсен ялӗ вырӑнӗнче пултарас тесе тавлашма тытӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри Тукач, тепри Сарплат, виҫҫӗмӗшӗ — Асамат. Вӗсен кашнийӗн хӑйсен пуҫласа янӑ ялсем пулнӑ. Вӗсене ҫак ятлӑ-сумлӑ ячӗпе чӗннӗ... Юлашкинчен уес хулине илмелли хута Тукач илнӗ. Анчах Асаматпа Сарплат ҫакӑнпа килӗшмен, Тукача хирӗҫ кӗрешме тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра Тукач ҫуртне ҫӗрле Етӗрне паттӑр чӑваш ҫӗмӗрсе кӗнӗ те уес тумалли хута илсе кайнӑ. Етӗрнен хӑй ячӗллӗ ялӗ пулнӑ, ҫавӑнта вара уес хули туса никӗсленӗ. Етӗрне хули Иван Болотников, Степан Разин тата Емельян Пугачев пӑлхавӗсем вӑхӑтӗнче те питӗ палӑрнӑ. В. Димитриев ҫырнӑ тӑрӑх «И Цивильск, и Ядрин были поставлен русскими властями для укрепления своего положения после подавления восстания чувашских и марийских крестьян 80-х годах XVI века...» Кунти ҫынсем Етӗрне ҫынни Ахман утаман паттӑр ҫинчен хайлавсене паян куна упраса ҫитернӗ.

Remove ads

Паллӑ вырӑнсем

  • Михал архангел чиркӗвӗ (XVII ӗмӗрӗн вӗҫӗ — XVIII ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗ);
  • Виҫпӗрлев чиркӗвӗ (1829-мӗш ҫул);
  • XIX ӗмӗрти ҫуртсем
  • А. В. Асламас ячӗллӗ ача-пӑча ӳнер шкулӗ[1]

Паллӑ ҫынсем

Асӑрхавсем

Вуламалли

Каҫӑсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads