Автоно́млă Крым Респу́блики (АКР, Кры́м; укр.Автономна Республіка Крим, АРК, Крим, выр.Автономная Республика Крым, АРК, Крым, крым-тут.Qırım Muhtar Cumhuriyeti, QMC, Qırım) — Украина шутĕнчи автономлă республика.
п. эрч. VII ĕмĕрте скифсем киммерисене Крым ри ту таврашне хăваласа янă.
п. эрч. VII—VIII ĕм. — Крыма грек колонисчĕсем кĕреççĕ
п. эрч. V ĕм. — тухăç Крымри грек хулисем Боспор патшалăхне пĕрлешеççĕ.
п. эрч. 422 çул — грексем Тавăр Херсонесĕ туса хунă.
п. эрч. III—II ĕм. — Скиф патшалăхĕн центрĕ Тăнăвар çумĕнчен Крыма куçать.
п. эрч II ĕмĕр — скифсем, Скилурпа унăн Палак ывăлĕ иертсе пынипе, грек хулисемпе тинĕс гаванĕсемшĕн кĕрешме тытăнаççĕ. Грексен енче — Понт патши Митридат VI Евпатор, Крыма Диофант çарĕсем пырса кĕреççĕ. Диофант çарĕсем скифсен патшалăхне çĕмĕрсе грек хулисеене Понт йышне хушать.
Пирĕн эрăччен 107 çул — скиф Савмак пăлхав çĕклет, ăна Митридат пусарать те вăхăтлăха Боспорта, Херсонесре хуçа пулать.
п. эрч. 63 çул — Понта Рим империйĕ çĕнтерсе илет, крым хулисем римсен влаçне лекеççĕ. Рим империйĕ Крымра хуçа пулса тăрать.
I ĕмĕр — сарматсем çеçенхир Крыма килеççĕ.
II ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕ — Боспор патшалăхĕ Крымри юлашки скифсемпе вăрçаççĕ. Скифсем парăнаççĕ те вĕсен çĕрĕсене Боспор, Рим тата сарматсем пайласа илеççĕ.
III ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсеччен — сутă-илӳ сарăлăть.
III ĕмĕрĕн варри — готсем тапăнса кĕрсе малтан римсен айĕнче пулнă çĕрсене (Херсонессăр пуçне), Боспор патшалăхне пăхăнтараççĕ. Готсем Боспор хулисенче хуçаланса пират ĕçне каяççĕ.
269—270 çç. — Рим çарĕсем варварсене Тăнай лешьенне хăваласа яраççĕ. Пиратсен флочĕ Греци патĕнче пĕтет.
375 çул— хунсем тапăнаççĕ, Боспор патшалăхне аркатаççĕ.
IV—V ĕмĕрсем — майĕпен Рим (Висанти) империн влаçĕ Крым тăвĕсем çине таврăнать. Хунсенчен çăлăнса юлнă готсем Висанти айне лекеççĕ.
VI ĕмĕрĕн вĕçĕ — Тĕрĕк хаканлăхĕ тухăç Крыма тапăнса кĕрсе вăхăтлăха Боспора туртса илет.
VII ĕмĕрĕн вĕçĕнче пĕтĕм Крым çĕрне Висанти влаçĕ айĕнчи Херсонес хулисĕр пуçне, хасарсем ярса илеççĕ.
X ĕмĕр — хасар хаканлăхне аркатнă хыççăн çеçенхир Крымĕ печенегсем айне пулать.
XI ĕмĕр — çеçенхир Крымне кăпчаксем ярса илеççĕ.
XIII ĕмĕр — Висанти влаçĕ чакать. Унăн çĕрĕсем генуйсем айне пулаççĕ, пайĕ хăй теллĕ ирĕклĕ Готия (Феодоро) кнеçлĕхĕ пулать .
1239 çул — Крыма Батый ханăн монголĕсем çĕнтерсе илеççĕ. Çеçенхир Крымĕ Ылтăн Уртана кĕрет.
XIV — XV ĕмĕрĕн варри — генуйсем Феодоро кнеçлĕхĕпе кăнтăр Крым çĕрĕшĕн вăрçаççĕ.
1475 çул — Османсен çарĕ, Гедик Ахмед паши ертсе пынипе, генуй харпăр çĕрĕсемпе Феодоро кнеçлĕхне ярса илеççĕ. Крым ханлăхĕ Осман империн вассалĕ пулса тăрать.
1944 — çĕртме, 26 —грексене, эрменсене тата пăлхарсене Крымран депортациленĕ.
çĕртме, 30-1945 — республикăна пĕтернĕ: Крым АССР Крым облаçĕ пулса тăрать.
1944-48 çулсем — Крым хулисемпе ялĕсене урăх ятсем параççĕ. Çурутраври 90% ытла пурăнан вырăна, малтан крым тутар (çаплах грек, нимĕç тата ур.) ячĕсене вырăслатнă.
нарăс, 19- 1954 — Н. С. Хрущёв тапхăрĕнче Переяславль Ради 300 çул тултарнин уявĕнче Крым облаçне туслăха çирĕплетес тĕллевпе УССР панă.
1989 — крым тутарĕсем чылай йышпала Крыма таврăнма тытăнаççĕ
нарăс, 12- 1991 — пĕтĕм Крымри референдумĕнче (1991 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнче иртнĕ) Крым облаçĕнчен УССР йышĕнче Крым АССР туса хунă, Севастополь хулине УССР йышĕнче республика пăхăнăвĕн статусне куçарнă
авăн, 4- 1991 — Крым АССР Аслă Канашĕ Крым АССР патшалăх суверенитечĕн декларацине йышăннă
раштав, 11991 — Крымра пурăнан халăхăн 54% референдумра Украина ирĕклĕхĕшĕн сасăланă.
нарăс, 26- 1992 — Крым АССР Аслă Канашĕн йышăвĕпе Крым Республики ята куçарнă.
çу, 5- 1992 — Крым республикин Аслă Канашĕ патшалă овозгласил государственную самостоятельность Крыма
çу, 6- 1992 — Крым республикин конституцине йышăннă
çу, 19- 1992 — Крым республикин Аслă Канашĕ хăйĕн Крым патшалăхĕн хăйтĕллĕхĕ пирки йышăнăвне чарса лартнă.
авăн, 25- 1992 — тĕп влаçĕ хĕснипе Крым республикин конституцине тӳрлетнĕ
юпа, 14- 1993 — Крымра Крым республикин президенчĕ ĕç вырăнне кĕртнĕ
30 января1994 — во время второго тура президентских выборов победу одержал сторонник сближения с РоссиейЮрий Мешков
авăн, 7- 1994 — влаçăн саккун тăвакан тата ĕç тăвакан органĕсем хирĕçсе кайнипе Крым республикин Аслă Канашĕ Крым республики президенчĕн полномочисене касса илет
авăн, 111994 — Аслă Канаша хирĕçле Юрий Мешков крым парламентне салатса ярса пĕтĕм влаçне хăй çине илет
юпа- 1994 — Крым республики Аслă Канашĕ Крым конституцине тӳрлетӳсем кĕртсе хирĕçĕве сирсе ярать
пуш, 17- 1995 — Украина Аслă КанашĕоКрым конституцине тата Крым Респубикин президенчĕ ĕç вырăнне пăрахăçланă, çапла ĕнтĕ Юрий Мешков Крымăн пĕртен-пĕр президенчĕ пулса юлать
Вырăссен, украинсен, грексен тата пăлхарсен чылайăшĕ православи тĕнĕпе пурăнать, крым тутарĕсем — суннитлăислам тĕнне тытаççĕ, çаплах иудейсем, протестантсем, католиксем пур.
Я. Е. Водарский, О. И. Елисеева, В. М. Кабузан «Население Крыма в конце XVIII — конце XX веков (Численность, размещение, этнический состав)» Москва, 2003