Каракалпакстан

Вӑтам Азири суверенлӗ патшалӑх, Узбекистан йышӗнчи республика From Wikipedia, the free encyclopedia

Каракалпакстан
Remove ads

Каракалпакстан е Каракалпак Республики (Каракалпаки[2], каракалп. Qaraqalpaqstan, узб. Qoraqalpogʻiston) — Узбекистан йышӗнчи суверенлӗ республика. Патшалӑх саккунӗсем тӑрӑх вӑл Узбекистан йышӗнчен уйрӑлса тухма пултарать.

Краткие факты Патшалăх, Гимн: ...

Каракалпакстанӑн тӗп хулипе чи пысӑк хули — Нукус. Республика ячӗ каракалпак халӑхӗнчен тухнӑ[3].

2024 ҫул пуҫламӑшӗнчи пӗлӗм тӑрӑх Каракалпакстанта 2 015 000 ҫын пурӑнать[1]. Республикӑри официаллӑ чӗлхесем — каракалпак чӗлхи тата узбек чӗлхи.

Remove ads

Тавралӑх

Казахстан
Мангистау облаҫӗ
Казахстан
Актобе облаҫӗ
Казахстан
Кызылорда облаҫӗ
Казахстан
Мангистау облаҫӗ
Thumb Узбекистан
Навои вилоячӗ
Туркменистан
Балкан велаячӗ
Туркменистан
Дашогуз велаячӗ
Узбекистан
Хорезм, Бухара вилоячӗсем

Каракалпакстан Республики Узбекистанӑн ҫурҫӗр-анӑҫ енче вырнаҫнӑ. Унӑн лаптӑкӗ — 166 600 ҫм² (Узбекистан ҫӗрӗн 40 %). Лаптӑк тӑрӑх вӑл Узбекистанти чи пысӑк регион. Каракалпак Республики ҫурҫӗрте — Казахстанӑн Актобе облаҫӗн Байганин районӗпе, ҫурҫӗр тухӑҫра — Казахстанӑн Кызылорда облаҫӗн Казалы, Кармакшы районӗсемпе, ҫурҫӗр-анӑҫра тата анӑҫра — Казахстанӑн Мангистау облаҫӗн Бейнеу, Мангистау, Каракия районӗсемпе, кӑнтӑрта — Туркменистанӑн Балкан, Дашогуз велаячӗсемпе, кӑнтӑр-тухӑҫра — Узбекистанӑн Хорезм, Бухара вилоячӗсемпе, тухӑҫра — Узбекистанӑн Навои вилоячӗпе чикӗленет.

Республика Туран айлӑмӗнче вырнаҫнӑ. Ҫурҫӗр-анӑҫра унпа Каракум пушхирӗ чикӗленет, ҫурҫӗр-анӑҫра Устюрт платовӗ ларать, ҫурҫӗр-тухӑҫра вара Кызылкум пушхирӗ.

Каракалпакстан ҫӗрӗн йышне типсе ларнӑ Арал тинӗсӗн кӑнтӑр пайӗ кӗрет. Хальхи вӑхӑтра ку вырӑнта ҫӗнӗ Аралкум пушхирӗ йӗркеленет, Амударья юханшывӗн айӗнчи юхӑмсем типсе лараҫҫӗ.

Пушхирӗн тӗсӗ — бархан хӑйӑрӗсем. Каракалпакстанта экологиллӗ инкек зони пур — Арал тинӗсӗн типсе ларни.

Каракалпак Республикин ҫӗрӗн 80 % яхӑн (13,67 млн га) — пушхирсем.

Remove ads

Кунҫул

Хорезм йышӗнчи Аваллӑх тата малтанхи Вӑтам Ӗмӗрсем

Thumb
Ахеменидсен хӗсметӗнчи хорезм салтакӗ. П. э.-ччен 470 ҫ
Thumb
Хорезм фрескин пайӗ. П. э.-ччен V—III ӗмӗрсем

Кунҫуллӑ пӗлӗм тӑрӑх, хальхи Каракалпастан ҫӗрӗнче неолит тапхӑрӗнчен пуҫласа ҫынсем пурӑннӑ.

Авалхи вӑхӑтра ку ҫӗрпе хальхи Хорезм вилоячӗ, тата Туркменистанӑн ҫумӗнчи ҫӗрӗсем — Хорезм патшалӑхне йӗркеленнӗ. Пирӗн эрӑччен VI ӗмӗртен пуҫласа 1924 ҫул таран вӑл пулнӑ[4]. Хорезм Вӑтам Азири чи авалхи патшалӑхсенчен пӗри пулнӑ.

Каракалпак Республикинчи 300 ытла археолоогиллӗ объектсем пур.

Геродотӑн «Историйӗсем» тӑрӑх, Хорезм Перс империйӗн 16-мӗш сатрапине кӗнӗ тата хорезмсем п. э.-ччен 480 ҫулта Ксерксӗн Грецие ҫар ҫулӗнчи ахеменидсен енче хутшӑннӑ. Ахеменид империйӗн тӗп хулине — Персеполя тума хорезмсем пулӑшнӑ. Хорезм салтакӗсем империн тӗрлӗ пайӗсенче хӗсметре пулнӑ. Македони Александрӗн Вӑтам Азие ҫар ҫулӗсемччен, п. э.-ччен V ӗмӗрте Хорезм ахеменидсенчен пӑхӑнманлӑхлӑ пулса тӑнӑ.

П. э.-ччен V ӗмӗрте арамей ҫырулӑхӗн тӗпӗнчен хорезм ҫырулӑхӗ ҫуралнӑ. Авалхи Топрак-кала хулашӗн ҫӗрӗнче археологсем хорезмле ҫырнӑ хутсен пуххи тупнӑ. Хорезм ҫырулӑхне XVIII ӗмӗр таран усӑ курнӑ. Авалхи хорезмсен тӗп тӗнӗ зороастризм пулнӑ.

Авалхи Хорезмӗн патшисенчен манетсене кӑларакансем кӑна паллӑ: Артав (п. эрӑн I ӗмӗрӗ), Артрамуш (II ӗ. вӗҫӗнчен III ӗ. пуҫламӑшӗ таран), Вазамар (III ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫури)[5].[6].

Ҫӑлкуҫсем тӑрӑх п. эрӑн I ӗмӗрӗнче ҫӗнӗ хорезм тапхӑрӗпе ҫӗнӗ календарӗ йышӑннӑ. Абу Рейхан аль-Бируни паллӑ хорезм тӗпчевҫи каланӑ тӑрӑх, чи малтан хорезм ҫул шучӗ п. э.-ччен XVIII ӗмӗрте йышӑннӑ.

П. эрӑн I ӗмӗрӗн варринчен II ӗмӗр вӗҫӗ таран Хорезм Кушан патшалӑхӗн витӗмӗнче пулнӑ. IV ӗмӗр пуҫламӑшӗнче, Африг падишах тапхӑрӗнче Хорезмӗн тӗп хули — Кят хули пулса тӑнӑ. 305—995 Хорезмре Афригид династийӗ ертсе пынӑ, вӗсен патшисен титулӗ — хорезмшах пулнӑ. 567—658 ҫулсенче Хорезм Тӗрӗк каганлӑхӗн витӗмӗнче пулнӑ. Ҫав вӑхӑтри китай ҫӑлкуҫӗсенчи Хусыми (呼似密) ятпа паллӑ.

IX—XV ӗмӗрсем, Хорезм, Ылтӑн Урта тата Тимуридсен патшалӑхӗсен йышӗнче

IX ӗмӗрте огузсем хушшинче хорезм укҫа система сарӑлать[7].

X ӗмӗрте Хорезм хулисем питӗ аталанма пуҫланнӑ. Хорезм купсисем туркменсен ҫӗрӗсене, анӑҫ казахсен ҫӗрӗсене, АтӑлҫиеХасар Енпе Пӑлхар Енне, тухӑҫ Европӑна сутма кайнӑ.

1219—1221 ҫулсенче Чингисхан монголӗсем Хорезмшахсен патшалӑхне аркатнӑ, нумайрахӑш хуласем пӗтнӗ. Монголсем Амударья юханшывӗ Каспи тинӗсӗн енне ҫавӑрттарнӑран кунти каракалпаксем урӑх ҫӗрсене пурӑнма кайнӑ.

Thumb
Нухай Урти

Каракалпак кунҫулӗ Нухай ханлӑхӗнчен пуҫланать. XIV ӗмӗр вӗҫӗнче нухай паттӑрӗ Едигей ханлӑх йӗркеленӗ. 1419 ҫулта Егидей вилнӗрӗн Нухай ханлӑхӗ вӑйсӑрланма пуҫланнӑ. XVI ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче Нухай ханлӑхӗ виҫӗ патшалӑх ҫине пайланнӑ: Алтыулы Урти, Кӗҫӗн Нухай Урти, Мӑн Нухай Урти.

XVI—XVIII ӗмӗрсем, Хорезм йышӗнче

Сырдарьяпа Амударья ирӗклӗ ҫӗрсем хушшинче ҫӗр хуҫалӑхӗшӗн Кувандарьяран шыва усӑ курса кунта анатри каракалпаксем пурӑнма пуҫланӑ.

XVII—XVIII ӗмӗрсенче Хива ханлӑхӗнчи тӗп вӑйсем узбек ӑрӑвӗсем пулнӑ: кунгратсем, наймансем, киятсем, мангытсем, нукузсем, канглы тата кипчаксем[8]. Вӗсенче кунграт ӑрӑвӗ чи вӑйлӑ пулса тӑнӑ.

1512 ҫулта арабшахид династийӗ ертсе пыма пуҫланӑ. Вӗсен ертсе пынин тапхӑрӗн эконномики аталаннӑ пулнӑ. 1740 ҫулта юлашки хан Ильбарс-хан II Надир-шахран вӗлернӗ.

XVII ӗмӗр пуҫламӑшӗнче нухайсене калмӑксем ҫӗнтерсе аркатнӑ. Нумайрахӑш нухайсем Крым ханлӑхне пурӑнма кайнӑ, каракалпаксем вара — Алтыулы Уртин ҫӗрӗсене, Аралҫумпа Сырдарья тӑрӑхне.

XVIII ӗмӗр пуҫламӑшӗ патне Сырдарья хӗррисенчи пурӑнакан каракалпаксем пӗрлешесшӗнччӗ. Куна Кучукхан, Табурчапа Гаиб султансем тума тӑрӑшнӑ. 1723 ҫулта Сырдарья варрине калмӑксе ҫапӑҫса илнӗ чух, каракалпаксем сыхланса каймалла пулнӑ. Вӗсем икӗ ушкӑн ҫине пайланнӑ: 1-мӗш Сырдарьян тури юхӑмне Ташкентелле кайнӑ, 2-мӗш вара — Сырдарьян анатри юхӑмӗнче пурӑнма пуҫланӑ.

1763 ҫулта Хорезмре узбек ӑрӑвӗн Мухаммад Амин пулса тӑнӑ, унӑн титулӗ инак. Ҫав вӑхӑтра каракалпаксем таврӑнма пуҫланӑ[9]. Мухаммад Амин Бухараран (1782 ҫулта), туркменсенчен (1770) хӳтӗленнӗ.

1790 ҫулта Хорезмре Мухаммад Аминӗн ывӑлӗ Аваз ертсе пыма пуҫланӑ. Вӑл Хива влаҫне хирӗҫ пӑлханакан арал ӑрӑвӗсемпе вӑрҫланӑ.

XIX ӗмӗр, XX ӗмӗр пуҫламӑшӗ, Хива ханлӑхӗн йышӗнче

Сырдарьяпа Амударья хушшинчи анатри каракалпаксем Кувандарьяпа Жанадарьяран шыв усӑ курса пушхире шӑварнӑ.

1811 ҫулта каракалпак тата арал ӑрӑвӗсене Хива ханӗ ҫапӑҫса илнӗ. Хива патши Мухаммед Рахим-Хан Каракалпак Улусӗн йӗркелени ҫинчен хут кӑларнӑ[10]. 1812—1813 ҫулсенче Сырдарьяри анатри казахсем, 1820-мӗш ҫулсенче Мары парӑннӑ.

1827 ҫулта Хива ханлӑхӗн йышӗнчи каракалпаксем пӗрремӗш пысӑк пӑлхану тунӑ. Айдос-Бий паттӑр парӑннӑ. 1830—1831 ҫулсенче, Аллакули-хан влаҫӗн тапхӑрӗнчи Куня-Ургенч канал тунӑ[11].

1846 ҫулхи раштавра Ӑренпура Хива элчисем килнӗ — Клыч Ниязмухаммедов тата Шукруллабай Мискинов. 1847 ҫулхи пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче вӗсем Питӗре килнӗ. Элчӗсем Раҫҫей тунӑ Сырдарья ҫумӗнчи Раим керменне аркатни ҫинчен ыйтнӑ, Николай I ҫакна «ҫук» хуравланӑ. 1847—1848 ҫулсенче хивасемпе раҫҫейсем хушшинче пӗчӗк ҫапӑҫусем пулнӑ. 1850 ҫулта Хиваран Раҫҫее тепӗр элчӗ — Ходжа Мехрем Аллабердыев кайнӑ. Ку килӗшӳсенчен Раим ыйтӑвӗ татса паман[12].

1855 ҫулта Хива ханӗ Мухаммад Амин-хан Серахс ҫапӑҫӑвӗнче вилнӗ, ҫул ҫурӑран Абдулла-хан та вилнӗ. Малалли хан Кутлуг Мурад-хан вӗлерме тапӑннинчен вилнӗ. 1856 ҫулта Саид Мухаммад-хан ертсе пыма пуҫланӑ. Вӑл 1858 ҫулхи казахсемпе каракалпаксен пӑлханӑвне парӑнтарнӑ. Пӑлханакан каракалпаксем вырӑс ертсе пырӑвӗнчен пулӑшу ыйтнӑ, Амударья флотилийӗ Кунграда хӳтӗленме пулӑшнӑ[13]. Хиваран пӑхӑнман каракалпаксен патши Мухаммед Пан вӗлерме тапӑннинчен вилнӗ.

1873 ҫул таран каракалпаксем Хива ханлӑхӗн йышӗнче пурӑннӑ, унтан Сырдарья облаҫӗн Амударья уйрӑмӗнче. 1918 ҫулта Раҫҫейри совет влаҫӗн килни хыҫҫӑн — Хорезм Халӑх Совет Республикипе Туркестан АССР-та.

Совет Пӗрлешӗвӗн йышӗнче

Thumb
«Каракалпак АССР-не 50 ҫул» марка. ССРП Почта, 1975 ҫул.

1924 ҫулта Турткуль хулинче тӗп хулапа Кара-Калпак автономиллӗ облаҫӗ йӗркеленӗ. Вӑл Туркестан АССРАмударья облаҫӗн тата Хорезм ХСРХоджейли, Кунград районӗсен ҫӗрӗнче туса хунӑ.

1925 ҫ. нарӑсӑн 12—19 батраксен, дехкансен, хӗрлӗ армисен депутачӗсен Йӗркелӳ пуххин йышӑнӑвӗ тӑрӑх Кӑркӑс АССР-н (унтан Казах АССР ятпа) йышне кӗрекен Кара-Калпак автономиллӗ облаҫӗн туса хуни ҫинчен пӗлтернӗ.

1930 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Кара-Калпак АО Казах АССР-н йышӗнче уйӑрса РСФСР йышӗнче юлнӑ.

Thumb
Куҫан каракалпаксем. 1932 ҫул.

1932 ҫулхи пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче АО вырӑнне АССР статус илнӗ, Кара-Калпак АССР пулса тӑнӑ. Унӑн тӗп хули Нукус хулине куҫарса кайнӑ.

1936 ҫулхи раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Кара-Калпак АССР Узбек ССР йышне кӗртнӗ. 1964 ҫулта Каракалпак АССР ят панӑ.

1990 ҫулхи раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Каракалпак АССР-н Мӑн Канашӗн сессинче Патшалӑх пӑхӑнманлӑхӗн декларацийӗ йышӑннӑ. Вӑл тӑрӑх пӗтӗм республика референдумпа Каракалпак АССР никамран пӑхӑнман патшалӑх пулса тӑма пултарать.

1992 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Каракалпак Республики ятпа пулса тӑнӑ[14]. 1993 ҫулта Узбекистанпа 20 ҫуллӑ килӗшӳ ҫырнӑ, вӑл тӑрӑх Каракалпакстан Узбекистан йышне кӗрӗт. Ку килӗшӳре Узбекистант йышӗнчен тухма ирӗк пур[15].

Thumb
Жокаргы Кенес (Мӑн Канаш). Каракалпакстан Республикин парламенчӗ.

Узбекистан йышӗнче

ССРП арканнӑран Узбекистан пӑхӑнман пулса тӑнӑ, Узбек ССР-тан хӑй ятне Узбек Республики ятне улӑштарнӑ, ун йышӗнче Каракалпак АССР юлнӑ. 1991 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Узбекистан пек, Каракалпакстан та хӑйӗн ятне Каракалпак АССРӗнчен Каракалпак Республики (Каракалпакстан) тесе улӑштарнӑ. Унӑн президенчӗ Даулетбай Шамшетов Нуратдинович пулнӑ, анчах ӑна Камаловсемпе республика прокурорӗ Амин Тажиев сирпӗтсе антарнӑ. Республика 1993 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен хӑйӗн шалти ӗҫӗсенче темле автономипе пулнӑ. Каракалпакстан Республикин Мӑн Канашӗ — республикӑн чи аслӑ саккун кӑларакан органӗ, Каракалпакстан Республикин Министрсен Канашӗ — унӑн чи аслӑ ӗҫ тӑвакан органӗ.

1992 ҫулхи раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Мӑн Канашӗ Каракалпакстанӑн патшалӑх ялавӗ йышӑннӑ. 1993 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Каракалпак Республикин ертсе пырӑвӗпе Узбекистан хушшинче «Узбекистан Республикин йышне Каракалпакстан Республикин 20 ҫул ҫине кӗни» ҫинчен килӗшӳ ҫырнӑ. 1993 ҫулхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Каракалпакстанӑн Мӑн Канашӗ Каракалпакстан Республикин конституцийӗ, Каракалпакстанӑн патшалӑх гербӗ йышӑннӑ. 1993 ҫулхи раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Каракалпакстанӑн патшалӑх гимнӗ йышӑннӑ.

2022 ҫулта Узбекистан президенчӗ Шавкат Мирзиёев Узбекистан конституцине улӑштарас тесе тӳрлетӳсем сӗннӗ, вӗсенчен пӗри Каракалпакстанӑн уйӑрӑлма ирӗкне пӑрахӑҫланӑ. Каракалпаксем кунпа килӗшейментен Нукусра, Чимбайра, Муйнакра протестсем пуҫланӑ. Вӗсене пула протестлекенсен енчен те, полици енчен те, вилнисем, аманнисем пур. Каракалпакстан статусӗ ҫинчен тӳрлетӳ йышӑнман.

Remove ads

Халӑх

2019 ҫулхи ака уйӑхӗнче Каракалпакстанта 1,875 млн ҫын пурӑнать[16]. 2024 ҫулхи пӗлӗм тӑрӑх — 2 015 000 ҫын[1].

Халӑхсем

2021 ҫулта Каракалпакстанти халӑхсем (пӗр пин ытла халӑхсем кӑтартнӑ)[17]:

Администрациллӗ-территориллӗ тытӑмлӑх

Тĕп статья: Каракалпакстанӑн администрациллӗ-территориллӗ пайланӑвӗ
Thumb
Каракалпакстанӑн администрациллӗ пайланӑвӗ.

Каракалпакстан хӑй администрациллӗ-территориллӗ тытӑмлӑхне хӑйне йышӑнать[18].

Администрациллӗ центр — Нукус.

Администрациллӗ виҫесен кунҫулӗ

1931 ҫулта Каракалпак АО 11 район ҫине пайланнӑ:

  • Кара-Узяк районӗ, центр — Кара-Узяк кишлакӗ;
  • Кегейли районӗ, центр — Нукус кишлакӗ (Кегейли кишлакӗ);
  • Кипчак районӗ, центр — Кипчак кишлакӗ;
  • Кунград районӗ, центр — Кунград хули;
  • Муйнак районӗ, центр — Муйнак сали;
  • Тамды районӗ, центр — Тамды-Булак ялӗ (аулӗ);
  • Тахтакупыр районӗ, центр — Тахтакупыр хепӗ;
  • Турткуль районӗ, центр — Турткуль хули (Шурахан сали);
  • Ходжейли районӗ, центр — Ходжейли посёлокӗ;
  • Чимбай районӗ, центр — Чимбай хули;
  • Шаббаз районӗ, центр — Шейх-Абаз кишлакӗ.

1936 ҫулта Куйбышев районӗ йӗркеленӗ[19]. 1943 ҫулта Тамды районӗ Бухара облаҫӗн йышне кӗртнӗ.

1950 ҫулта Шуманай районӗ йӗркеленӗ, 1952 ҫута — Кенес районӗ. 1957 ҫулта Кипчакпа Кенес районӗсене пӑрахӑҫланӑ, Амударья районӗ йӗркеленӗ, Шаббаз районне Беруни районӗ ят панӑ.

1963 ҫулта Бируни, Кунград, Муйнак, Тахтакупыр тата Шуманай районӗсене пӑрахӑҫланӑ. Кӑҫалта Муйнак промышленоҫ районӗ йӗркеленӗ, анчах пӗр ҫултан ӑна ахаль район статус панӑ.

1964 ҫулта Бируни тата Кунград районӗсем, 1965 ҫулта — Тахтакупыр районӗ, 1967 ҫулта — Шуманай районӗ, 1968 ҫулта — Нукус районӗ, 1970 ҫулта — Ленинабад районӗ (хальхи вӑхӑтра — Канлыкуль районӗ), 1975 ҫулта — Караузяк районӗ, 1977 ҫулта — Элликкала районӗ, 1979 ҫулта — Бозатау районӗ йӗркеленӗ.

1988 ҫулта Бозатау районӗ пӑрахӑҫланӑ, анчах 1990 ҫулта тепре йӗркеленӗ[20]. 2004 ҫулта тепӗр хут пӑрахӑҫланӑ[21], 2019 ҫулта каллех йӗркеленӗ. 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ходжейли районӗнчен уйрӑлса Тахиаташ районӗ йӗркеленӗ[22][23].

Хальхи администрациллӗ пайлану

Каракалпакстан йышне 16 район тата пӗр республика пӗлтерӗшлӗ хула кӗрет.[24]:

Подробнее №, Район ...
Remove ads

Политикӑллӑ тытӑмлӑх

Статус

Узбекистан конституцийӗ тӑрӑх

Узбекистан Республики конституцийӗн XVII-мӗш сыпӑкӗнче Каракалпакстан статусӗ ҫинчен ҫырса панӑ, 85-мӗш статья тӑрӑх: «Суверенлӗ Каракалпакстан Республики Узбекистан Республикин йышне кӗрет. Каракалпакстан Республикин суверенитечӗ Узбекистан Республикипе хӳтӗленет»[26]. 90-мӗш статья тӑрӑх «Узбекистан Республикипе Каракалпакстан Республики хушшинчи пӗр-пӗринпе ҫыхӑнусем Узбекистан Республикипе Каракалпакстан Республикин килӗшӗвӗсемпе пурнӑҫланаҫҫӗ»[26].

Узбекистан конституцийӗн 22-мӗш статйи тӑрӑх: «Каракалпакстан Республики элтешӗ, пӗр вӑхӑтра, Узбекистан Республики элтешӗ шутланать»[26].

Каракалпакстан конституцийӗ тӑрӑх

Каракалпакстан Республики конституцийӗн 1-мӗш статйи тӑрӑх Каракалпакстан ку «Узбекистан Республики йышне кӗрекен суверенлӗ демократиллӗ республика» тата Каракалпакстан халӑхӗнчи пӗтӗм референдумпа вӑл унран (Узбекистан йышӗнчен) тухма ирӗклӗ[27][28].

1990 ҫулхи раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Каракалпак АССР-н Мӑн Канашӗ Каракалпакстан Республикин патшалӑх суверенитечӗ декларацине йышӑннӑ. 1993 ҫулхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Каракалпакстан Республикин Мӑн Канашӗ Каракалпакстан Республики конституцийӗ йышӑннӑ.

Узбекистан Республикин пӑхӑнманлӑх декларацийӗ тӑрӑх

Каракалпак Автономиллӗ Совет Социализм Республики суверенитечӗ автономиллӗ республикӑн конституципе сыхланать. Каракалпак АССР-н тӗп саккунӗпе тата Узбек ССР-н конституципе Узбек ССР Каракалпак АССР-н кӑсӑкӗсене хӳтӗлет[29].

Узбекистан Республикин «Патшалӑх пӑхӑнманлӑхӗн тӗпӗсем ҫинчен» саккунӗ тӑрӑх

Узбекистан Республики, Узбекистан Республикин йышӗнчи Каракалпакстан Республикин суверенитечӗпе территориллӗ пӗрлӗхне, йышӑнать. Узбекистан Республикипе Каракалпакстан Республики хушшинчи пӗр-пӗринпе ҫыхӑнусем танлӑх тӗпӗнче, икӗ енлӗ килӗшӳсемпе тунӑ.

Саккун тӑрӑх Каракалпакстан Республикин Узбекистан Республики йышӗнче тухма ирӗкӗ сыхланать[30].

Ертсе пыру

Узбекистанӑн патшалӑх символӗсемсӗр пуҫне Каракалпакстанта патшалӑх символӗсем те пур: ялав, герб, гимн. Ку республикӑн тӗп саккунӗ, ертсе пырӑвӗ тата парламенчӗ пур.

Республика пуҫлӑхӗ Жокаргы Кенес ертӳҫи шутланать. Республика ертсе пырӑвӗн пуҫлӑхӗ Министрсен Канашӗн ертӳҫи. Патшалӑх валюти — узбек сумӗ.

Узбекистан Республикин конституцийӗн XVII сыпӑкӗн 74-мӗш статйи тӑрӑх пӗтӗм Каракалпакстан халӑхӗн референдумӗпе Каракалпакстанӑн Узбекистантан тухма ирӗкӗ пур[31].

Узбекистан Сеначӗн Олий Мажлисӑн ертӳҫин пӗр ҫумӗ Каракалпакстантан пулмалла[32].

Узбекистанӑн Министрсен Кабинетне Каракалпакстанӑн ертсе пыру пуҫлӑхӗ кӗрет[33].

Каракалпак АССР-н — Каракалпакстан Республикин президенчӗ

  1. Шамшетов Даулетбай Нуратдинович (1991 ҫ. чӳкӗн 11 — 1992 ҫ. ҫӗртмен 20)

Жокаргы Кенесӗн ертӳҫи

  1. Шамшетов Даулетбай Нуратдинович (1991)
  2. Аширбеков Уббинияз Аширбекович[34] (1992—1995, 1995—1997)
  3. Камалов Тимур Камалович (1997 ҫ утӑ — 2002 ҫ. ҫӑвӑн 3)[35]
  4. Ерниязов Муса Тажетдинович (2002 ҫ. ҫӑвӑн 3 — 2020 ҫ. утӑн 31)
  5. Камалов Мурат Каллибекович (2020 ҫ. юпан 2[36] — 2022 ҫ. ҫурлан 26)
  6. Орынбаев Аманбай Тлеубаевич (2022 ҫ. ҫурлан 26-мӗшӗнчен пуҫласа хальхиччен)

Министрсен канашӗн ертӳҫи

  1. Таджиев Амин Хамраевич (1989 ҫ утӑ — 1992 ҫ кӑрлач)
  2. Юлдашев Реджепбай (1992—1995)
  3. Джуманиязов Бахрам Сатымбаевич (1995 ҫулхи нарӑс — раштав)
  4. Авезматов Сапарбай (1995 ҫ раштав — 1998)
  5. Таджиев Амин Хамраевич (1998 ҫ юпа — 2002 ҫ. юпан 7)[37]
  6. Танирбергенов Турсынбай Тлеубанович (2002—2006)
  7. Янгибаев Бахадир Янгибаевич (2006 ҫ. авӑнӑн 23 — 2016 ҫ. юпан 13)[38][39]
  8. Сариев Кахраман Раматуллаевич (2016 ҫ. юпан 14-мӗшӗнчен пуҫласа хальхиччен)[40]
Remove ads

Экономика

Каракалпакстан Республикин тӗп ял хуҫалӑх отраслӗсем — тыр-пул туса илни (тырӑ тата ыраш), мамӑк ҫитӗнтерни, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетни, ҫӑра ӗрчетни. Промышленоҫпа туни та пӗлтерӗшлӗ отрасльсем шутланаҫҫӗ.

Вӗрентӳ

  • Ажинияз ячӗллӗ Нукус патшалӑх педагогика институчӗ
  • Бердах ячӗллӗ Каракалпак патшалӑх университечӗ
  • Каракалпак медицина институчӗ
  • Нукусри Ташкент пӗлӗм технологисен университечӗ филиалӗ
  • Нукусри Узбекистан патшалӑх консерваторийӗ филиалӗ
  • Ташкент патшалӑх ял-хуҫалӑх университечӗ филиалӗ
  • Ӳнерпе культура патшалӑх институчӗ

Асӑрхавсем

Вуламалли

Каҫӑсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads