Анатри чăвашсем

чăваш халăхĕн этнографи ушкăнĕ From Wikipedia, the free encyclopedia

Анатри чăвашсем
Remove ads

Анатри чăвашсем (Хирти; Аnаtri çävаşsеm) — чăваш халăхĕн этнографи ушкăнĕ. Этнографсем виç ушкăна пайлaççĕ: çypçĕр (Енĕш тата Вăрăм юханшывĕсем хушшинчи); хĕвеланăç (Пăлапа Хырла хушшинчи); кăнтăр (Кĕтне, Хырла хушшинчи).

Краткие факты Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ, Чĕлхе ...
Thumb
Анатри чăвашсем йăлана кĕнĕ тумтирĕсенче
Remove ads

Пурăнакан тăрăхĕсем

Thumb
Чăваш Республикин этноссен картти.

Анатри чăвашсем пурăнакан тăрăх анат енчи чăвашсен тăрăхĕпе чикĕленет, чикĕ Вăта юханшывĕ тăрăх вырнaçнă. Анатри чăвашсем пурăнакан тăрăха: Канаш, Кaçaл, Патăрьел, Шăмăршă, Тăвай, Йĕпрeç тата Елчĕк районĕсем кĕрeççĕ. Анатри чăвашсем Тутарстанра, Пушкăртстанра, Чĕмпĕр, Самар, Ĕренпур тата Сарăту облаҫĕсенче те пурăнаҫҫĕ.

Генезис

Анатри чăвашсем XVI ĕмĕрте пулса кайнă. Paççeй, Хусан ханлăха çĕнтернĕ хыççăн, Вырăс патша администрацийĕ, Чăваш Енĕн вăтам тавралăхăн, Хусан тавралăхăн халăха, Чăваш Енĕн кăнтăр енчи сахал пурăнакан çeçeнхир çĕрĕсем çине хăваласа кăларнă[2].

Петр Третьяков тĕпчевĕсем тăрăх хальхи Чăваш Ен çĕрĕсен кăнтăр-хĕвелтухăç пайĕ, анатри чăвашсен пурăнакан вырăнĕ, Атăлçи Пăлхар патшалăхне çирĕп кĕрсе вырнaçнине палăртнă. Совет тухăç ăслăлăхĕ, тарихшы-арабист, Андрей Ковалевский этнограф çaпла çырнă: монголсем XIII–XIV ĕмĕрте тапăннă хыççăн Пăлхар патшалăхне аркатса тăкнă. Çавăнпа та çaк çĕрсем çине хĕвелтухăç енчен тарса килнĕ халăх, пăлхар компонентне, ку çĕрсенче тата ытларах вăйлатнă.

Remove ads

Антропологи

Анатри чăвашсене, Вирьял чӑвашсемпе танлаштарсан, европеоид компоненчĕ чылайрах курăнать. Патăрьелпе, Елчĕк районĕсенче пурăнакансен: тĕттĕм пигментаци, вăтам пӳллĕ, çӳллĕ сăмса кăкĕ пысăк, пит-кyça вăйлă асăрхаттармалли процент. Çак паллăсем понтика типне кăтартaççĕ[4].

Тумтир

Thumb
Анатри чăвашсен йăлана кĕнĕ хĕр тумтирĕ.

Чăвашсемпе тутарсен вăрах хутшăнăвĕсене пула, чăвашпа тутар тумтирĕсен пĕрпеклĕхĕсем нумай.

Ӳчĕ çине кĕпе тăхăннă. Кĕпесене тĕрлĕ пахалăхлă пиртен çĕленĕ, ку килйыш пуянлăхĕнчен килнĕ. Ĕлĕк, кĕл тунă чух, шурă кĕпе йӳле ярса тăхăнă, ун çине пиçиххи çыхнă[3].

Çавăн пекех пăхăр

Асăрхавсем

Kaçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads