Елчĕк районĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Елчĕк районĕ, — Чăваш Енре кăнтăр-хĕвелтуăç енче вырнаçнă район, 1927 çулхи авăн уйăхĕн 5 туса хунă. Çӳрçĕр, хĕвелтухăç тата кăнтăр енче Тутарстан Республики юнашар вырнаçнă. Чăваш Енĕн Комсомольски районĕ хĕвеланăç енче, Патăръел районĕ — кăнтăр-хĕвеланăç енче вырнаçнă.
Район лаптăкĕ 567,2 км2. 1999 çулта 27, 5 пин çын пурăннă (1979 — 35,2, 1989 — 28,5 пин çын). Ял çыннисем 53 ялта пурăнаççĕ. 97% — чăвашсем, çавăн пекех тутарсемпе вырăссем пурăнаççĕ.
Район администрациĕ Елчĕкре вырнаçнă.
Remove ads
Тавралăхĕ

Паллă çынсем
- Агеев Владимир Иванович, — график, ӳнерçĕ.
- Бикулова Мария Григорьевна, — драма актриси.
- Голубева Вера Ивановна, — актриса.
- Демидов Андрей Демидович, — график, живописец.
- Елен Нарпи, — çыравçă.
- Иванов Алексей Иванович, — журналист.
- Игнатьев Ардалион, - спортсмен,Олимп чемпионĕ.
- Корчакова Светлана Васильевна - — актриса.
- Кузнецов Григорий Иванович, — литература критикĕ.
- Кузнецов Иван Данилович, - профессор.
- Максимов Николай Петрович, — театр ӳнерçи.
- Молодов Игнатий Осипович, — актёр.
- Мясников Александр Фёдорович, — график, живописец.
- Петров Пётр Варфоломеевич, — живописец.
- Турхан Якку, — сăвăçă, куçăруçă.
- Турхан Хветĕр, — сăвăçă.
- Турхан Энтри, — сăвăçă, куçаруçă.
- Христофоров Иван Иванович, — юрăçă.
- Федорова Любовь Михайловна, — çыравçă.
- Шакова Лидия Александровна, — актриса.
- Эктел Василий Петрович, — прозаик, публицист, ӳнерçĕ.
- Ятманов Николай Осипович, — архитектор.
Remove ads
Администрациллĕ пайлану
Районти ял тăрăхĕсен шутне çаксем кĕреççĕ:
- Аслă Таяпа ял тăрăхĕ - Аслă Таяпа;
- Аслă Елчĕк ял тăрăхĕ - Аслă Елчĕк;
- Кӳльпуç ял тăрăхĕ - Кӳльпуç ялĕ;
- Лаç Таяпа ял тăрăхĕ - Лаç Таяпа;
- Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ - Кĕçĕн Таяпа ялĕ;
- Курнавăш ял тăрăхĕ - Курнавăш;
- Тăрăм ял тăрăхĕ - Тăрăм;
- Елчĕк ял тăрăхĕ - Елчĕк;
- Тимеш ял тăрăхĕ - Аслă Пăла Тимеш.
Кĕперсем
- Елчĕк районĕн картти (вырăсла)
Асăрхавсем
Вуламалли
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads