From Wikipedia, the free encyclopedia
Киев (укр. Київ [ˈkɪjiu̯]) — Украинӑн тĕп хули. Днепр юханшыв хӗрринче ларать.
Археологи тĕпчев ĕçĕсем кăтартнипе Киев облаçĕнчи пурăну вырăнĕсем 15 000—20 000 çул каяллах пулнă.
Бронза ĕмĕрĕ тапхарĕнче кăнтăр-анăç территоринче шурă грудов культури ? пулнине кăтартнă. Энеолитпа (пăхăр ĕмĕрĕ) неолит тапхăрĕсене триполи культури палăкĕсем кăтартаççĕ, çак саманана тĕпчевçĕсем виççе пайлаççĕ: малти пирĕн эрăччен (4 500 — 3 500), вăтам (3 500—2750) тата кайри (2 750 — 2 000) çулсем.
Пирĕн эрăччен I пинçуллăхăн иккĕмĕш пайĕнче — I пинçуллахан пĕрремĕш пайĕнче Киевçумĕн çурçĕр-анăçĕнче Зарубинĕç культури аталанса пынă.
Хальхи Киев (хулипе облаçĕ) вырăнĕнче Тимĕр ĕмĕрĕнче чернях археологи культури (ăна çаплах «кейӳ культури» тесе палăртаççĕ) пулни паллă, унăн ӳсĕмĕ II—V ĕмĕрсенче анăç енчен Анат Потанавçи çеçенхирлĕ-вăрманлă çĕрĕсенчен пуçланса тухăçра Днепрăн сулахай çыранĕсемпе Чернигов çĕрĕсене çитиччен сарăлнă.
Хулана никĕслени çинчен пĕр халап çӳрет. Вăл халап тăрăх хулана Кий, Щек, Хорив тата вĕсен аппăшĕ Лыбидь V ĕмĕрте никĕсленĕ. Вăл полянсен тĕп вырăнĕ пулса тăмалла пулнă. Хула ятне аслă пиччĕшĕн ячĕпе панă.
Хулана никĕсленĕ çул шутне 482 çула усă кураççĕ. Пĕрремеш хут вара хулана хут çинче 862 çулта асăннă. Вăл хут тăрăх хулана 854 çулта никĕсленĕ тенĕ.
882 çултанпа вăл Киев Руçĕн тĕп хули пулса тăрать. 1240 çулта хулана тутар-монголсем аркатнă. 1362 çултан пуçласа Аслă Литва Кнеçлĕхне тата Посполит Речне кĕрет.
1654 çултан пуçласа Раççей Империйĕ шутне кĕнĕ. 1934 çултанпа Украин ССРĕн тĕп хули. 1941 çулхи авăн уйăхĕн 19-мĕшĕпе 1943 çулхи чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕ хушшинче нимĕçсемнимĕçсен аллинче пулнă.
1917 çулхи чӳк — 1920 Киев алран ала куçнă, тăрăмĕ пĕрмаях улшăнса тăнă:
1918, кăрлач — 1919, ака — ирĕклĕ Украинăн (Тĕп Рада, Скоропадского Хетьмăнлăхĕ, Петлюрăн Директорийĕ) тĕп хули. Çав хушăрах, 1918 ç., совет Украина ССРĕн тĕп хули Харьков пулнă. 1934 ç. Совнарком йышанăвĕпе Украинăн тĕп хули ятне Харьковран Киевне куçараççĕ
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче Киев нимĕçсен тытăмĕнче авăн, 19, 1941 — чӳк, 6 1943 пулнă.[1] 1941 çулта, çурла-авăн уйăхĕсенче Киев çумĕнче Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин чи пысăк çапăçăвĕсенчен (Киев çапăçăвĕ (1941))пĕри пулса иртнĕ.
Хӳтĕлев тапхăрĕнчи паттăрлăх кăтартнăшăн, 1961 çулхи çĕртме, 21 СССР Аслă Канашĕн Хушăвĕпе Киев хулине паттăр хула чыслăх ретне кĕртнĕ; 1965 çулхи çу, 8 СССР Аслă Канашĕн Президиумĕ çирĕплетнĕ. 1991 раштав уйăхĕнчен Киев — ирĕклĕ Украина тĕп хули.
XVIII ĕмĕрĕн вĕçĕнче 30 000 яхăн çын пурăннă. Халăх çырăвĕпе (2001) Киевра 2 611 300 пурăнакан пулнă.
Киев Украинăн пысăк промăçлă тĕпĕ шутланать. Хулара халăх хуçалăхĕн пур отраçлĕсем ĕçлеççĕ, апат-çимĕç те, самолёт тăваканĕ те.
Пысăк транспорт çыххи (чукун çулпа шоссе çулĕсем; юханшыв порчĕ; Борисполе тĕнче аэропорчĕ тата çĕршывăн шалĕнчи Жуляны аэропорчĕ). Машинă тăвакан пысăк тĕпĕ; металлурги, çăмăл, полиграфиллĕ промăçлăхсем. 1960 ç. 3 йĕрлĕ, 56,5 çм тăсăлăвлĕ метрополитен (çавăн пекех Киев метрополитенĕ вулăр).
Киевра 27 музей, 25 театăр тата театров-студи (сăмахран, Украинăн Т. Г. Шевченко ячĕллĕ наци опера театăрĕ).
Киев хули этеплĕхпе ӳнерлĕх палăкĕсемпе пуян. Вĕсенчен чи чаплисем: Ылтăн хапха, Софи соборĕ (XI ĕмĕр), Выдуб мăнаçтырĕ (XI в.), комплекс сооружений Киев-Печерă лаври (XI—XVIII ĕмĕрĕсем), Михайлов Ылтан тăрăллă мăнаçтăр, Берестари Спас чиркĕвĕ (XII ĕмĕр), Чĕрĕлӳ барокко, Энтри, Покров, Троица чиркĕвĕсем, Кловпа Мариин керменĕсем.
Вăрман, парк тата сад лаптăкĕ хулан лаптăкĕн çурри ытла пулать. Хула картинче икĕ ботаника сачĕ.
Киевне тĕрĕсех тĕнчери чи симĕс хулисенчен пĕри теççĕ (тахçан вăл чи симĕсси шутланнă). Çу уйăхĕнче, хăш çул кĕр кунĕсенче те, капăр чечекленекен Киев каштанĕсем хула симвăлĕсем пулаççĕ.
Пысăк кинотеатрсем: «Жовтень», «Киев», «Украина», «Баттерфляй» 2009 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ..
Киев хули 10 районтан тăрать:
Днепрăн сылтăм енче:
Днепрăн сулахай енче:
Днепрăн сулахай çыранĕ:
Кий (кнеç), Çек и Хорив
Ольга (Киев арăм кнеç) — 945—957
Владимир I Святославич (Креститель) — 978—1015
Святополк I Окаянный — 1015—1016,1018—1019
Ярослав I Мудрый — 1016—1018,1019—1054
Изяслав Ярославич — 1054—1068,1069—1073,1077—1078
Святослав II Ярославич — 1073—1076
Всеволод Ярославич — 1076—1077,1078—1093
Святополк II Изяславич — 1093—1113
Владимир Всеволодович Мономах — 1113—1125
Мстислав Владимирович Великий — 1125—1132
Ярополк II Владимирович — 1132—1138
Всеволод II Ольгович — 1139—1146
Вячеслав Владимирович — 1146—1155 (только номинально, фактически — Изяслав)
Изяслав II Мстиславич — 1146—1149,1151—1154
Юрий Владимирович Долгорукий — 1149—1151,1155—1157
Ростислав Мстиславич — 1154—1155
Изяслав III Давыдович — 1157
Хулан пĕрремĕш пуçлăхне 1835 çулта суйласа лартнă.
1919 — хула пуçлăхĕн вырăнне «хула канашĕн ертӳçи» пулать.
Совет тăрăмĕ (1943—1991)
Совет тапхăрĕ хыççăн (1992 çултанпа)
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.