Татищево районӗ

Сарӑту облаҫӗнчи муниципаллӑ район From Wikipedia, the free encyclopedia

Татищево районӗ
Remove ads

Татищево районӗ (выр. Тати́щевский район) — Сарӑту облаҫӗн (РФ) администрациллӗ-территориллӗ виҫи (район) тата муниципаллӑ йӗркеленӗвӗ (муниципаллӑ район).

Краткие факты Патшалăх, Статус ...

Администрациллӗ центрТатищево ӗҫ поселокӗ (хула евӗр поселок).

Remove ads

Географи

Район Атӑл сӑртлӑхӗн сылтӑм хӗрринче, Сарӑтуран ҫурҫӗр-анӑҫалла вырнаҫнӑ. Рельеф уйлӑ, вӑрманлӑ. Чукун ҫул айккипе дача массивӗ итрет. Ҫулталӑкри вӑтам нӳрӗклӗхӗн шучӗ 375-360 мм/ҫул.

Район центрӗ Татищево (1965 ҫулччен ял пек) Медведицӑн сулахай юппин Идолга юханшывӗн хӗрринче лартнӑ. Районӑн кӑнтӑр енче унӑн йышне кӗмен Светлый поселокӗ вырнаҫнӑ, вӑл хупнӑ администрациллӗ-территориллӗ йӗркеленӳ шутланать.

Пӗтӗм усӑ курнин автоҫулӗсен вӑрӑмӑшӗ — 242 ҫухрӑм.

Чикӗсем

Подробнее Ен, Район е облаҫ ...
Remove ads

Кунҫул

1928 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗнче Анатри Атӑл крайӗнчи Сарӑту округӗн йышӗнчи Сарӑту тата Аткарск уесӗсенчен 4 пая уйӑрса Татищево районӗ туса хунӑ. Унӑн йышне Курдюм вулӑсӗнчен 15, Вязовка вулӑсӗнчен 8, Кологривовка вулӑсӗнчен 5, Лысые Горы вулӑсӗнчен 2 ял канашӗ кӗнӗ. Туса хуни хыҫҫӑн ҫӗнӗ районта 106,95 пин ҫӗр гектарӗ, 38 пин пурӑнан халӑх, 125 пурӑнан вырӑн, 42 шкул, 27 ял канашӗ, 22 колхоз, 4 арман, 5 хӗрлӗ вулавӑш, 5 вуламалли ҫурт, 10 халӑх ҫурчӗ (сов. нардом), 6 медицина ҫурчӗ, 3 амбулатори, 3 сывлӑх ҫурчӗ. 8-тан 50-ччен ҫуллӑ вулама-ҫырма пӗлмен ҫынсен йышӗ 10 пин ытла. Ака лаптӑк — 42,235 пин гектар. Районта ӗне выльӑх йышӗ — 11 пин, сурӑх — 50 пин, сысна — 2,8 пин, утар — 101. Телефон ҫыхӑнӑвӗ 5 ял канашӗнче кӑна пулнӑ — Кувыкӑра, Идолгӑра, Широкойӗре, Курдюмра, Татищевӑра. Мещановкӑра (Татищевӑра) влаҫ ҫурчӗшӗн вырӑн ҫука пула райӗҫтӑвком Октябрьский Городокра икӗ ҫул вырнаҫрӗ.

1934 ҫултан Сарӑту крайӗн, 1936 ҫултан Сарӑту облаҫӗн йышне кӗрет.

1959 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗнче пӑрахӑҫланӑ Вязовка районӗн[4] территорийӗн пайӗ, 1960 ҫулхи ҫӑвӑн 19-мӗшӗнче пӑрахӑҫланӑ Анлӑ Карамыш районӗн[5] территорийӗсен пайӗсем район йышне кӗнӗ.

1963 ҫулта район пӑрахӑҫланӑ, 1965 ҫулта тепре туса хунӑ[6].

Remove ads

Халӑх

Подробнее Халăх йышĕ ...

2023 ҫулхи кӑрлачӑн 1 пӗлӗмпе районта 30,1 пин ҫын пурӑнчӗ, вӗсенчен 7,6 пин ҫын (25,6 %) — Татищево ӗҫ поселокӗнче, 22,5 пин ҫын — ял пурӑнан вырăнӗсенче[19].

Халӑх йышӗ

2023 ҫулхи кӑрлачӑн 1 пӗлӗмпе районта 43 халӑх пурӑнать[19]:

Татищево районӗн халӑхӗсем
Халӑх%
1Вырӑссем83,2
2Украинсем3
3Мордвасем (Ирҫесемпе мӑкшӑсем)2,1
4Эрменсем2
5Чӑвашсем,
Тутарсем,
Чеченсем
1,3
Ыттисем8,4

Районти ялсенче тӗрлӗрен халӑхсен ушкӑнӗсем пур, вӗсенчен эрменсем (Агаревка), мордвасем (Беседка).

Ҫул-Ӳсӗм йышӗ

2023 ҫулхи кӑрлачӑн 1 пӗлӗмпе район ҫул-ӳсӗм йышӗ[19]:

  • 14 — 18 ҫулсенче 1433 ҫын
  • 19 — 34 ҫулсенче 5662 ҫын
  • 35 — 60 ҫулсенче 10 652 ҫын
  • 60 тата ватӑрах 7443 ҫын
Вӗсенчен
  • 5488 ҫын — ӗҫлеме пултаракан ҫул-ӳсӗмӗн ҫамрӑкрах
  • 16879 ҫын — ӗҫлеме пултаракан ҫул-ӳсӗмре
  • 7689 ҫын — ӗҫлеме пултаракан ҫул-ӳсӗмӗн ватӑрах

Муниципаллӑ тытӑмлӑх

Татищево муниципаллӑ районне 7 муниципаллӑ йӗркеленӳ кӗрет: 1 хула тӑрӑхӗ тата 6 ял тӑрӑхӗ[20][21].

Подробнее №, Муниципаллӑ йӗркеленӳ ...

Муниципаллӑ пайланӑвӑн кунҫулӗ

2005 ҫулта вырӑнти хӑйтытӑмлӑх тунишӗн муниципаллӑ районта 1 хула тата 10 ял тӑрӑхӗ йӗркеленӗ. 2013 ҫулта вӗсенчен малалла муниципаллӑ йӗркеленӳсем (МЙ) пӑрахӑҫланӑ: Мӑн Ивановка МЙ (Ҫырла Уҫланки МЙ-н йышне кӗнӗ)[22], Карамышка МЙ (Октябрьский МЙ-н йышне кӗнӗ)[23], Мизино-Лапшиновка МЙ (Вязовка МЙ-н йышне кӗнӗ)[24], Широкое МЙ (Идолга МЙ-н йышне кӗнӗ)[25]. 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Сторожёвка муниципаллӑ йӗркеленӗвӗ пӑрахӑҫланать тата унӑн территори Сарӑту хулин хула округӗн йышне кӗрет[26][27][28][29].

Remove ads

Пурӑнан вырӑнсем

Татищево районӗнче 57 пурӑнан вырӑн пур, вӗсенчен 1 хула (ӗҫ поселокӗ) тата 56 ял пурӑнан вырӑнӗ.

Подробнее Районта пурӑнан вырӑнсен ят-йышӗ, № ...

2025 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче пӑрахӑҫлакан Сторожёвка муниципаллӑ йӗркеленӗвӗн пур пурӑнан вырӑнӗсем Сарӑту хулин хула округӗн йышне кӗреҫҫӗ[26][27][28][29].

Remove ads

Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем

Муниципаллӑ пуху — вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн кӑтартакан органӗ. Муниципаллӑ районӑн пуҫлӑхӗ — Новикова Алефтина Сергеевна.

Татищево муниципаллӑ районӗн администрацийӗ — вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн ӗҫ тӑвакан органӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ — Александр Владимирович Мордвинцев[1].

Экономика

Хулаҫум тӗсӗн ял хуҫалӑхӗ. Тӗп кӑларакан таварпа тивӗҫтерӳ: сӗт, чӑх ашӗ, апат-ҫимӗҫ. Промышленоҫӑн тӗп пайӗ - тунишӗн материалсен (тимӗр бетонӗ, йывӑҫран тунишӗн материалсем, тавар бетонӗ, стена материалӗ) тата апат-ҫимӗҫ продукцийӗн кӑларни (ҫӑкӑр, аш, сӗт, кӑлпасси, кондитер япали).

Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем

Район МИХ-ӗ — "Ял пурнӑҫӗ" (выр. Сельская жизнь) хаҫат, вӑл Татищево районӗн официаллӑ пичет органӗ. Хаҫатӑн хӑйӗн сайчӗ пур — «Сельская жизнь», унта юлашки район хыпарӗсем кӑлараҫҫӗ.

Паллӑ вырӑнсем

Thumb
Мӑн Ивановка улпут ҫурчӗ ҫумӗнчи парк
Thumb
Губарёвкӑри Шахматовсен улпут ҫурчӗн астӑвӑм хӑми

Историн, культурӑн, ҫутҫанталӑкӑн паллӑ вырӑнӗсем: Мӑн Ивановка улпут ҫурчӗ ҫумӗнчи парк[31], Вязовка ӗмӗр юманлӑхӗ[32], Вязовка хура ҫирӗклӗхӗ[33], 1902 ҫулта тунӑ Сокурти Турӑ Амӑшӗн Пукрав чиркӗвӗ[34], Губарёвкӑри Шахматовсен улпут ҫурчӗ[35] — Раҫҫей академикӗн, лингвисчӗн Алексей Шахматовӑн мемориалӗ, Полчаниновкӑри Сарӑтӑвӑн паллӑ ен пӗлӳҫин, кунҫулҫин, халӑх пӗлӳҫин А. Н. Минхӗн улпут ҫурчӗ[36], Побочное вӑрман дачи (кивӗ ял вырӑнӗнче)[37].

Курдюм сали патӗнче Ылтӑн Уртан авалхи хули пулнӑ, ӑна 1915 ҫулта А. А. Коротков тӗпченӗ. Унта Ылтӑн Уртан керамикин пайӗсем, Укекре тунӑ дирхем (12661322 ҫулсенче кӑларнӑ), авалхи вырӑс савӑчӗн пайӗ уҫнӑ.

Паллӑ ентешсем

Remove ads

Ҫар объекчӗсем

Районӑн территорийӗнче РФ стратеги ракет вӑйӗсен 60-мӗш ракет дивизийӗ, Татищево аэродромӗ (ӑҫта 69 УР-100Н тата 40 Тополь-М пур) вырнаҫнӑ[38][39][40].

Асӑрхавсем

Вуламалли

Каҫӑсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads