Алье (департамент)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Алье (франц. Allier) — Францин тĕп облаçĕнчи кăнтăр енче вырнаçнă, Овернь регионне кĕрекен департамент. Департамент номерĕ 03. Администрациĕ Мулен хулинче вырнаçнă. Халах йышĕ 344,7 пин (1999) çын.
Remove ads
Географи
Департамент лаптăкĕ 7 340 км² танлашать. Департамент тăрăх Алье, Луара тата Шер юханшывсем юхаççĕ.
Департамент шутне 3 округ, 35 кантон тата 320 коммуна кĕреççĕ.
Истори
Алье — 1790 çулхи пуш уйăхĕнче чи пĕрремеш йĕркеленĕ департаментсем шутне кĕрет. Овернь тата Бурбонне провинцисен çĕрĕсем çинче йĕркеленнĕ. Провинци ятне Алье юханшыв ячĕпе панă.
1940 çулта Петен маршал правительстви хăйĕн резиденци вырăнне Виши хулине суйласа илнĕ.
Remove ads
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads