Пюи-де-Дом
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Пюи-де-Дом (франц. Puy-de-Dôme) — Францин тĕп пайĕн кăнтăр енче вырнаçнă, Овернь регионне кĕрекен департамент. Департамент номерĕ 63. Администрациĕ Клермон-Ферран хулинче вырнаçнă. Халăх йышĕ 604,3 пин (1999) çын.
Remove ads
Географи
Департамент лаптăкĕ 7 970 км² танлашать, ытларах енĕпе сăртлă-туллă вырăнсем. Департамент урлă Алье тата Дордонь юханшывсем юхаççĕ.
Департамент шутне 5 округ, 51 кантон тата 470 коммуна кĕреççĕ.
Истори
Пюи-де-Дом — 1790 çулхи пуш уйăхĕнче пулса иртнĕ Францин Аслă революциĕ вăхăтĕнче йĕркеленĕ чи пĕрремеш департаментсем шутне кĕрет. Овернь провинци çĕрĕсем çинче йĕркеленнĕ. Малтан департамент ячĕ Мон-д’Ор (Ылтăн ту пек куçать) пулнă, кайран вара вырăнти вулкан ятне панă.
Каçăсем
- Префектура сайчĕ 2004 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ. (французла)
- Conseil Général website 2004 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ. (французла)
- http://www.puy-de-dome.net/ 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ. (французла)
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads