Тури Савойя
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Тури Савойя (франц. Haute-Savoie) — Францин тухăç енче вырнаçнă, Рона — Альп регионне кĕрекен департамент. Департамент номерĕ 74. Администрациĕ Анси хулинче вырнаçнă. Халăх йышĕ 631,7 пин (1999) çын.
Remove ads
Географи
Департамент лаптăкĕ 4 388 км² танлашать. Департамент Альп сăрчĕсенче Италипе тата Швейцарипе юнашар вырнаçнă. Кунта Монблан тăвĕ тата Анси кӳлĕ пур. Ку департаментрах Эвиан хули ларать. Унта тĕнчипе паллă минераллă шыв кăлараççĕ. Кунта тата тарăнăшпе иккĕмĕш вырăнта тăракан Gouffre Mirolda хăвăл вырнаçнă. Унăн тарăнăшĕ 1733 метр.
Департамент шутне 4 округ, 34 кантон тата 294 коммуна кĕреççĕ.
Истори
XIX ĕмĕр варричен ку çĕрсем Савойя герцогстви династиĕн шутланнă. 1860 çулта ăна Франци шутне кĕртнĕ.
Каçăсем
- Префектура
- Conseil général 2011 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
- La Haute-Savoie sur Wikivoyge
- Archives départementales de la Savoie (Nombreuses informations historiques)
- Annuaire de la Haute-Savoie
- Site touristique officiel des Pays de Savoie 2021 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
- Site de la Maison de Savoie à Paris 2006 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче архивланӑ.
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads