Çӳлти Вьенна
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Тури Вьенна (франц. Haute-Vienne) — Францин хĕвеланăç енче вырнаçнă, Лимузен регионне кĕрекен департамент. Департамент номерĕ 87. Администрациĕ Лимож хулинче вырнаçнă. Халăх йышĕ 353,9 пин (1999) çын.
Remove ads
Географи
Департамент лаптăкĕ 5 520 км² танлашать. Департамент тăрăх Вьенна тата Шаранта юханшывсем юхаççĕ.
Департамент шутне 4 округ, 52 кантон тата 373 коммуна кĕреççĕ.
Истори
Тури Вьенна — 1790 çулхи пуш уйăхĕнче пулса иртнĕ Францин Аслă революциĕ вăхăтĕнче йĕркеленĕ чи пĕрремеш департаментсем шутне кĕрет. Лимузен провинци çĕрĕсем çинче йĕркеленнĕ. Департамент ячĕ Вьенна юханшыв ятĕнчен пулса кайнă.
Каçăсем
- Префектура сайчĕ (французла)
- Conseil général (французла)
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads