Çӳлти Гаронна
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Çӳлти Гаронна (франц. Haute-Garonne) — Францин кăнтăр-хĕвеланăç енче вырнаçнă, Кăнтăр—Пиреней регионне кĕрекен департамент. Департамент номерĕ 31. Администрациĕ Тулуза хулинче вырнаçнă. Халах йышĕ 1 046 млн (1999) çын.
Remove ads
Географи
Департамент лаптăкĕ 6 309 км² танлашать. Департамент урлă Гаронна юханшыв юхать. Кăнтарти çĕрсем Пиреней сăрт системине кĕреççĕ. Чи çӳллĕ вырăн — Пердигер тăвĕ (3222 метр).
Департамент шутне 3 округ, 53 кантон тата 588 коммуна кĕреççĕ.
Истори
Çӳлти Гаронна — 1790 çулхи пуш уйăхĕнче пулса иртнĕ Францин Аслă революциĕ вăхăтĕнче йĕркеленĕ чи пĕрремеш департаментсем шутне кĕрет. Лангедок провинци çĕрĕсем çинче йĕркеленнĕ. Ячĕ Гаронна юханшывран пулса кайнă.
Каçăсем
- Conseil Général website (французла)
- Префектура сайчĕ 2011 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ. (французла)
- http://www.cdt-haute-garonne.fr/ 2010 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ. (французла)
- http://www.toulouse.fr/
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads