Гар (департамент)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Гар (франц. Gard) — Францин кăнтăр енче вырнаçнă, Лангедок—Руссильон регионне кĕрекен департамент. Департамент номерĕ 30. Администрациĕ Ним хулинче вырнаçнă. Халах йышĕ 623,1 пин (1999) çын.
Remove ads
Географи
Департамент лаптăкĕ 5 853 км² танлашать.
Департамент шутне 3 округ, 46 кантон тата 353 коммуна кĕреççĕ.
Истори
Гар — 1790 çулхи пуш уйăхĕнче пулса иртнĕ Францин Аслă революциĕ вăхăтĕнче йĕркеленĕ чи пĕрремеш департаментсем шутне кĕрет. Лангедок провинци çĕрĕсем çинче йĕркеленнĕ.
Антика вăхăтĕнче ку вырăнсене римлянсем нумай усă курнă. Кунта Виа Домициа çул иртнĕ.
Каçăсем
- Префектура сайчĕ (французла)
- Conseil Général website 2009 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ. (французла)
- Департамент картти
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads