Па-де-Кале (департамент)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Па-де-Кале (франц. Pas-de-Calais) — Францин çурçĕр енче вырнаçнă, Çурçĕр — Па-де-Кале регионне кĕрекен департамент. Департамент номерĕ 62. Администрациĕ Аррас хулинче вырнаçнă. Халăх йышĕ 1,442 млн (1999) çын.
Remove ads
Географи
Департамент лаптăкĕ 6 671 км² танлашать. Анăç енче çыранĕсем Па-де-Кале проливĕ енне тухаçĕ. Çав проливранах департамент ячĕ пулнă. Департамент урлă Отье, Отье, Канш, Темуаз, Лиан, Сансе юханшывсем юхаççĕ.
Департамент шутне 7 округ, 77 кантон тата 894 коммуна кĕреççĕ.
Истори
Па-де-Кале — 1790 çулхи пуш уйăхĕнче пулса иртнĕ Францин Аслă революциĕ вăхăтĕнче йĕркеленĕ чи пĕрремеш департаментсем шутне кĕрет. Булонне, Понтьё тата Артуа провинцисен çĕрĕсем çинче йĕркеленнĕ.
Каçăсем
- Префектура сайчĕ (французла)
- Conseil Général website 2004 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ. (французла)
- http://www.pas-de-calais.com/ (французла тата акăлчанла)
- from dover to calais 2005 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads