Арденн (департамент)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Арденн (франц. Ardennes) — Францин çурçĕр-хĕвелтухăç енче Бельгипе юнашар вырнаçнă, Шампань — Арденн регионне кĕрекен департамент. Департамент номерĕ 08. Администрациĕ Шарлевиль-Мезьер хулинче вырнаçнă. Халах йышĕ 290 пин (1999) çын.
Remove ads
Географи
Департамент лаптăкĕ 5 229 км² танлашать. Департамент тăрăх Мёз юханшыв юхать.
Департамент шутне 4 округ, 37 кантон тата 463 коммуна кĕреççĕ.
Истори
Арденн — 1790 çулхи пуш уйăхĕнче чи пĕрремеш йĕркеленĕ департаментсем шутне кĕрет. Шампань тата Аргонна провинцисен çĕрĕсем çинче йĕркеленнĕ.
Remove ads
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads