Манш (департамент)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Манш (франц. Manche) — Францин çурçĕр-хĕвеланăç енче вырнаçнă, Анатри Норманди регионне кĕрекен департамент. Департамент номерĕ 50. Администрациĕ Сен-Ло хулинче вырнаçнă. Халах йышĕ 481,5 пин (1999) çын.
Remove ads
Географи
Департамент лаптăкĕ 5 938 км² танлашать. Манш шутне Котантен çурутрав тата Шосей утравĕ кĕреççĕ. Çурçĕр-хĕвелтухăç енчи çыранĕсем Ла-Манш проливĕ енне тухаççĕ. Çыран тăршшĕ пурĕ 350 çухрăм.
Департамент шутне 4 округ, 52 кантон тата 602 коммуна кĕреççĕ.
Истори
Манш — 1790 çулхи пуш уйăхĕнче пулса иртнĕ Францин Аслă революциĕ вăхăтĕнче йĕркеленĕ чи пĕрремеш департаментсем шутне кĕрет. Норманди провинци çĕрĕсем çинче йĕркеленнĕ. 1796-мĕш çулчен департамент тĕп хули Кутанс пулнă. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи хыççăн , Сен-Ло хулине вăйлă аркатнă пирки, вăл каллех тĕп хула пулса тăнă. Сен-Ло çĕнĕрен хăпартнă хыççăн тĕп хула вырăнне йышăннă.
Каçăсем
- Префектура сайчĕ (французла)
- Conseil Général website 2004 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ. (французла)
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads