Марна (департамент)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Марна (франц. Marne) — Францин çурçĕр-хĕвелтухăç енче вырнаçнă, Шампань — Арденны регионне кĕрекен департамент. Департамент номерĕ 51. Администрациĕ Шалон-ан-Шампань хулинче вырнаçнă. Халăх йышĕ 565,2 пин (1999) çын.
Remove ads
Географи
Департамент лаптăкĕ 8 162 км² танлашать. Департамент урлă Марна тата Вэля юханшывсем юхаççĕ.
Департамент шутне 5 округ, 44 кантон тата 619 коммуна кĕреççĕ.
Истори
Марна — 1790 çулхи пуш уйăхĕнче пулса иртнĕ Францин Аслă революциĕ вăхăтĕнче йĕркеленĕ чи пĕрремеш департаментсем шутне кĕрет. Шампань провинци çĕрĕсем çинче йĕркеленнĕ. Ячĕ Марна юханшывран пулса кайнă.
1998 çулчен департаментăн администраци центрĕ Шалон-сюр-Марн ятлă пулнă. Департаментăн паллă вырăнĕсенчен пĕри Реймс хули шутланать. Унта Франци патшисем астул çине ларнă.
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads