Кобальт
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Кобальт — Элементсен периодикăллă системин хими элеменчĕ.
| ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Сĕлтĕлле металсем | Сĕлтĕлле-çĕрле металсем | Куçăмлă металсем | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Çăмăл металсем | Металлоидсем | Инертлă газсем | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
|
Co | 27 |
58,9332 | |
[Ar]3d74s2 | |
Кобальт |
Remove ads
Кун-çулĕ
Этимологи
Кобальт нимĕç чĕлхинче — хĕрт-сурт, гном тени пулать. Мышьяклă кобальт минералĕсене пĕçерттерсен çăмăл наркăмăшлă мышьяк оксичĕ тухать. Çак минерал тăприне ту ĕçтĕшĕсем Кобольд ту чун-чĕмĕн ячĕпе тивĕçтернĕ. Ӗлĕкхи норвегсем çак чун-чĕме усал вырăнне хунă, ун çине кĕмĕле шăрантаракансене наркăмăшлă вĕлернине те янă. Усал чун-чĕмĕн ячĕ грексен «кобалос» — тĕтĕм — сăмахĕнчен килет, пулас. Çак сăмахпах эллинсем ултав çыннисене палăртнă.
1735 çулта швед минералогĕ Георг Бранд çак минералтан кунчен паллă мар металл уйăрса кăларнă, ăна вăлкобальт ятне панă. Çаплах вăл çак элементăн çыхăнăвĕсем кантăка кăваклатнине асарханă — çак пахалăхпа авалхи Ассирипе Вавилонрах усă курнă.
Remove ads
Физика пахалăхĕсем
Кобальт — хытă металл, икĕ модификаципе тĕл пулать. Пӳлĕмри температурăран пуçласа 427 °C тăнăç α-модификацийĕнче. 427 °C температурăран пуçласа шăрану температурине (1494 °C) çитиччен кобальтăн тăнăçлă β-модификацийĕ (чĕнтĕрлĕ кубăллă хысаклă-тĕпĕленнĕ). Кобальт — ферромагнетик, Кюри пăнчи 1121 °C.
Сарăрах тĕсĕлĕхĕ оксидăн çинçе сийĕнчен килет.
Усă курни
Лити кобальтачĕпе çӳллĕ хăватлă пурлă электрод ĕç вырăнĕнче литиллĕ аккумуляторсем хатерленĕ çĕртре усă кураççĕ. Кобальтăн силицичĕ — çав тери паха термоэлектрика материалĕ тата чылайлă УӖК термоэлектрогенераторĕсене туса пуçтарнă чух кирлĕ япала.
Радиоактивлă кобальт-60 (çурма аркану тапхăрĕ- 5,271 çул) гамма-дефектоскопсенче тата медицинăра хăйĕн ĕç вырăнне тупнă.
Биологи ĕç-пуçĕ
Кобальт çитмесен акобальтоз аталанать.
Токсикологи
Ытлашши кобальт пулни çыншăн сиенлĕ. Кобальт тусанĕн сывлăшри ПДК 0,5 мг/м³, ĕçме шывра кобальт тăварĕсен кирлĕ шучĕ 0,01 мг/л.
Токсика виçи (LD50 йĕкехӳре валли) — 50 мг.
Уйрăмах кобальт октакарбонилĕн Со2(СО)8 пăсĕсем токсикăллă.
Изотопĕсем
Кобальтăн радионукличĕ-60
60Со çунăк вырăнĕнче радиоизотоплă вăй-хăват çăлкуçĕсенче усă кураççĕ.
Асăрхатарусем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads