Раççей Федерацийĕ

Тухӑҫ Европӑри тата Ҫурҫӗр Азири патшалӑх From Wikipedia, the free encyclopedia

Раççей Федерацийĕ
Remove ads

Раççей (выр. Россия) е Раççей Федерацийĕ, кĕске РФ (выр. Российская Федерация) — Тухăç Европăри тата Çурçĕр Азири патшалăх. Раççей — тĕнчери чи пысăк патшалăх, унăн территорийĕ тĕнчери йышăннă чикĕсенче 17098246 км²[1].

Краткие факты Патшалăх чĕлхисем, Тĕп хула ...

Раççей Федерацийĕ вунпĕр сехет тăрăхĕнчен тăрать, вăл вунтăватă çĕршывпа чикĕленет. Пурăнан халăх йышĕпе тĕнчере тăххăрмĕш вырăн йышăнать. Чи пысăк тата тĕп хули — Мускав. Патшалăхри тĕп культура хули вырăнĕнче Санкт-Петербург шутланать, халăх йышĕпе вăл иккĕмĕш вырăн йышăнать. Ытти пысăк[2] хуласем: Çĕнĕ Çĕпĕр, Екатеринбург, Хусан, Чулхула, Челепи, Красноярск, Самар, Ĕпхӳ, Тан-çинчи-Ростов, Омск, Краснодар, Воронеж, Перĕм, Волгоград.

Çĕршывăн мĕнпур çĕрĕсенчи патшалăх чĕлхивырăс чĕлхи, хăшпĕр регионсенче хăйсен патшалăх тата официаллă чĕлхесем. Укçа виçи — раççей рублĕ.

РФ — тĕрлĕ этнос тата культура нумайлăхлĕ Нумай нациллĕ патшалăх[3]. 2010 çулта пурăнан халăх çырса тухнипе, çав шутрах Крым тата Севастополь (2014 çул хыççăн), çĕршывра 190 ытла национальнăç пуррине палăртнă, вĕсен хушшинче вырăссем — 80 %, вырăс чĕлхипе 99,4 % ытла раççейсем калаçаççĕ[4]. Пурăнан халăхăн чылайрахăшĕ (75 % яхăн) православи тĕн йăлине тытса пурнать[5], çакна пула Раççей тĕнчери чи нумай йышлă православиллĕ çĕршыв шутланать.

Раççей — федерациллĕ президент-парламент республики. 1999 çулхи раштавăн 31-мĕшĕнченпе (2008—2012 çулсенче Дмитрий Медведев президент пулнă) РФ президенчĕн вырăнне Владимир Путин йышăнать. 2020 çулхи кăрлачăн 16-мĕшĕнченпе правительство председателĕМихаил Мишустин.

Раççей 18 патшалăхсемпе чикĕленет (вунулттăшĕпе — çĕрпе, те иккĕшĕпе — тинĕспе). Раççей йышне унăн конституципе 89 субъектсем кĕреççĕ, вĕсенчен — 48 облаç, 24 республика, 9 край, 3 федераллă пĕлтерӳпе хула, 4 автономиллĕ округ тата 1 автономиллĕ облаç. Пĕтĕмпе çĕршывра 157 пин пурăнан вырăнсем[6].

Раççей — ядерлă патшалăх[7][8]. Космос патшалăхсенчен пĕрри[9][10]. Раççей ПНО Хăрушсăрлăх Канашне ялах хутшăнакан, вето правипе кӗрет. Çавăнпа, Раççей нумай тĕнчери организацисенче пур: ПНО, G20, ЕАЭП, ППП, КХКО, ТСО, OSCE, SCO, APEC, БРИКС, ТОК тата ыттисем.

1991 вĕçĕнче ССРП арканăвĕ хыççăн тĕнчери пĕрлешӳ Раççее ССРП-н тĕпкĕчĕ пекех йышăннă.

2021 çулхи ШПП-н калăпăшĕ (номиналлă) — 1,8 трлн доллар, Раççей унта 11-мĕш вырăнта вырнаçнă (анчах ИПП-пе 6-мĕш вырăнта).

Remove ads

Географи

Раççей вунтăваттă ирĕклĕх (ПНО-çĕршывсен нумайрахăшĕ йышăннă) патшалăхĕсемпе чикĕленет.

çавăн пекех Раççейĕн тинĕс чиккисем пур.

Чи пысăк хуласем

Миллион ытла çын çак хуласенче пурăнать: Мускав, Санкт-Петербург, Çĕнĕ Çĕпĕр, Екатеринбург, Хусан, Чулхула, Челепи, Красноярск, Самар, Ĕпхӳ, Тан-çинчи-Ростов, Омск, Краснодар, Воронеж, Перĕм, Волгоград.

Remove ads

Халăх

Халăх йышĕ

Раççейре 143,8 млн. çын, ытларахăшĕ, 4/5 пайĕ Европа енĕнче пурăнать: вырăссем (79,8 %), тутарсем (3,8 %), украинсем (3 %), чăвашсем (1,2 %), пушкăртсем (0,9 %), чеченсем (0,9 %), эрменсем (0,8 %)[12]. Хула çыннисем 73%.

Чĕлхесем

Тĕплĕнрех Раççей халăхĕсен чĕлхисем статьяна вулăр.

Раççей Федерацийĕ — нумай нациллĕ çĕршыв. Тĕпчевçĕсем каланă тăрăх, Раççейри халăхсем 176 чĕлхепе калаçаççĕ. Вĕсен кашнин хăйсен историйĕ, шăпи, аталану çул-йĕрĕ, пуласлăхĕ.

Генеалоги енчен (пулса кайни, хурăнташлăх енчен) илсессĕн Раççей халăхĕсен чĕлхисем тĕрлĕ чĕлхе çемйине кĕреççĕ: инди-европа, алтай, ибери-кавказ, урал, палеоази. Кашни чĕлхе çемйи каллех уйрăм ушкăнсене пайланать.

Remove ads

Кунçул

Краткие факты

Раççей кунçулĕн тапхăрĕсем[13]:

Remove ads

Федераци тытăмĕ

Раççей Федерацийĕ 89[18] субъектсенче пайланă. РФра 6 субъект тĕсĕ пур. Ку 24 республика, 9 ен, 48 облаç, 4 автономи тăрăхĕ, 1 автономи облаçĕ тата 3 федераллă пĕлтерĕшпе хула.

Thumb
РФ субъекчĕсен картти[19]

Субъектсем

Республикасем

Енсем

Облаçсем

Автономи тăрăхĕсем

Автономи облаçĕ

Федераллă пĕлтерĕшпе хуласем

Федераци тăрăхĕсем

Thumb
Федераци тăрăхĕсен картти

РФре 8 федераци тăрăхĕсем пур. Кашни тăрăхра президент элчи пур.

Экономика районĕсем

Thumb
Экономика районĕсен картти

Раççей Федерацинче 12[21] экономика районĕ пур. Калининград облаçĕ ку уйрăм экономика район, пĕр субъект унăн тытăмĕнче[22].

Remove ads

Вуламалли

  • Kniivilä, Kalle. La strato de Tanja: Vivo en Rusio 1917-2017, Novjorko, eld. Mondial, 2017, 159 paĝoj.
  • География России: Энциклопедический словарь. М., 1998.
  • Геологическое строение СССР и закономерности размещения полезных ископаемых. В 10-ти тт. Л, 1984—1989.
  • Красная книга Российской Федерации: Животные. М, АСТ, 2001. ISBN 5-17-005792-X.
  • Новая Российская Энциклопедия, Природа России, т. 1, с. 11—157. М., Энциклопедия, 2003. ISBN 5-94802-003-7
  • Волкова О. А., Борсук О. А., Бадюков Д. Д. География России. М., Энциклопедия. 2005. ISBN 5-94802-011-8).
Remove ads

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads