Рений

From Wikipedia, the free encyclopedia

Рений
Remove ads

Рени - Re — (лат. Rhenium) Элементсен периодикăллă системин 75-мĕш хими элеменчĕ.

Подробнее Рени (Re), Атом палăрăмĕсем ...
Re 75
186.207
[Xe] 4f14 5d5 6s2
Рени
Remove ads

Истори

Д. И. Менделеев элементсен периодикăллă системипе килĕшӳллĕн Рени пулассине, ун химипе физика пахалăхĕсене, каласа хунă («двимарганец»)[2]. Элемента 1925-мĕш çулта нимĕç химикĕсем Ида тата Вальтер Ноддаксем Siemens & Halske компанин лабораториче тĕпчевсем тунă чухне тупнă. Вĕсем плтина рудипе колумбитра, каярах гадолинитпа молибденитра тупаççĕ. [3] 1928-мĕш çулта вĕсем 600 кг молибденитран 1 г рени уйăрма пултарнă. [4] Элемента Рейн провинцине (Ида Нодакăн тăван енне) халаласа ятне панă.

Remove ads

Рени геохимийĕ

Çĕр хуппиничи чи сахал элементсенчен пĕри. Кларкĕ 10−3 г/т. Геохими пахалăхĕсем периодика таблицири кӳршĕсем, анлăрах сарăлнă молибденпа вольфрам евĕрлĕ. Вĕсен минералĕсенче питĕ сахал сайра тĕл пулать. Хăшпĕр управсенчи молибден рудисем - ренин тĕп çăлкуçĕсем, вĕсен унта молибденпа çула май кăлараççĕ. Питĕ сайра тĕл пулнă Казахстанри Жезказган хули патĕнче тупнă джезказганит (CuReS4) минералта тĕл пулать. Рени сахал шайра тата колумбит, колчедан[5], циркон сайра çĕр элеменчĕсен минералĕсенче [6] тĕл пулать. Раççейре экономикăлла тупăшлă пĕртен пĕр вырăн пур, унта 10-15 тонна яхăн рени пур. Ана 1992-мĕш çулта Итуруп утравĕ (Курил утравĕсем) Кудрявый (вулкан) патĕнче тупнă. [7]. Унта рени рениит ReS2 пек тĕл пулать (чĕнтĕр тытăмĕ молибденит евĕр).

Тĕнчере рени кăларни

Thumb
Молибденит

Рени таса метал пек тел пулмасть. Молибденитра 0.2% таран тĕл пулать[8]

2006-мĕш çулта тĕнчипе 40 тонна яхăн кăларнă. Чи нумай кăлараканни Чилири Molymet компани [9] [10].

Remove ads

Хакĕ

Рени- хаклă металл. Хакĕ тасалăхĕпе тачă çыхăннă. Ренин 1 кг 1000 -тен 10 000 доллар таран тăрать [11] [12].MinorMetal prices. minormetals.com. Тĕрĕсленĕ 17 Нарӑс уйӑхӗн 2008.</ref>[13]

Тупăçлани

Thumb
Аммони перрениачĕ

Рени металне аммони перрениатне водородпа хĕртсе туса илеççĕ.

[14]

2 NH4ReO4 + 7 H2 → 2 Re + 8 H2O + 2 NH3

Усă курни

Пысăк ирĕлӳ температури, химилле тĕреклĕх, катализ пахалăхĕсем (платиноидсене çывăх) пуррипе рение усă кураççĕ.

Ренине çак япаласене тума усă кураççĕ:

  • тетраэтилсвинец хушмасăр тăвакан бензин тумалли платинорени катализаторĕсем;
  • 2200 °C градус таран виçме пултаракан вольфрам-рени термопарасем.
  • вольфрам тата молибден шăранчăкĕсенче. Рени хушни çирĕплĕхĕпе пластичностьне пĕр вăхăтрах ӳстерет.
  • масс-спектрометрсенче тат ионн манометрсенче хĕрекен çип.
  • рективлă двигательсенче. Никĕль рени шăранчăкĕсенченгазтурбина двигательсен лопаткисене ăсталаççĕ[15].

Тата ренирен хăйне хăй тасалакан электричество контакчĕсе тăваççĕ.

188Re тата 186Re радиохастар изотопсем ӳпке ракне сыватма усă кураççĕ. Иккĕшĕ ӳте пĕр тарăнăшне кĕреççĕ (5 мм 186Re тата 11 мм 188Re), анчах 186Re çурма аркану тапхăрĕ пысăкрах (90 сехет 17 хирĕç).[16][17] Технеципе химилле пахалăхĕсем пĕр пекрех пулнипе рение радиофармакологиче технеци çыхăнăвĕсене кĕртеççĕ, мĕншĕн тесен технецин çурма аркану тапхăрĕ питĕ пĕчĕк. [16][18]

Remove ads

Рени изотопĕсем

Тĕп статья: Рени изотопĕсем

Ренин çутçанталăкри хутăшĕнче арканман 185Re 37.4% тата радиохастар, пысăк çурма аркану тапхăрлă (1010 çул яхăн) 187Re 62.6%.[19][20] 187Re бета-арканăвне рени-осми меслечĕпе рудасен ӳсĕмне тĕпчеме усă кураççĕ. Çак арканун хăваче 2,6 кэВ пĕтĕм пĕлнĕ радиониуклидсен хушшинчи чи пĕчĕкисенчен пĕри. Унсăр пуçне искуствелла тунă тата 27 радиохастар изотоп пулни паллă. [21]


Remove ads

Асăрхатарусем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads