Стронций

From Wikipedia, the free encyclopedia

Стронций
Remove ads

Стронци' (лат. Strontium) Элементсен периодикăллă системин 38-мĕш элеменчĕ, сĕлтĕ çĕр металлĕсен ушкăнне кĕрет.

Подробнее Стронций / Strontium (Sr), Атом палăрăмĕсем ...
Sr 38
87,62
[Kr]5s2
Стронци
Remove ads

Çут çанталăкра тĕл пулни

Çутçанталăкра метал евĕр тĕл пулмасть. 40 минерала кĕрет, вĕсенчен чи пĕлтерĕшли - целестин SrSO4 (51,2% Sr). Унсăр пуçне стронцианит SrCO3 (64,4% Sr) тупăçлаççĕ. Стронци кальци минералĕсенче хутăш пек тĕл пулать.

Тата ытти стронци минералĕсем:

  • SrAl3(AsO4)SO4(OH)6 — кеммлицит;
  • Sr2Al(CO3)F5 — стенонит;
  • SrAl2(CO3)2(OH)4•Н2О — стронциодрессерит;
  • SrAl3(PO4)2(OH)5•Н2О — гойясит;
  • Sr2Al(PO4)2OH — гудкенит;
  • SrAl3(PO4)SO4(OH)6 — сванбергит;
  • Sr(AlSiO4)2 — слосонит;
  • Sr(AlSi3O8)2•5Н2О — брюстерит;
  • Sr5(AsO4)3F — ферморит;
  • Sr2(B14O23)•8Н2О — стронциоджинорит;
  • Sr2(B5O9)Cl•Н2О — стронциохильгардит;
  • SrFe3(PO4)2(OH)5•Н2О — люсуньит;
  • SrMn2(VO4)2•4Н2О — сантафеит;
  • Sr5(PO4)3OH — беловит;
  • SrV(Si2O7) — харадаит.

Çĕр хуппинче сарăлнă тăрăх стронци 23-мĕш вырăнта, ун массăллă пайĕ 0,014% ( литосферăра — 0,045%). Çĕр хуппинчи моль пайĕ - 0,0029%. Стронци тинĕс шывĕнче (8 мг/л)[3] шайра сарăлнă.

Çĕруправĕсем

АПШри Калифорнипе Аризонăра, Раççейре тата ытти çĕршывсенче çĕруправĕсем пур [4] [5].

Remove ads

Изотопĕсем

Стронций-90

Тĕп статья: Стронци-90
Thumb
Совет Союзĕнче маяка хăватпа тивĕçтерме тунă РИТЭГ

90Sr 28.9 çул çурма аркану тапхăрĕллĕ изотоп. Вăл β-арканупа аркансан 90Y (çурма аркану тапхăрĕ 64 сехет) изотоп пулать. 90Sr ядерлда сирпçнусенче тата ядерла реактор ĕçленĕ вăхăтра пулать. Аварисем вăхăтĕнче Çутçанталăка лекет. Ку изотопппа çыхăннă чи пысăк авари Челепи облаçĕнчи "Маяк" ПО 1957-мĕш çулта пулнă.Стронци çутçанталăка варлатнă вырăнта Хĕвелтухăç Урал заповедникне туса хунă.
РИТЭГсене тунă чухне усă кураççĕ. Хăватлăхĕ 0,9 Вт/г яхăн [6].

Remove ads

Асăрхатурусем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads