Европий

From Wikipedia, the free encyclopedia

Европий
Remove ads
Подробнее Европи / Europium (Eu), Атом палăрăмĕсем ...
Eu 63
151,965
4f76s2
Европи


Remove ads

Истори

1886-мĕш çулта француи химикĕ Э. А. Демарсе сайра çĕр элеменчĕсен хутăшăнчен уйăрнă. Спектр анализĕпе тепĕр 15 çултан çеç уйрăм элемент пулнине çирĕплетнĕ.

Хакĕ

2008-мĕш çулта АПШ-ра 99,9 % тасалăхлă европин оксичĕн хакĕ $400-$600 доллар килограммшăн [2]. 2008-мĕш çулта АПШ-ра 99,99 % тасалăхлă европи металĕн хакĕ $1600-$2500 доллар килограммшăн [2]

Физика пахалăхĕсем

Таса чухне - çемçе шурă-кĕмĕл тĕслĕ металл, механикăлла сӳрĕк газ атмосферинче çăмăллăн тирпейлеме пулать.

1,8 К температурăра тата 80 ГПа пусăмра Сверхпроводимость пахалăхĕсене кăтартать[3].

Хими пахалăхĕсем

Сайра çĕр элеменчĕсем хушшинче европи чи химилле хастарри. Сывлшра хăверт çунать [4]). Шывапа кальци евĕр реакцине кĕрет. Металла минераллă çу е парафин айĕнче упраççĕ. Сывлăшра 150 °C-ран 180 °C-таран хыпса кайса европи (III) оксичĕ пулать.:

4 Eu + 3 O2 → 2 Eu2O3

Сивĕ шывпа майĕпен, вĕри шывпа хăвăрт хутшăнса европи гидрооксичĕ пулать:

2 Eu (s) + 6 H2O (l) → 2 Eu(OH)3 (aq) + 3 H2 (g)

Европи пĕтĕм галогенсемпе реакцине кĕрет:

2 Eu (s) + 3 F2 (g) → 2 EuF3 (s) [шурă]
2 Eu (s) + 3 Cl2 (g) → 2 EuCl3 (s) [сарă]
2 Eu (s) + 3 Br2 (g) → 2 EuBr3 (s) [сăрă]
2 Eu (s) + 3 I2 (g) → 2 EuI3 (s)

Европи кӳкĕрт йӳçĕкĕпе хутшăнсан çутă шупка тĕслĕ Eu(III) ионĕсем пулаççĕ, вĕсем [Eu(OH2)9]3+ комплекс евĕр тĕл пулаççĕ:[5]

2 Eu (s) + 3 H2SO4 (aq) → 2 Eu3+ (aq) + 3 Шаблон:Chem (aq) + 3 H2 (g)
Remove ads

Изотопĕсем

Усă курни

Ядерла энергетика

Атом реакторĕсенче европи (европи оксичĕ, гексаборичĕ, борачĕ) нейтронсене çăтма усă кураççĕ. Окиçĕ майĕпен "çунса каять", борчĕнчен 1,5 хут сахалтарах вăхăт усă курма май пур. Анчах оксичĕ нейтронсен хăватлă юхăмĕнче газ кăларманпа пĕрех тата калăпăшне ӳстермест (сăмахран, БН-600 реакторта). Европин çутçанталăкри хутăшĕн нейтронсене çăтас лаптăкĕ 4500 барн, европи-151 изотопĕн 9200 барн таран.

Атомла-водородла энергетика

Европи оксидне шыва термохимилле аркантарнă чухне усă кураççĕ (европи-стронци-йод циклĕ).

Лазер материалĕсем

Европи ионĕсем 0,61 мк тăршĕллĕ (сарă-хĕрлĕ) лазер шевлисене тума усă кураççĕ. Çавăнпа европи оксидне хытă тата сахалрах паллă шĕвек лазерсем тума усă кураççĕ.

Электроника

Термоэлектрогенератор валли усă куракан самари монооксичĕ çине тата алиаз евĕрлĕ питĕ хытă кăмрăк нитричĕ синтезлама европи кăштах хушаççĕ. Европи силицидне интеграллă микросхемăсем тунă çĕрте усă кураççĕ. Çӳхе пленка евĕр Европи монооксичĕ тата европи монооксичĕпе самари монооксичĕн хутăшĕ магнитла полупроводнисем пек усă кураççĕ.

Люминофорсем

  • Европи вольфраматне микроэлектроникăра питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ люминофор.
  • Хурă çутăллă лампăсенче европипе пуянлатнă строни борачĕ усă кураççĕ.

Европи медицинăра

Европи катионĕсене медицинăра флуоресцентла зондсем пек усă кураççĕ. Радиохастар изотопĕсене хăшпĕр рак чирĕсене сыватма усă кураççĕ.


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.


Remove ads

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads