Родий

From Wikipedia, the free encyclopedia

Родий
Remove ads

Роди —Элементсен периодикăллă системин хими элеменчĕ, 45, символĕ Rh(лат. Rhodium), платина ушкăнне кĕрекен хытă кĕмĕл тĕслĕ металл. CAS регистрации номĕрĕ: 7440-16-6.

Подробнее Роди (Rh), Атом палăрăмĕсем ...
Rh 45
102.9055
[Kr] 4d8 5s1
Роди
Remove ads

Истори

1803-мĕш çулта Англири Волластон Уильям Гайд тупнă.

Ячĕ пулни

Ячĕ ав.гр. ῥόδονроза сăмахпа çыхăннă. Роди (III) çыхăнăвĕсем нумайрах чухне тĕтĕтм -хĕрлĕ тĕслĕ.

Çутçанталăкра сарăлни

Роди платина рудисенче, Кăнтăр Америкăри хăшпĕр ылтăн хăйăрĕсенче пур. Родин 43 % таран мекискари ылтăнра вырнаçнă. Осмиллĕ иридинче 3,3 % таран, пăхăр-никĕль рудисенче тĕл пулать. Осмиллĕ иридинче сайра тĕл пулакан тĕсĕ- родиллĕ невьянскит - чи нумай родиллĕ минерал.

Роди изотопĕсем

Тĕп статья: Роди изотопĕсем

Çутçантăлăкри роди пĕр изотопран (103Rh) тăрать.

Чи нумай пурăнакан изотопĕсем

Подробнее Изотоп, Çурма аркану тапхăрĕ ...

Усă курни

Thumb
Родипе витнĕ шурă ылтăнран тунă çĕрĕ
Thumb
Роди пралукĕпе пластина
  • Катализатор вырăнне автомобильсенче, азот йӳçĕкĕ тунă чухне усă кураççĕ.
  • Вăйлă çутă юхăмĕпе ĕçлекен тĕкĕрсемтума.
  • Роди-платина шăранчăкĕнчен лаборатори валли тигельсем тăваççĕ.
  • Платина-роди тата роди-ириди (2200 °C таран) термопарисем пысăк температура виçме юрăхлă.
  • Электричество контакчĕсем тăваççĕ.
  • Ювелирсем хăйсен таварĕсене электрлизпа родипе витеççĕ. Çакă вĕсен çирĕплĕхне ӳстерет, чăрмалантармасть тата вăйлрах йăлтăрлатарать.
Remove ads

Хакĕсем

2006-мĕш çулта роди хакĕ 1 трой унцишĕн 3500 долл. çитнĕ [2]. 2008-мĕш çулхи кăрлачра роди хакĕ 7000 доллара çитнĕ. 10100 доллара çитнĕ хыççăн хакĕ питĕ вăйлă чакса кайнă (автомобиль промăçлăхĕнче кризис пулнă май) - 900 доллар таран 2008-мĕш çулхи чӳк уйăхĕн вĕçĕнче. 2009-мĕш çулхи чӳкăн 19-мĕшĕнче хакĕ 600 доллара çитнĕ. Роди питĕ кирлĕ пулнипе, тата çутçанталăкра питĕ сахал пулнăран ăна атом реакторĕсен каяшĕсенчен кăларас тесе шутлаççĕ. Унта вăл тоннинче 130-180 грамм таран пухăнать.

Remove ads

Каçăсем

Асăрхавсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads