Хром
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Хром — хими элеменчĕсен таблицин 24-мĕш элеменчĕ, атăм йывăрăшĕ 51,996, синкер-хурçă тĕслĕ металл.
| ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Сĕлтĕлле металсем | Сĕлтĕлле-çĕрле металсем | Куçăмлă металсем | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Çăмăл металсем | Металлоидсем | Инертлă газсем | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
|

Cr | 24 |
51,9961 | |
[Ar]3d54s1 | |
Хром |
Remove ads
Кун-çулĕ
1766 çулта Екатеринбург çывăхĕнче минерал тупнă, ăна «çĕпер хĕрлĕ тăхланĕ» ят панă, PbCrO4. Хальхи ячĕ — крокоит. 1797 çулта франци химикĕ Л. Н. Воклен унтан çĕнĕ йывăр шăранакан металла (Воклен ун чухне хром карбидне кăларнă пулмалла) уйăрса кăларнă пулнă.
Этимологи
Элеменчĕ ятне грек χρῶμα — тĕс, сăрă палăртусенчен илнĕ пулас — хăйĕн сыпăнăвĕсем тĕрлĕ сăрлă пулнирен.
Физикăпа хими пахалăхĕсем
Ирĕклĕхре — çутă кăвак металл кубăллă калăпăш-тĕпĕленнĕ чĕнтĕрлĕ, а = 0,28845 нм. 39 °C температуринче парамагнитлă тăрăмрен антиферромагнитлă (Неель пăнчи) тăрăма куçать.
Сывлăшра тăнăç. 300 °C чух амфотерлă пахалăхсемлĕ симĕс тĕслĕ хром (III) оксидне Cr2O3 хăварса çунать.
Cr2O3 селтĕсемпе шăрантарса хромитсем тăваççĕ:
- Cr2O3 + 2NaOH → 2NaCrO2 + H2O.
Хĕртмен хром(III) оксичĕ çăмăллăн сĕлтĕллĕ тата кислоталлă шĕвексенче арканать:
- Cr2O3 + 6НСl → 2CrСl3 + 3Н2О.
Изотопĕсем
Тупăçĕ
РФ хромăн тĕп çĕруправĕсем Уралта (Донские тата Сарановское).
Туса кăларни
Хром çутçанталăкра ытларах хромлă тимĕрлĕх пек тĕл пулать Fe(CrO2)2 (тимĕр хромичĕ). Ăна феррохромран электрокăмакасенче кокспа çĕнетсе тăваççĕ:
- FeO•Cr2O3 + 4C → Fe + 2Cr + 4CO↑
Феррохрома легированных хурçă тунă чух усă кураççĕ.
Тап-таса хром тăвас тесе, çакăн пек хутăштарса япаласене çыхăнтараççĕ:
1) тимĕр хромитне натри карбоначĕпе хутăштарса сывлăшра шăрантараççĕ (кальциленнĕ сода):
4Fe(CrO2)2 + 8Na2CO3 + 7O2 → 8Na2CrO4 + 2Fe2O3 + 8CO2↑
2) натри хроматне (шывра) ирĕлтереççĕ те ăна йӳçĕелĕ тимĕртен уйăраççĕ;
3) йӳçĕклесе тата хытаркаласа (кристаллизацилесе)хромата дихромата куçараççĕ;
4) таса хром оксидне дихромата кăмракпа çĕнелетсе тăваççĕ:
- Na2Cr2O7 + 2C → Cr2O3 + Na2CO3 + CO↑
- ултă валентлă хрома виç валентлине çитиччен шĕвеке куçарса çĕнетесси;
- водородăн ионĕсем хĕлхемленсе газ евĕр водорода тухни;
- ултă валентлă хромлă ионсем хĕлхемленсе металлă хрома тухни;
- Cr2O72− + 14Н+ + 12е− = 2Сr + 7H2O
5) алюминотерми меслечĕпе металлă хром туса кăлараççĕ:
- Cr2O3 + 2Al → Al2O3 + 2Cr + 130 ккал
6) электролиз меслечĕпе электролитикăллă хрома хром ангидричĕнчен кӳкĕрт йӳçĕкĕллĕ шывра туса кăлараççĕ. Çакăн чух катодсем çинче 3 ĕç пулăмĕсем иртеççĕ:
Remove ads
Усă курни
Çавăн пекех пăхăр
- Хромтау
Асăрхатурусем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads