Празеодим

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

ПразеодимЭлементсен периодикăллă системин 59-мĕш элеменчĕ, лантаноидсен ушкăнне кĕрет.

Подробнее Празеоди́м/Praseodymium (Pr), Атом палăрăмĕсем ...
Pr 59
140,90765'
4f36s2
Празеодим
Remove ads

Истори

Празеодима 1885-мĕш çулта австри химикĕ К. Ауэр фон Вельсбах уçнă.Вăл швед химикĕ Мосандер Карл Густав уçнă дидим элемент икĕ çывăх физика-хими пахалăхлă элемент хутăшĕ пулнине палăртнă. Вĕсене вĕл неодим тат празеодим ят панă.

Ячĕ

Грек чĕлхинчи грек πράσιος — «çутă-симĕс» тата грек δίδυμος — «йĕкĕреш» сăмахсенчен.

Туса илни

Ытти сайра çĕр металлĕсемпе пĕрле туса илеççĕ. Экстракципе е хромотографипе тата майлă кристаллизицеленĕ чухне празеодим ытти çăмăл лантаноидсемпе пĕрле пухăнать, кайран неодимпа пĕрле уйрăлать. Малала празеодима неодимран 850oC металлотермла е электролизпа уйăраççĕ.

Хими пахалăхĕсем

Празеодим металĕ сивĕ сывлăшра майĕпен, 150oC хăвăрт çунса празеодим (III,IV) оксичĕ пулать

12 Pr + 11 O2 → 2 Pr6O11

Празеодим сивĕ шывпа майĕпен, вĕри шывпа хăвăрт хутшăнăва кĕрет:

2 Pr (s) + 6 H2O (l) → 2 Pr(OH)3 (aq) + 3 H2 (g)

Празеодим металлĕ пĕтĕм галогенсемпе хутшăнăве кĕрет:

2 Pr (s) + 3 F2 (g) → 2 PrF3 (s) [симĕс]
2 Pr (s) + 3 Cl2 (g) → 2 PrCl3 (s) [симĕс]
2 Pr (s) + 3 Br2 (g) → 2 PrBr3 (s) [симĕс]
2 Pr (s) + 3 I2 (g) → 2 PrI3 (s)

Празеодим кӳкĕрт йӳçĕкĕпе хутшăнса симĕс тĕслĕ комплекс пулать:[1]

2 Pr (s) + 3 H2SO4 → 2 Pr3+ + 3 SO42 + 3 H2 (g)
Remove ads

Изотопĕсем

Вуламалли

  • R.J. Callow, "The Industrial Chemistry of the Lanthanons, Yttrium, Thorium and Uranium", Pergamon Press, 1967.

Хакĕ

Празеодим хакĕ неодим хакĕ пекрех. Хальхи вăхăтра 1 кг 40 доллар яхăн.

Усă курни

Празеоди ионĕсем 1,05 мкм тăршĕллĕ лазер шевлисене пуçарма усă кураççĕ. Празеодим фторичĕ лазер материалĕсен шутне кĕрет. Празеоди оксичĕ кантăк тунă çĕрте çутă симăс тĕс пама усă кураççĕ. Празеодим монотеллурдне хăшпĕр сайра çĕр элеменчĕсенчен тунă термоэлектрика материалĕсен пахалăхне ылмаштарма усă кураççĕ. ТермоЭДС коэффичиенчĕ: 52-55 мкВ/К

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads