Иттербий

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

ИттербиYb (лат. Ytterbium) - Элементсен периодикăллă системин 70-мĕш элеменчĕ, лантаноидсен ушкăнне кĕрет.

Подробнее {{{1}}}, Атом палăрăмĕсем ...
Yb 70
173,04
[Xe]4f146s2
Иттерби
Remove ads

Ячĕ пулни

Ячĕ тата виçĕ элементпа пĕрле (терби, эрби, иттри) Стокгольм архипелагне кĕрекен Ресарё утравĕ çинче вырнаçнă Иттербю ялне асăнса панă.

Изотопĕсем

Çутçанталăкра иттерби 7 стабиллă изотопсен хутăшĕнчен тăрать: Yb-168, Yb-170, Yb-171, Yb-172, Yb-173, Yb-174 тата Yb-176. Чи анлă сарăлни - Yb-174 (31.83%). 27 радиохастар изотопне тупса палăртнă. Вĕсенчен чи пысăк çурма аркану тапхăрлисем: Yb-169 - 32.026 кун, Yb-175 - 4.185 кун тата Yb-166 - 56.7 сехет. Ытти изотопĕсен çурма аркану тапхăрĕ 2 сехетрен сахалрах, нумайĕшĕн 20 минутран та пĕчĕкрех.

Remove ads

Усă курни

Лазер материалĕсем

Иттерби ионĕсем çывăх инфрахĕрлĕ диапазонри (1,06÷1,07 мкм) лазерсенче усă кураççĕ. Иттерби оксичне хăватлă лазерсенче усă кураççĕ. Бари фторичĕпе иттерби фторичĕн монокристалĕ - хăватлă тата усă курма меллĕ лазĕр материалĕ.


Термоэлектричество материалĕсем

Иттерби монотеллуричĕ - малашлăхлă термоэлектричество материалĕ (Термоэдс -680 мкВ/К).

Магнит материалĕсем

Нумай магнит сплавĕсенче иттербий пур.

Ядерла энергетика

Иттерби борачне атом техникинче усă кураççĕ (ятарлă эмальсем тата кантăксем).

Электроника

Иттерби оксичне кремни транзисторĕсем тунă çĕрте кирлĕ.

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads