Рутений

From Wikipedia, the free encyclopedia

Рутений
Remove ads

Рутени —Элементсен периодикăллă системин 44-мĕш хими элеменчĕ, символĕ Ru(лат. Rutheniumm}}), платина ушкăнне кĕрекен хытă кĕмĕл тĕслĕ металл. (

Подробнее Рутени (Ru), Атом палăрăмĕсем ...
Ru 45
101.07
[Kr] 4d7 5s1
Рутени
Remove ads

Неорганика çыхăнăвĕсем

Рутени йуçĕксемпе патша эрехĕнче ( HCl тата HNO3 хутăшĕ) ирĕлмест. Çав вăхăтрах хлорпа 400 °C ытларах чухне çыхăнать (RuCl3 пулать) тата сĕлтĕсемпе нитратсемпе пĕрле ирĕлтесен рутенатсем пулаççĕ (сăмахран Na2RuO4). Рутени темиçе валентлă çыхăнусем тума пултарать:

8 RuO4; RuO4 · PCl3
7 M[RuO4]
6 M2[RuO4]; M2[RuF8]; RuF6
5 M[RuF6]; RuF5
4 RuCl4; RuO2; M2[RuCl6]
3 RuCl3; М3[RuCl6]
2 M2[RuCl4]; M4[Ru(CN)6]
1 Ru(CO)nBr
0 Ru(CO)n

Рутени çыхăнăвĕсем хушшинче анлă спектр нитрозоçыхăнăвĕсем пурри паллă ( RuNO). Çак комплекс çыхăнăвĕсем, (сăмахран [RuNO(NO2)2(NH3)2OH]) тата нитрозонитрокомплексĕсем (ятарлă [RuNO(NO2)4OH]2-) тĕреклĕхпе тата кинетика инертлăхĕпе уйрăлса тăраççĕ.

Рутени тетраоксчĕ (Ru+VIIIO4) пахалăхĕсемпе осми тетраоксчĕ евĕрлĕ.

Remove ads

Изотопĕсем

Усă курни

  • Титан çине кăштах хушсан (0,1 %) тутăхасран çирĕпрех тăвать.
  • Платинăпа рутени шăранчăкĕсем питĕ çиĕнесрен çирĕп электричество контакчĕсем тума усă кураççĕ.
  • Нумай хими рекцисенче катализатор пек усă кураççĕ. Орбита станцисенчи шыв тасатма усă курни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.
  • Пӳлĕм температуринче атмосферăри азота çыхăнтарма пултарни уникаллă.
  • Аэрокосмос техникинче пысăк температурăна чăтакан конструкци материалĕсем тума кирлĕ. 500 °C таран молибденпа вольфрамăн чи лайăх шарăнчăкĕсенчен иртереççĕ.
  • Юлашки çулсенче электричество суперконденсаторĕсем тумалли материалсем хушшинче рутени оксичне тĕпчеççĕ (700 Фарад/грамм нумарах)[2].

Физиологи пахалăхĕсем

Чĕрĕ организăмĕсене кĕрекен пĕртен пĕр платина ушканĕнчи металл. Мышцăсенче пухăнать. Оксичĕ (VIII) притĕ наркăмăшлă.



Каçăсем

Асăрхавсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads